Воскресенье, 19 мая

Аслисем те, çамрăксем те сасăларĕç

Район çыннисем РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавне хастар хутшăннă.
Комсомольски 803-мĕш номерлĕ суйлав участокĕн комиссийĕ ватă тата çÿреймен çынсем патне çитсе сасăлав ирттернĕ. Чи малтан килте хăй сассине параканĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, 99 çулхи Р.П.Моисеев пулнă. «Çакăн пек паллă кунран айккинче юлма хăнăхман эпĕ. Раççей Федерацийĕн гражданинĕ пулнă май, суйлава хутшăнса вăл е ку кандидат пирки хамăн сасса пама тивĕçлĕ. Суйлавра халăх шухăш-кăмăлĕ палăрмалла. Çавăнпа та çĕршыв пĕлтерĕшлĕ çак обществăпа политикăлла мероприятирен пăрăнма юрамасть. Хамăн гражданла тивĕçе ĕмĕр тăршшĕпех туса пынă, малашне те çав тĕллевлĕ», — тенĕ Ревокат Прохорович.
Нĕркеçре пурăнакан Роза Гурьевнăпа Викентий Иванович Герасимовсем алла-аллăн 60 çул ытла мăшăрлă пурăнаççĕ. Суйлав кунĕнче те вĕсем участока чи малтан килекенсенчен пĕрисем пулчĕç.
— Мăшăрпа эпир пĕр суйлавран та юлман. Çĕршыв, республика шăпи мĕнле пуласси камсем депутат пулнинчен нумай килнине ăнланатпăр. Çавăнпа кашни суйлаврах суйлав участокне çитсе сасăлатпăр, — пĕлтернĕ ветерансем.
Суйлава çемйисемпех килекенсем те чылайăн пулнă. «Тăван çĕршыв, республика пурнăçне хутшăнни — кашниншĕн пĕлтерĕшлĕ утăм пулмалла», — палăртнă суйлав участокне çитнĕ Комсомольскинчи Гелияпа Ильнар Хисамовсем тата вĕсен ывăлĕ.
826-мĕш Аслă Чурачăк суйлав участокĕнче пурăнакансен 81 проценчĕ суйлава хутшăннă. Женя Тарасова, Саша Морозов, Алексей Мельников кăçал пĕрремĕш хут сасăланă.
Ю.ГАВРИЛОВ хатĕрленĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *