Ҫамрӑксене слет пӗрлештерчӗ

Ҫамрӑксене слет пӗрлештерчӗ

Чӑваш Республикинче яш-кӗрӗме аталанма тӗрлӗ майсем туса параҫҫӗ. Уйрӑмах ӗҫлекен ҫамрӑксем ҫине тимлӗх уйӑрни палӑрать. Ҫавӑн пекех вӗсене пултарулӑх енчен хавхалантарас, пӗр-пӗрин опычӗпе паллашас, ҫӗнӗ мелсемпе усӑ курса ӗҫлес тӗллевпе тӗрлӗ мероприятисем йӗркелеҫҫӗ.

Июнӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа июлӗн 2-мӗшӗччен Тӑвай округӗнче «Упа кӗтесӗ» кану базинче Чӑваш Енре ӗҫлекен ҫамрӑксем хушшинче туристсен слечӗ пулса иртнӗ. Ҫак хаваслӑ уява  100 яхӑн тӗрлӗ организацисенчи ӗҫлекен 18 ҫултан пуҫласа 35 ҫула ҫитичченхи ҫамрӑксем хутшӑннӑ. Пирӗн Комсомольски муниципаллӑ округпа  Н.Макарова — Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн ҫамрӑксемпе ӗҫлекен советникӗ, Е.Макарова — администрацин бухгалтерӗ, А.Ильина — администрацин ертсе пыракан бухгалтерӗ, К.Лукиянова — Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗн вӗрентекенӗ, М.Смирнова — хӑй тӗллӗн ӗҫлекен, Н.Мухина — «Ачалӑх навигаторӗ» проектӑн муниципаллӑ координаторӗ тивӗҫлӗ шайра паллаштарнӑ.

Туристсен слечӗн программи тӗрлӗ енлӗн пуян пулнӑ. Хастарсем ушкӑна «90-мӗш ҫулсенчи ачасем» ят панӑ. Вӗсем тӗрлӗ ӑмӑртусенче хутшӑнса малти вырӑнсем йышӑнма пултарнӑ. Малтанхи кун речевкӑпа девиз каласа ушкӑнпа паллаштармалла пулнӑ. Лагерь палаткине маттур хӗрсем 90-мӗш ҫулсенчи япаласемпе усӑ курса тӗлӗнмелле илемлӗ те интереслӗ хитрелетнӗ. Усӑ курнӑ хатӗрсемпе паллашнӑ вӑхӑтра чӑннипех ҫав ҫулсене лекнӗн туйӑннӑ.  Ҫак ӗҫе хакланӑ хыҫҫӑн пирӗн округ хӗрӗсем 1-мӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Ҫамрӑксем пултарулӑх номерне те  ҫӳлти шайра хатӗрлеме тӑрӑшнӑ. Ӑна вӗсем  Шупашкарти «Колосок» 78-мӗш ача садӗнче ӗҫлекенсемпе пӗрле йӗркеленӗ. «Звери» ушкӑнӑн «Все, что тебя касается» юррине шӑрантарса ташланӑ. Ку номинацире 3-мӗш вырӑна тухма пултарнӑ. Ҫамрӑксене туристсен ҫулӗ ҫинчи чӑрмавсене парӑнтарса тупӑшни те савӑнӑҫ кӳнӗ. Волейбол мечӗкӗпе ачаранах кашниех туслӑ пулни те ҫӗнтерӳшӗн кӗрешме  пулӑшнӑ. Ҫак вӑййа выляссипе те ӑмӑрту йӗркеленӗ.

Ҫавӑн пекех слета хутшӑннӑшӑн  ушкӑна Тав хучӗ парса чысланӑ. Ҫамрӑксем слетран хӑйсен умне лартнӑ тӗллевӗсене пурнӑҫласа, хавхаланса,  савӑнӑҫлӑ кӑмӑл-туйӑмпа таврӑннӑ. Хӗрсене малти вырӑнсене тивӗҫнӗшӗн саламлатпӑр, малашне те ӑнӑҫу сунатпӑр.

Анна Матросова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *