Понедельник, 29 апреля

Спортпа туслашма хавхалантарӗҫ

Спортпа туслашма хавхалантарӗҫ

Спорт — сывлӑх ҫӑлкуҫӗ, тетпӗр. Ҫак чӑнлӑха шута илсе РФ правительстви те, Чӑваш республикин Пуҫлӑхӗ те, округ администрацийӗ те халӑх сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пытӑр, спортпа туслаштӑр тесе тӗрлӗ проектсене ӗҫе кӗртме тӑрӑшать.

Июнӗн 29-мӗшӗнче пирӗн округри Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел ялӗнче спорт залне, Комсомольскинче «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗ ҫумӗнчи стадиона савӑнӑҫлӑлару-тӑрура уҫрӗҫ. Вӗсенче Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пулса округри спорта юратакансене саламларӗ. Вӑл республикӑра пурӑнакансене спорта явӑҫтарма тӑвакан спорт сооруженисем йышланса пынине палӑртрӗ. Ҫакӑчӑваш спортсменӗсене Раҫҫей шайӗнче те пысӑк ҫитӗнӳсем тума май парать. Халӗ, тӗпрен юсанӑхыҫҫӑн уҫӑлнӑспорт площадкисенче, куллен хӑнӑхусем туса Комсомольски тӑрӑхӗнчи спортсменсем те ӑмӑртусенче палӑрасса шаннине пӗлтерчӗ. Пурне те спортпа туслӑпулма йыхравларӗ. Савӑнӑҫлӑмероприятисене ЧР физкультурӑпа спорт министрӗ Василий Петров, Комсомольски муниципаллӑокруг пуҫлӑхӗ Александр Осипов, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Петр Краснов, Юрий Попов хутшӑнчӗҫ.

Малтанах хӑнасем Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел ялӗнчи спортзалта тата ГТО площадкинче пулса курчӗҫ. Тӗплӗ юсав ӗҫӗсем ирттернӗ хыҫҫӑн кунта спортсменсене ӑмӑртусем ирттерме, хӑнӑхусем тума пур условисем те пур. АслӑҪӗрпӳел территори уйрӑмӗн начальникӗ Александр Орешкин ялти спортри лару-тӑрупа кӗскен паллаштарчӗ.

«Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче хӑнасене муниципаллӑокругӑн депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, «Кӗтне» ача-пӑча спорт шкулӗн директорӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканӗ Валерий Денисов, стадионта юсав ӗҫӗсем ирттернӗ «Передвижная механизированная колонна № 8» АО генеральный директорӗ Виталий Ижелеев кӗтсе илчӗҫ. Искусствӑлла виткӗчпе сарнӑфутбол уйне тата чупу площадкине уҫма халӑх йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев стадионӑн символикӑлла ҫӑра уҫҫине В.Х.Денисова пачӗ. Ҫавӑн пекех вӑл ГТОн ылтӑн паллисемпе уйрӑмах палӑрнӑ спортсменсене  З.М.Тимаева, И.А.Кузьмина, А.Г.Зейнетдиновӑна, К.Р.Мухаметзяновӑна, Д.Д.Муравьевӑна чысларӗ. Александр Осипов округра физкультурӑпа спорта аталантарас енӗпе хывнӑ тӳпешӗн РФ тата ЧР тава тивӗҫлӗ тренерне В.Н. Краснова администрацин Хисеп грамотипе наградӑларӗ. В.Н. Ижелеева Тав ҫырӑвӗ пачӗ.

Савӑнӑҫлӑмероприятире пурте «Спорт — норма жизни!» зарядкӑна тӑчӗҫ. Ҫак кунах ҫӗнӗ футбол уйӗнче спорт вӑййисем иртрӗҫ.

Ангелина ИНОХОДЦЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *