Воскресенье, 19 мая

Çĕрпе пĕлсе усă курмалла

Çĕрпе пĕлсе усă курмалла

Ял хуçалăх тĕллевĕллĕ çĕр лаптăкĕсемпе кирлĕ тĕллевпе усă курманнине тата вĕсемпе Раççей Федерацийĕн саккунĕсене пăсса усă курнине мĕн тăрăх палăртаççĕ;
Раççей Федерацийĕн Правительствин 2020 çулхи сентябрĕн 18-мĕшĕнче йышăннă 1482 №-лĕ постановленийĕ тăрăх, енчен те çĕр лаптăкĕн 50 е ытларах проценчĕ çумкурăкпа тата /е/ йывăç-тĕмпе /улма-çырла паракан йывăç-тĕмсемсĕр пуçне/, 15 е ытларах сантиметр тăршшĕ çеремпе /выльăха çÿретмелли лаптăксемсĕр пуçне/ витĕннĕ пулсан, çĕр юхăнса пырать пулсан, ял хуçалăх тĕллевĕллĕ çĕр лаптăкĕсемпе кирлĕ тĕллевпе усă курманнине палăртаççĕ. Çавăн пекех çĕр лаптăкĕн ытти пайĕнче ял хуçалăх ĕçĕсем ирттерменни е çак ĕçсене участокăн 25 процентĕнчен те сахалрах лаптăк çинче çеç ирттерни çине те пăхаççĕ.
Ял хуçалăх тĕллевĕллĕ çĕр участокĕпе Раççей Федерацийĕн саккунĕсене пăсса усă курнине вара çак паллăсем тăрăх çирĕплетеççĕ: çĕр участокĕнче çын хăй ирĕккĕн çурт е хуралтă туса лартни? çĕр участокне РФ саккунĕсем тăрăх I тата II хăрушлăх класне кĕртнĕ хими япалисемпе, çав шутра радиоактивлă япаласемпе, производство каяшĕсемпе варалани? ял хуçалăх ĕçĕпе çыхăнман ытти ăпăр-тапăрсемпе участокăн 20 е ытларах процент лаптăкне пăрахса тултарни; ял хуçалăх культурисем акнă лаптăкра питĕ нумай çумкурăк ашкăрса ларни.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *