Воскресенье, 19 мая

Прививкăна саккун тăрăх ирĕксĕр тумаççĕ

Прививкăна саккун тăрăх ирĕксĕр тумаççĕ

2011 çулхи ноябрĕн 21-мĕшĕнче йышăннă 323 №-лĕ Федераллă саккунăн 19 статйин 5 пайĕпе килĕшÿллĕн пациентăн медицина хутшăнăвне хирĕçлеме ирĕк пур. 1998 çулхи сентябрĕн 17-мĕшĕнче йышăннă 157 №-лĕ «Инфекци чирĕсен иммунопрофилактикине ирттересси çинчен» Федераллă саккунăн 5 статйин 1 пайĕпе килĕшÿллĕн граждансем профилактика прививкисене хирĕçлеме пултараççĕ. Çак саккунăн 11 статйин 2 пайĕнче çул çитменнисене прививка тума вĕсен ашшĕ-амăшĕ е саккунлă представителĕ ирĕк памаллине çырса пĕлтернĕ. Çапла вара ачана профилактика прививки тăвассине ашшĕ-амăшĕсем татса параççĕ. Прививкăна, саккун тăрăх, ирĕксĕр тума юрамасть. Çак йĕркене инфекци чирĕсем массăллă аталаннă е эпидеми пулас хăрушлăх сиксе тухнă чухне çеç пăхăнмаççĕ. Прививка ан туччăр тесен çакна çырса пĕлтермелле.
2001 çулхи июнĕн 18-мĕшĕнче йышăннă 77-ФЗ №-лĕ «Раççей Федерацийĕнче туберкулез сарăлассинчен асăрхаттарасси çинчен» Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн туберкулеза хирĕç пулăшăва гражданин çакăнпа килĕшсен çеç пама юрать. СП 3.1.2.3114-13 «Туберкулез профилактики» санитарипе эпидемиологи правилисенче çырса çирĕплетнĕ чару мерисем туберкулезпа чирлĕ пулма пултаракан ачасене çеç пырса тивеççĕ. Çак правилăсенче туберкулинодиагностика ирттермен ачасене врач-фтизиатр чир çукки çинчен пĕтĕмлетÿ тусан ача садне яма юранине çирĕплетнĕ.
Çапла вара, енчен те ача туберкулезпа чирлĕ çынпа хутшăнман пулсан, унăн ашшĕ- амăшĕсем е урăх саккунлă представителĕсем туберкулинодиагностикăна хирĕçлеме пултараççĕ. Анчах та вĕсен ачана ача садне яма врач-фтизиатр патĕнче ача туберкулезпа чирлĕ марри çинчен калакан справка илмелле.
Р.КУПКЕНОВ,
прокурор çумĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *