Публикации

Малтанхи пĕтĕмлетÿсем паллă

Малтанхи пĕтĕмлетÿсем паллă

Сентябрĕн 20-мĕшĕнче ирхине 8 сехетре Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕ РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсемпе брифинг ирттернĕ. Тĕп суйлав комиссийĕн регионти председателĕ Александр Цветков пĕлтернĕ тăрăх учас- токри суйлав комиссийĕсен протоколĕсенчен 98 процентне пăхса тухнă. Унăн сăмахĕ тăрăх вĕсемпе килĕшÿллĕн суйлав кампанийĕн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсене тума май пур. Çапла вара, малтанхи пĕтĕмлетÿсем çакăн пек: Канашри пĕр мандатлă 37-мĕш округпа РФ Патшалăх Думин хальхи депутачĕ Анатолий Аксаков 41,74 процент сасă пуçтарса çĕнтернĕ, Шупашкар пĕр мандатлă 38-мĕш округпа «Единая Россия» парти кандидачĕ Алла Салаева 39,89 процент сасă пуçтарса мала тухнă. РФ Патшалăх Думин депутачĕсен суйлавĕнче Чăваш Енре «Единая Россия» — 37,24

Аслисем те, çамрăксем те сасăларĕç

Район çыннисем РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавне хастар хутшăннă. Комсомольски 803-мĕш номерлĕ суйлав участокĕн комиссийĕ ватă тата çÿреймен çынсем патне çитсе сасăлав ирттернĕ. Чи малтан килте хăй сассине параканĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, 99 çулхи Р.П.Моисеев пулнă. «Çакăн пек паллă кунран айккинче юлма хăнăхман эпĕ. Раççей Федерацийĕн гражданинĕ пулнă май, суйлава хутшăнса вăл е ку кандидат пирки хамăн сасса пама тивĕçлĕ. Суйлавра халăх шухăш-кăмăлĕ палăрмалла. Çавăнпа та çĕршыв пĕлтерĕшлĕ çак обществăпа политикăлла мероприятирен пăрăнма юрамасть. Хамăн гражданла тивĕçе ĕмĕр тăршшĕпех туса пынă, малашне те çав тĕллевлĕ», — тенĕ Ревокат Прохорович. Нĕркеçре пурăнакан Роза Гурьевнăпа Викентий Иванович Герасимовсем алла-аллăн 60 çул ытла мăшăрлă п
Кишĕр кăларма пуçланă

Кишĕр кăларма пуçланă

«Комсомольские овощи» ОООра кишĕр кăларма пуçланă. Хуçалăх тымар çимĕçĕн «Сильвано» сортне 23 гектар çинче çитĕн-тернĕ. Ăна комбайнпа кăларнă çĕрте В.Владимиров механизатор тăрăшать. Маларах кунти ĕçченсем 120 гектар çинчен «иккĕмĕш çăкăра» пуçтарса кĕртнĕ. Хуçалăхра 20 гектар хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, 10 гектар купăста çитĕнтернĕ. Нумаях пулмасть «Слава картофелю» тата «Комсомольские овощи» агрофирмăсенчи ĕç-хĕлпе районти ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмĕн начальникĕ А.Селиванов паллашнă. Г.ЮРЬЕВ.  
Прививкăна саккун тăрăх ирĕксĕр тумаççĕ

Прививкăна саккун тăрăх ирĕксĕр тумаççĕ

2011 çулхи ноябрĕн 21-мĕшĕнче йышăннă 323 №-лĕ Федераллă саккунăн 19 статйин 5 пайĕпе килĕшÿллĕн пациентăн медицина хутшăнăвне хирĕçлеме ирĕк пур. 1998 çулхи сентябрĕн 17-мĕшĕнче йышăннă 157 №-лĕ «Инфекци чирĕсен иммунопрофилактикине ирттересси çинчен» Федераллă саккунăн 5 статйин 1 пайĕпе килĕшÿллĕн граждансем профилактика прививкисене хирĕçлеме пултараççĕ. Çак саккунăн 11 статйин 2 пайĕнче çул çитменнисене прививка тума вĕсен ашшĕ-амăшĕ е саккунлă представителĕ ирĕк памаллине çырса пĕлтернĕ. Çапла вара ачана профилактика прививки тăвассине ашшĕ-амăшĕсем татса параççĕ. Прививкăна, саккун тăрăх, ирĕксĕр тума юрамасть. Çак йĕркене инфекци чирĕсем массăллă аталаннă е эпидеми пулас хăрушлăх сиксе тухнă чухне çеç пăхăнмаççĕ. Прививка ан туччăр тесен çакна çырса пĕлтермелле. 2001 çулхи июнĕн 1
Камсене дактилоскопи витĕр кăлараççĕ?

Камсене дактилоскопи витĕр кăлараççĕ?

Мĕнле тĕслĕхсенче полици ĕçченĕсем гражданина патшалăх дактилоскопи регистрацийĕ витĕр кăларма пултараççĕ? Преступлени тунă тата административлă майпа йĕркене пăснă çынсене пурне те çак процедура витĕр кăлармалла-и? 2011 çулхи февралĕн 7-мĕшĕнче йышăннă 3-ФЗ №-лĕ «Полици çинчен» Федераллă саккунăн 13 статйин 1 пайĕн 19 пункчĕпе килĕшÿллĕн полици ĕçченĕсем преступлени тунă тесе тытса чарнă, тытса хупнă, преступлени тунинче айăпланакан, административлă арест айне лекнĕ граждансене тата ытти тытса чарнă хушăра вĕсем камне палăртма май килмен çынсене дактилоскопировани витĕр кăларма пултараççĕ. Патшалăх дактилоскопировани регистрацийĕ урлă РФ, ют çĕршыв гражданĕсем тата гражданствăсăр çынсем кам пулнине палăртаççĕ, преступленисене тĕпчеççĕ тата асăрхаттараççĕ, административлă майпа йĕркене п
Çĕрпе пĕлсе усă курмалла

Çĕрпе пĕлсе усă курмалла

Ял хуçалăх тĕллевĕллĕ çĕр лаптăкĕсемпе кирлĕ тĕллевпе усă курманнине тата вĕсемпе Раççей Федерацийĕн саккунĕсене пăсса усă курнине мĕн тăрăх палăртаççĕ; Раççей Федерацийĕн Правительствин 2020 çулхи сентябрĕн 18-мĕшĕнче йышăннă 1482 №-лĕ постановленийĕ тăрăх, енчен те çĕр лаптăкĕн 50 е ытларах проценчĕ çумкурăкпа тата /е/ йывăç-тĕмпе /улма-çырла паракан йывăç-тĕмсемсĕр пуçне/, 15 е ытларах сантиметр тăршшĕ çеремпе /выльăха çÿретмелли лаптăксемсĕр пуçне/ витĕннĕ пулсан, çĕр юхăнса пырать пулсан, ял хуçалăх тĕллевĕллĕ çĕр лаптăкĕсемпе кирлĕ тĕллевпе усă курманнине палăртаççĕ. Çавăн пекех çĕр лаптăкĕн ытти пайĕнче ял хуçалăх ĕçĕсем ирттерменни е çак ĕçсене участокăн 25 процентĕнчен те сахалрах лаптăк çинче çеç ирттерни çине те пăхаççĕ. Ял хуçалăх тĕллевĕллĕ çĕр участокĕпе Раççей Федерацийĕн
Ыйту – хурав

Ыйту – хурав

Мĕнле тĕслĕхсенче судпа айăпланнă çын юсанмалли ĕçсене пурнăçлассинчен сĕмсĕррĕн пăрăнать тесе йышăнаççĕ? Т.ИВАНОВА. Ыйту çине районти прокурор çумĕ Р.Р.Купкенов хуравлать: — РФ Уголовлă-исполнительлĕ Кодексĕн 46 статйипе килĕшÿллĕн суд урлă юсанмалли ĕçсене янă çын уголовлă-исполнительлĕ инспекцин предписанине илнĕ хыççăн 5 кун хушшинче уяма тивĕçлĕ сăлтавсăр ĕçе тухманни, уголовлă-исполнительлĕ инспекцие пыманни, ĕçе пыманни е ÿсĕрле пыни, юсанмалли ĕçсен йĕркине тата условийĕсене пăсни шутланать. Кун пек чухне уголовлă-исполнительлĕ инспекци юсанмалли ĕçсене урăх наказанипе улăштарасси çинчен çырса пĕлтерме, çавăн пекех айăпланнă çынна уголовлă-исполнительлĕ инспекцие уйăхра икĕ хутчен килсе çÿреттерме пултарать. Енчен те çакăн пек йĕркене пăснисемшĕн маларах предписани илнĕ айăплан
Тĕрĕслев – суд йышăнăвĕпе

Тĕрĕслев – суд йышăнăвĕпе

Хирĕçленине пăхмасăрах следователь пурăнакан вырăна тĕрĕслеме пултарать-и? РФ Уголовлă-процессуаллă Кодексĕн 12 статйин 1 пайĕпе килĕшÿллĕн çурт-йĕре унта пурăнакансем хирĕçлемесен е çакăн çинчен калакан суд йышăнăвĕ пур пулсан çеç тĕрĕслеме юрать. Тĕпчеве пикениччен унта пурăнаканăн çырса хăй хирĕç маррине пĕлтермелле. Енчен те çын çакна тума килĕшмесен, следователь следстви органĕн ертÿçинчен ирĕк илсе е дознаватель прокурортан ирĕк илсе следстви ĕçĕ ирттерекен вырăнти районти суд умĕнче следстви ĕçĕ ирттересси çинчен ходатайство тăратаççĕ. Суд 24 сехет хушшинче çурт-йĕрте тĕпчев ирттермеллине е ирттерме юраманнине документсемпе çирĕплетсе постановлени кăларать. Анчах та хăш-пĕр тĕслĕхсенче малтанхи тĕпчеве ирттерекен органсен пĕр талăк кĕтме вăхăт çук. Тĕслĕхрен, преступлени пулса ирт
Конкурс çĕнтерÿçисем паллă

Конкурс çĕнтерÿçисем паллă

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ тĕлне районти çырав уйрăмĕ тата «Каçал ен» хаçат редакцийĕ «Çырав тĕлне — конкурс» йĕркелерĕмĕр. Хаçат номерĕсенче вулакансене ыйтусем çине хуравлама ыйтрăмăр. Халăх çыравĕ пирки эпир мĕн пĕлетпĕр-ха? Вăл хăçан иртет? Хаçатпа туслă вĕренекенсем ыйтусем çине тулли тата тĕрĕс хуравсем пани вара уйрăмах савăнтарчĕ. Чи малтан хуравсене çитернĕ шкул ачисене сентябрĕн 17-мĕшĕнче «Каçал ен» хаçат редакцийĕнче чысларăмăр. Çĕнтерÿçĕсем Тав хучĕсене тата парнесене тивĕçрĕç. Халăх çыравĕпе районта ĕçлекен Надежда Александрова ачасене малашне те конкурссенче хастар, вĕренÿре маттур пулма сунса парнесемпе чысларĕ. Камсем-ха çĕнтерÿçĕсем? Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекен Анастасия Галзанова, Варвара Тихонова тата Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухакан Ева
Кадетсем палăрнă

Кадетсем палăрнă

Нумаях пулмасть Çĕмĕрле хулинче кадетсен тата çарпа патриотизм пĕрлешĕвĕсен Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 76 çул çитнине халалланă «Çĕнтерÿ салючĕ» смотр-конкурса пĕтĕмлетнĕ. Мероприятие Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви, Чăваш Енрен тухнă офицерсен «Сыны Отечества» юлташлăх, çарпа патриотизм воспитанийĕн «Авангард» вĕренÿпе методика центрĕ йĕркеленĕ. Асăннă конкурс кăçал дистанци формачĕпе иртнĕ. Сентябрь уйăхĕнче кĕçĕн ÿсĕмри кадет класĕсем хушшинче Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн «Çамрăк патриотсем» ушкăнĕ /5 «к» класс/ 1-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Вăтам ÿсĕмри кадет класĕсем хушшинче Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн «Патриотсем» ушкăнĕ /8 «к» класс/ 1-мĕш вырăна тухса палăрнă. Çĕнтерÿçĕсене Дипломсем, медальсем тата асăнмалăх парнесем парса чысланă. Ма