Ялти фельдшер

Ялти фельдшер

Людмила Чернова, хӗр чухнехи хушамачӗ Алексеева, Хирти Ӗнел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑтам пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн пике Свердловск облаҫӗнчи Нижний Тагил хулинче медучилищӗре пӗлӳ пухнӑ.

Дипломлӑ ҫамрӑк специалист 1985 ҫулта Комсомольски район больницинче хирурги уйрӑмӗнче медсестрара ӗҫлеме пикеннӗ. Чипер те сӑпай хӗре Йӑлмахва каччи Володя Чернов куҫ хывнӑ, Людмила хӑй те йӗкӗте килӗштернӗ. Пӗр-пӗрне савакансем 1987 ҫулта ҫемье ҫавӑрнӑ. Ҫамрӑк арӑм Йӑлмахвари фельдшерпа акушер пунктне ӗҫлеме куҫнӑ, унта 2003 ҫулчченех тӑрӑшнӑ. Фельдшерӑн тарӑн пӗлӗвӗ, вӑр-вар аллисем, ҫепӗҫ чӗлхи нумай ҫынна сыватма пулӑшнӑ. Аса илмелӗх те, мӑнаҫланмалӑх та пур. Ӑшӑ кӑмӑлӗпе тараватлӑхне кура, пулӑшу ыйтма килнӗ ҫынна нихӑҫан та каялла ҫавӑрса кӑларса яман. Кирек мӗнле ҫанталӑкра та, кӑнтӑрла-и, ҫӗрле-и, чирлӗ ҫын патне пӗрремӗш пулӑшу пама васканӑ.

Медсестра ӗҫӗ кӗтмен самантсемпе тулли, пурӑнан пурнӑҫра темӗн те пулать. Ача ҫуратма аптранӑ хӗрарӑмсене районти тӗп больницӑна ҫитернӗ, сӗрӗм тивнӗ, наркӑмӑшланнӑ ял ҫыннисене те вӑхӑтра медицина пулӑшӑвӗпе тивӗҫтернӗ, чӗннӗ ҫӗре яланах ҫийӗнчех ҫитме тӑрӑшнӑ. Асра юлнӑ самантсене Людмила Владимировна ӑшӑ кулӑпа аса илсе каласа парать. Вӑл вӑхӑтра инструментсене, шприцсене вӗретме тивнӗ. Ялта ҫулталӑка ҫитмен ача та нумай пулнӑ. Укол тутарма пыракансен шучӗ кунне 15—20 ҫынна та ҫитнӗ. Васкавлӑ пулӑшу чӗнсе медицина ӗҫченӗсене чӑрмантарма тӑрӑшман, ҫынна йывӑр пулсан ҫеҫ шӑнкӑравланӑ. Фельдшер профилактика ӗҫне хастар хутшӑннӑ, ватӑсен, ачасен сывлӑхне тӗрӗслесех тӑнӑ.

Мӑшӑрӗпе, Владимир Арсентьевичпа, яланах пӗр-пӗрне ӑнланса, хисеплесе, пулӑшса, шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ. Ялти хисеплӗ арҫын хресчен-фермер хуҫалӑхне йӗркелесе янӑ. Мӑшӑр виҫӗ хӗр ҫуратса ӳстернӗ, пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Ачисем ашшӗ-амӑшне хисепе хурса тав тӑваҫҫӗ, вӗсене пулӑшма яланах хатӗр.

Паянхи кун Людмила Владимировна тивӗҫлӗ канура, апла пулин те ҫывӑхра пурӑнакан ял ҫыннисем, кӳршӗ-аршӑ ун патне медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ чухне пыраҫҫӗ. Ҫирӗп кӑмӑллӑ та таса чунлӑ хӗрарӑма пурте хисеплеҫҫӗ, сума сӑваҫҫӗ.

Павел ЗАЙЦЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *