Мускаври Акатуя хутшӑннӑ

Мускаври Акатуя хутшӑннӑ

Раҫҫейӗн тӗп хулинче чӑвашсен Акатуйӗ иртесси пирки пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Июлӗн 1-мӗшӗнче Сокольники паркӗнче ентешӗмӗрсем пысӑк уяв тунӑ. Вӑл этнофестиваль шайӗнче иртнине те палӑртаҫҫӗ.

Мускаври Акатуй ӗнер-паян пуҫласа тунӑ мероприяти мар. Ӑна иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенчех йӗркеленӗ. Уяв пӗлтерӗшӗ, анлӑшӗ ҫулсеренех пысӑкланса пынӑ. Ҫавӑн пекех Мускав хулинче тата облаҫӗсенче тӗпленсе пурӑнакансен йышӗ те палӑрмаллах ӳснӗ. Хальхи вӑхӑтра тӗп хуламӑр тӑрӑхӗнче 100 пине яхӑн чӑваш пурӑннине палӑртаҫҫӗ. Вӗсем халӑх хуҫалӑхӗн тӗрлӗ сферинче тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫӗршыв, тӗнче шайӗнче палӑрнӑ ентешсем  те пур.

Акатуйра мероприятисене Комсомольски муниципаллӑ округӗн делегацийӗ те хутшӑннӑ. Вӗсем павильон йӗркелесе пирӗн тӑрӑхра пурӑнакансен йӑли-йӗркине, ӗҫӗ-хӗлне сӑнласа панӑ. Унта хамӑр патра кӑларакан продукцисене, округ пурнӑҫне сӑнлакан экспозицине, ал ӑстисен ӗҫӗсене вырнаҫтарнӑ. Кунтах пирӗн округри хӗрамсемпе ҫыхӑнтаракан туризм маршручӗ те вырӑн тупнӑ. Вӑл Каҫал тӑрӑхӗпе интересленекен туристсене пирӗн округа ҫитсе курма йыхравланӑ.

Пирӗн енчи халӑх юрра-ташша ӑста. Комсомольскинчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи хуткупӑсҫӑсен ансамблӗ хамӑр ҫӗршывра ырӑ ят ҫӗнсе илнипе пӗрлех ҫӗршыв шайӗнче те палӑрнӑ. Акатуйра та вӗсем пуҫтарӑннисене хаваслӑ кӗвӗ-ҫемӗ выляса савӑнтарнӑ. Ҫавӑн пекех «Каҫал» халӑх фольклор ансамблӗн, уйрӑм юрӑҫӑсен номерӗсене те куракансем хапӑлласа йышӑннӑ.

Мускаври Акатуй ирхинех халӑха пуҫтарма тытӑннӑ пулин те, унӑн торжествӑлла пайӗ 11 сехетре пуҫланнӑ.  Пуҫтарӑннисене Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламланӑ, Мускав правительствине тата Чӑвашсен Мускаври наципе культура автономине тав тунӑ. Акатуя чӑвашсем мӗн авалтанах ака-суха ӗҫӗсем вӗҫленнӗ хыҫҫӑн пӗрле пуҫтарӑнса уявланӑ. Мӗн акни-лартни аван шӑтса тухтӑр, лайӑх ҫитӗнсе пысӑк тухӑҫ патӑр тесе кӗл тунӑ. Ҫак шухӑшсене палӑртнӑ вӑл. Уяв ячӗпе салам сӑмахӗсемпе тухса калаҫакансем чылайӑн пулнӑ. Вӗсем пурте чӑвашсем ӗҫченлӗхӗпе, хӑйнеевӗр культурипе, тараватлӑхпа палӑрса тӑни ҫинчен каланӑ.

Чӑвашсен Акатуйне Раҫҫейре пурӑнакан чылай халӑх ывӑл-хӗрӗ ҫитсе курнӑ. Кунта вара курмалли, тӗлӗнмелли вӗсемшӗн нумай пулнӑ. Чӑваш халӑхӗн ҫӗр-пин тӗррипе, ал ӑстисем тӗрлӗ материалсенчен хатӗрленӗ япалисемпе хапӑлласа паллашнӑ. Республикӑра туса кӑларакан продукцийӗ, чӑваш халӑхӗн паллӑ ҫыннисем ҫинчен калакан стендсем, экспозицисем умӗнче чылайӑшӗ нумайлӑха чарӑнса тӑнӑ.

Кирек мӗнле  уява та савӑнӑҫ парнелекенни вӑл юрӑ-ташӑ. Художество пултарулӑх коллективӗсемпе халӑх ансамблӗсем, уйрӑм юрӑҫсемпе эстрада ҫӑлтӑрӗсем халӑха тунсӑхласа ларма паман. Кӑмӑл пуррисем чӑваш эрешӗсемпе илемлетнӗ кӗпе-йӗм тӑхӑннӑ яшсем, хушпу-тухья тӑхӑннӑ, сурпан сырнӑ хӗрсемпе хӗрарӑмсемпе пӗрле  картана тӑрса ункӑра юрласа ҫаврӑнма пултарнӑ.

Чӑвашсен апат-ҫимӗҫӗн тутлӑ шӑрши те уява килнисене хӑйсем патне    туртнӑ. Вӗсем шӑрттан, хуран кукли, чӑкӑт тата ытти чӑвашсен наци апатне тутанса пӑхма пултарнӑ. Хӑнасене кӑпӑклӑ чӑваш сӑрипе сӑйланӑ.

Акатуй спорт ӑмӑртӑвӗсемпе тата халӑхӑн йӑлана кӗнӗ вӑййисемпе, тупӑшӑвӗсемпе те пуян пулнӑ. Мӗн авалтанах уява килнӗ халӑх кӗрешнӗ ҫӗрте йышлӑн пулнӑ. Мускаври Акатуйра чӑваш пӑхаттирӗсемпе пӗрлех наци кӗрешӗвӗн кавирӗсем ҫинче тӗрлӗ хуласенче пурӑнакан спортсменсем те тупӑшнӑ. Тытӑҫусенче ытларах чӑвашсем ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑнӑ.

Мускавра иртнӗ Акатуй чӑвашсем пысӑк ҫӗршывӑн кирек хӑш кӗтесӗсенче пурӑнсан та тӑван халӑхӑн историне, йӑли-йӗркине манса кайманнине, ӑна аталантарса пырас тӗллевлӗ пулнине туллин ҫирӗплетсе панӑ. Ҫакӑн пек уявсем ҫынсене пӗрлештереҫҫӗ, туслаштараҫҫӗ.

Сайтсем ҫинчи материалсем тӑрӑх

Юрий Гаврилов хатӗрленӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *