Воскресенье, 19 мая

Камсене дактилоскопи витĕр кăлараççĕ?

Камсене дактилоскопи витĕр кăлараççĕ?

Мĕнле тĕслĕхсенче полици ĕçченĕсем гражданина патшалăх дактилоскопи регистрацийĕ витĕр кăларма пултараççĕ? Преступлени тунă тата административлă майпа йĕркене пăснă çынсене пурне те çак процедура витĕр кăлармалла-и?
2011 çулхи февралĕн 7-мĕшĕнче йышăннă 3-ФЗ №-лĕ «Полици çинчен» Федераллă саккунăн 13 статйин 1 пайĕн 19 пункчĕпе килĕшÿллĕн полици ĕçченĕсем преступлени тунă тесе тытса чарнă, тытса хупнă, преступлени тунинче айăпланакан, административлă арест айне лекнĕ граждансене тата ытти тытса чарнă хушăра вĕсем камне палăртма май килмен çынсене дактилоскопировани витĕр кăларма пултараççĕ.
Патшалăх дактилоскопировани регистрацийĕ урлă РФ, ют çĕршыв гражданĕсем тата гражданствăсăр çынсем кам пулнине палăртаççĕ, преступленисене тĕпчеççĕ тата асăрхаттараççĕ, административлă майпа йĕркене пăснисене тупса палăртаççĕ, преступлени тунă тесе шутлакан çынсене шута илеççĕ. Çак даннăйсем уçса паман преступленисене тĕпчеме, тарнă преступниксене шырама, вилесене кам пулнине палăртма пулăшаççĕ.
Патшалăх дактилоскопировани регистрацийĕ обязательнăй йĕркепе тата хăй ирĕкĕпе пурнăçланать. 128-ФЗ №-лĕ «Раççей Федерацийĕнчи патшалăх дактилоскопировани регистрацийĕ çинчен» Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн преступлени тунă тесе шутланакан, айăпланакан, суд айне тăнă, административлă арест айне лекнĕ, административлă майпа йĕркене пăснă РФ гражданĕсене, ют çĕршыв гражданĕсене тата гражданствăсăр çынсене, енчен те вĕсем кам пулнине урăхла майпа палăртма май килмесен, обязательнăй йĕркепе дактилоскопи витĕр кăлараççĕ. Çавăн пекех РФ гражданĕсем, ют çĕршыв гражданĕсем тата гражданствăсăр çынсем çакăн çинчен çырса пĕлтерсе хăйсен ирĕкĕпе дактилоскопи витĕр тухма пултараççĕ.
Çапла вара саккунпа килĕшÿллĕн административлă майпа йĕркене пăснă граждансене пурне те дактилоскопи витĕр кăлармалла текен йĕрке çук. Çакна çын кам пулнине урăх мелпе палăртма май килмесен çеç пурнăçлаççĕ. Çав вăхăтрах преступлени тунă тесе шутланакан, айăпланакан, преступлени тунăшăн суд айне тăнă РФ гражданĕсене, ют çĕршыв гражданĕсене тата гражданствăсăр çынсене обязательнăй йĕркепе дактилоскопи витĕр кăлараççĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *