Воскресенье, 19 мая

Публикации

Букет вырăнне — вăрман

Букет вырăнне — вăрман

Вĕрентекенсен кунĕнче ачасем юратнă учителĕсене чечек çыххисем парнелеççĕ. Хулара хаклă букетсем туянаççĕ. Чечексем хăвăрт шанаççĕ, асра нимĕнех те юлмасть. ЭКА юхăмăн директорĕ Е.Горохова ачасене «Букет вырăнне — вăрман» акцие хутшăнма чĕнет. Хăвăр килĕштерекен вĕрентекен валли кашни пĕрер йывăç лартсан та пĕчĕк вăрман пулать. ЭКА юхăмăн «Вăрман ларт» проекчĕ 2015 çултанпа ĕçлет. 6 çул хушшинче 42 регионти волонтерсем 1,5 миллион тĕп йывăç лартнă. Ял ачисен те ку пархатарлă ĕçе хутшăнма май пур. Ю.МИХАЙЛОВ хатĕрленĕ.  
Конкурса хутшăнать

Конкурса хутшăнать

Август уйăхĕнче «Кооператор» ООО Пĕтĕм Раççейри «Турист сувенирĕ» конкурса хутшăнма заявка панăччĕ. Атăлçи федераллă округри тапхăра 12 регионти 453 издели хутшăннă. Пермь крайĕнчи, Самара, Саратов, Ульяновск, Чулхула, Киров, Пенза облаçĕсенчи, Пушкăртстан, Мордва, Тутарстан, Удмурт тата Чăваш республикисенчи предприятисем хăйсем туса кăларнă продукцие тăратнă. Сувенирсем номинацире пирĕн районти «Кооператор» ООО хатĕрленĕ «Яблочный» сĕткен те пур. Экспертсем ăна финалти выставкăра хаклĕç. Çĕнтерÿçĕсем ытти регионсенче палăрнисемпе пĕрле Пĕтĕм Раççейри конкурсăн финалĕнче тупăшĕç.  
«Коронавируса пĕрле чарар»

«Коронавируса пĕрле чарар»

Çак ятпа регион Пуçлăхĕ О.Николаев сентябрĕн 28-мĕшĕнче Чăваш наци телекуравĕнче «тÿрĕ лини» ирттернĕ. Унта ЧР Пуçлăхĕ республикăра коронавирус енĕпе лару-тăру кăткăс пулнине палăртнă. Кунсерен чирлĕ 80 çынна тупса палăртаççĕ. Больницăсенчи койкăсен 30 ытла процентне коронавирусран сиплев тĕлĕшпе усă кураççĕ. Васкавлă пулăшăвăн больници тепĕр хут ковид-госпиталь пек ĕçлеме пуçланă. Стационарсенче сипленекен 2900 ытла çынран 95 проценчĕ прививка туман. Республикăра вакцина çителĕклĕ, анчах та халăх унпа усă курма васкамасть. Вакцинаци туни çак хăрушă чиртен сыхланмалли пĕртен-пĕр çул пулнине ăнланмаççĕ-ха. Тÿрĕ лини вăхăтĕнче çынсен ыйтăвĕсене хуравланă май Олег Николаев «Чăваш Республикин территорийĕнче халăхăн санитарипе эпидемиологи ăнăçлăхне сыхламалли мерăсем çинчен» Указне улшăнусем

Район карттине тĕрленĕ

Тăманлă Выçли ялĕнче пурăнакан Елена Николаевна Сорокина тĕрлĕ енлĕ пултаруллă çын. Вăл ялти культура çуртĕнче культорганизатор пулса тăрăшнипе пĕрлех тĕрлеме те юратать. Хăйĕн ĕçĕсемпе Е.Сорокина пĕрре мар район çыннисене паллаштарнă. Хальхинче вара вăл хамăр район территорийĕнчи ял тăрăхĕсен чиккисене кăтартса пир çине тĕрленĕ. 12 ял тăрăхĕ — кашни уйрăм тĕс. Картта варринче район гербне тĕрлесе вырнаçтарнă. «Ылтăн алăллă» тĕрĕçĕн ăсталăхĕнчен тĕлĕнмелли пурах.

Садра ĕçлени кăмăл-туйăма çĕклет

Шăрăх çу кунĕсем иртнине сиссе те ĕлкĕреймерĕмĕр. Хирти, пахчари ĕçсене пуçтарса пĕтерме васкатакан ăмăр кĕркунне çитрĕ. Тÿпери хĕвел çуллахи пек хĕртмест, каçсерен урамра сивĕтет, ытларах чухне çиллĕ, çумăрлă çанталăк тăрать. Хирти Мăнтăрта пурăнакан Альбинăпа Иван Гавриловсен чаплă та пуян пахчи çинчен маларахах илтнĕ-ха. Кайса курма вара хальтерех çеç май пулчĕ. Мăшăр Шупашкар хулинче троллейбус водителĕнче тăрăшса тивĕçлĕ канăва кайнă. Яла килсен сад ĕçĕпе «чирлемеллипех чирленĕ». Паллах, çак кăсăкланура сĕнÿ-канаш паракан опытлă сад ăстин, Муркаш районĕнче Хорнуй ялĕнче пурăнакан Александр Ванюшкинăн тÿпи пысăк. Вăл Альбина Михайловнăн куккăшĕ пулать. Шăпах вăл Гавриловсене сад ĕçĕнче пĕрремĕш утăмсем тума пулăшнă. Мăшăра сĕнÿ-канашпа та, тĕрлĕ калча-хунавпа тивĕçтерсе пулăшать, хав
Уй-хирте

Уй-хирте

Çанталăк çумăрлă тăни çĕр ĕçченĕсене уй-хир ĕçĕсене пуçтарма чылай чăрмантарать. Юлашки эрнере пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем тĕпрен илсен çĕртме тунă çĕрте ĕçленĕ. Сентябрĕн 23-мĕшĕ тĕлне 8019 гектар сухаланă. Çак ĕçе пур хуçалăхра та тенĕ пекех пуçăннă. Районĕпе 541 гектар çĕрулми, 9 гектар кишĕр кăларни паллă. Çанталăк улшăнсанах уй-хир ĕçĕсем малалла пырĕç.  

Чир лăпланмасть-ха

Республикăра коронавирус енĕпе лару-тăру çăмăлах мар, больницăна лекекенсен йышĕ те чакмасть. Çавăнпа ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев вакцинациленекенсен шутне ÿстерме, ковидран сыхланма цифра сервисĕсене хута ярса хастартарах усă курма сĕннĕ. Малашне апатлану вырăнĕсене, культура, спорт учрежденийĕсене тата халăх йышлă пухăнакан  ытти  мероприятисене  QR-кодпа  çеç  кĕртĕç.  Цифра министерстви коронавирусран вакцинациленĕ çынсем валли мобильлĕ сарăм /приложение/ е сервис хута яма сĕннĕ. Унта ятарлă сертификатпа бонус балĕсем пулĕç. Вĕсемпе тĕрлĕ учреждение кайнă чухне усă курма тивĕ. Республикăра халăха прививка тăвас ĕç малалла пырать. Чăваш Енре вакцинацин 56 пункчĕ, 13 мобильлĕ пункт ĕçлет. 58 мобильлĕ бригада пациентсене прививка тума çула тухать. Республикăри

Пушар сÿнтерекенсем – иккĕмĕш

Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ пушарниксен обществин республикăри уйрăмĕн тĕп офисĕнче «Чи лайăх ирĕклĕ пушар хăрушсăрлăхĕн команди» тата «Чи лайăх ирĕклĕ пушар сÿнтерекен» смотр-конкурссене пĕтĕмлетнĕ. Коронавируса пула кăçал ăна куçăмсăр майпа ирттернĕ. Республикăри тĕрлĕ районсенчен конкурса хутшăнма 10 заявка пулнă. «Чи лайăх ирĕклĕ пушар команди» конкурсра районти Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи ирĕклĕ пушар сÿнтерекенсен команди 2-мĕш вырăн йышăннă. Унсăр пуçне «Чи лайăх ирĕклĕ пушар сÿнтерекен» смотр-конкурсра Нĕркеçре пурăнакан Николай Яковлев иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Каласа хăвармалла, уйрăмах патшалăх пушар чаçĕсенчен инçетре вырнаçнă ялсенче вут-çулăмпа кĕрешнĕ чухне ирĕклĕ пушар хăрушсăрлăх командисем пурри пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем пушар тухнă вырăна чи малтан çитеççĕ. /ХАМĂР ИНФ./.  

Конкурсра палăрнă

Чăваш Республикин юстици енĕпе ĕçлекен патшалăх служби ЧР Шалти ĕçсен министерствипе пĕрле «Чи лайăх халăх дружинникĕ» конкурс ирттернĕ. Унта муниципаллă районсемпе хуласен округĕсенчи пултаруллă 15 халăх дружинникĕ хутшăннă. Пирĕн район чысне О.И.Матроскина хÿтĕленĕ, конкурсра хăйне пур енĕпе те лайăх енчен кăтартнă. Районта дружина 2015 çултанпа ĕçлет. Вĕсем обществăлла йĕркелĕхе хÿтĕлес енĕпе пĕлтерĕшлĕ ĕç тăваççĕ. «Ольга Иосифовна пур енĕпе те хастар, спортпа туслă», — пĕлтерчĕ халăх дружинин начальникĕ М.А.Илларионова. О.И.Матроскинана малашне те ăнăçу сунар. Г.ЮРЬЕВ.  
Ветерансем – виççĕмĕш

Ветерансем – виççĕмĕш

Нумаях пулмасть аслă ăрури çынсем «Спортивное долголетие» спартакиадăн наградисемшĕн тупăшнă. «Хастар» ФСКра иртнĕ ăмăртусене республикăри 16 муниципалитет спортсменĕсем хутшăннă. Çак йышра районти спорт ветеранĕсем те пулнă. 200 метр чупса Кĕçĕн Çĕрпÿелĕнчи вăтам шкул вĕрентекенĕ Р.В.Сапожникова иккĕмĕш вырăн йышăннă. Хутăш эстафетăра Валерий Федорович Волков, Анатолий Клементьевич Давыдов, Владимир Михайлович Гаврилов, Татьяна Ивановна Волкова, Галина Михайловна Гаврилова, Тамара Анатольевна Перепелкина, Раиса Витальевна Сапожникова район чысне хÿтĕленĕ. Вĕсем хĕрÿ тупăшра 3-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Çырава хутшăнмалла Пĕлетпĕр ĕнтĕ, кăçалхи октябрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 14-мĕшĕччен Раççейре халăх çыравĕ иртет. Унта виçĕ майпа хутшăнма пулать. Октябрĕн 15-мĕшĕнчен ноябрĕн 8-мĕшĕчч