Общество

Халăхпа пурăнакан халсăр мар

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçченĕсен кунне халалласа  районти культура çуртĕнче савăнăçлă уяв иртнĕ. Малтанах пуçтарăннисене районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ, район пуçлăхĕ Ремис Мансуров саламланă, малашнехи ĕçре ăнăçусем суннă. Вырăнти хăй тытăмлăх ĕçĕнче тăрăшакансем районăн социаллă-экономикăлла  аталанăвĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине, вĕсем халăхпа тачă çыхăнса ĕçленине палăртнă. Салам сăмахĕсемпех район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов та пухăннисем  умне тухнă. Çынсем хăйсен умĕнчи çивĕч ыйтусемпе чи малтанах вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене çитнине, унта вăй хуракансем вĕсене татса парас тесе çине тăнине çирĕплетнĕ. Хастар ĕçшĕн Владимр Акчурин, Елена Атласкина, Ольга Васильева, Алевтина Казакова, Валентина Кошкина, Наталия Чернова Чăваш Ре

Вутра та çунман, шывра та путман

Елена Митрофановна Леонтьева нумаях пулмасть 90 çул тултарчĕ. 9 теçетке çул пурăнакан ватă пурнăçра пуçа усма хăнăхман. Терт-нушине чылай курнăскер çирĕп кăмăллă. Еля аппа ачалăхне аса илес пулсассăн, куççулленмесĕр чăтма çук. Патăрьел районĕнчи Чăваш Ишек ялĕнче çуралнă хĕр  5 çултах  амăшĕсĕр тăрса юлнă. Ашшĕ те Аслă Отечественнăй вăрçăран таврăнман. Мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ӳснĕ хĕр,  шкулта 3 класс çеç вĕреннĕ. Урăх пĕлӳ илме май пулман.  Хĕр чылай çул чăх ферминче ĕçленĕ. Пурнăç çулĕ ăна  Йĕпреç районне те илсе çитернĕ, унта вăл  колхоз валли мунчала сӳме кайнине каласа парать. Улатăр тăрăхĕнче вăрмантан илсе тухнă пĕренесене вакун çине чылай тиенĕ, унтан аманса  больницăра  сипленме те тивнĕ.  «Пĕр ĕçрен те пăрăнман, яланах тăрăшнă, ĕçре
Таврара пулсан тасалăх – хамăршăнах лайăх

Таврара пулсан тасалăх – хамăршăнах лайăх

Çуркунне çитрĕ. Юр ирĕлнĕ хыççăн унта та кунта тасамарлăх, çӳп-çап çиеле тухрĕ. Урамсенче, автоçул, тротуар  айккисенче çӳп-çап, бутылка, пакет, хут выртнине кашниех асăрхатпăр ĕнтĕ. Çавăнпа та тавралăха тирпей-илем кӳресчĕ, хамăра утса çӳреме кăмăллăрах пултăр.   Вĕсене тасатма çулсерен субботниксем ирттересси йăлана кĕнĕ те. Çавăнпа та пирĕн районта пурăнакансем тавралăха тирпей-илем кĕртес ĕçе çак кунсенче пикенессе шанатпăр.  Предприятисемпе организаци ĕçченĕсем, уйрăм çынсем  те çывăх вăхăтра субботник ирттерсе  таврари территорие тасатма тухаççех. Пурăнакан, ĕçлекен, куллен утса çӳрекен вырăн таса та тирпейлĕ пулни хамăршăнах лайăх ĕнтĕ. Анчах та хамăр ум илемлĕ пултăр та ытти-хытти тарама текенсем те тупăнаççĕ.  Çӳп-çапа çывăхри çырма-çатрана, вăрмана
Шутланине пурнăçламалла, çитменлĕхсене пĕтермелле

Шутланине пурнăçламалла, çитменлĕхсене пĕтермелле

Ял çыннисен ыйтусем нумай. Вĕсене ял тăрăхĕн администрацийĕнче йышăну вăхăчĕсенче те чылай сӳтсе явнă. Маларах çулсенче хуçасăр йытăсем, хăрнă е тавралăха илемсĕрлетекен йывăçсене касасси пирки ытларах калаçатчĕç, юлашки вăхăтра район центрĕнчи нумай хутлă çуртсенче юсав ĕçĕсем ирттересси пирки час-часах килеççĕ. Тӳрех çак шухăшсене палăртса хăйĕн отчетне пуçларĕ Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.А.Илларионова районти культура çуртĕнче иртнĕ граждансен пухăвĕнче. Юсав ĕçĕсем тумалла-ха, анчах та нумай хутлă çуртсенче пурăнакансен хăйсен те тăрăшни кирлĕ. Çак тĕллевпе пуçтаракан укçа-тенке пур çуртсенче те пĕр пек пуçтарманни пăшăрхантарать. Хăш-пĕр çĕрте кирлĕ виçен 30—40 процентне çеç пухайнă, тепĕр çĕрте тӳлев  90 процент е ытларах та. Мĕншĕн çапла пулса тухать? Район центрĕнче пурă

Сăмах илемне туйма вĕрентнĕ

«Тăван чĕлхене юратмалла, ăна хисеплемелле, унăн илемне туйса мухтанмалла», — тетчĕ Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине чылай çул вĕрентнĕ Ольга Ивановна Иванова (Сергеева). Кашни уроках тĕплĕн хатĕрленсе килетчĕ вăл, вĕсене интереслĕрех ирттерме тăрăшатчĕ. Кама мĕнле те, ман асра чăваш чĕлхипе литературин кабинетĕнче çакăнса тăракан плакат çинче çырнă «Чăваш халăхĕн çĕр-пин сăмах, çĕр-пин юрă, çĕр-пин тĕрĕ» текен сăмахсем ĕмĕрлĕхех асра юлнă. Мĕн тери пуян иккен пирĕн халăх! Укçа-тенкĕпе, мул-пурлăхпа мар, чĕлхе, йăла-йĕрке еткерлĕхĕпе эпир чăннипех те мухтанма пултаратпăр. Шел, ĕмĕрсем иртнĕçем чылай эткерлĕх çухалнă, пирĕн ăрăва çити упраннă пуянлăха та хакламасăр манăçа хăварса пыратпăр. Çакăн пирки питĕ пăшăрханатчĕ вăл. Кăçал хисеплĕ вĕрентекенĕмĕр 80 çул тултарчĕ

Хавхалану пулсан ĕç ăнать

Тин çеç шурă юр айĕнче тĕлĕрсе выртнă хирсем хура тĕспе витĕнчĕç. Çавăн пекех çĕр те хăвăрт пиçсе çитсе механизаторсене ĕçе йыхравлĕ. Районти ял хуçалăх предприятийĕсенчен ытларахăшĕнче техника тĕрĕслев витĕр тухрĕ. «Труд» ял хуçалăх кооперативĕнче техника ĕмĕрне вăрăмлатас, вĕсене çулталăк тăршшĕпех тухăçлă ĕçлеттерес тĕлĕшпе чылай тăрăшаççĕ. Кăçалхи тĕрĕслеве тăратнă пур трактор та юсавлă пулни палăрчĕ. Çапах та хăш-пĕрисем çинче вак-тĕвек кăлтăксем тупăнкаларĕç. Вĕсене механизаторсем çийĕнчех вырăнта тӳрлетме тăрăшрĕç.  Ĕç вăхăтĕнче пĕрре пăхсан пысăках та мар çитменлĕх те чăрмав кăларса тăратма пултарать çеç мар инкек патне те илсе çитерет. Юсавлăх енĕпе пур енчен те тивĕçтерекен трактор çеç ĕç тухăçлăхне ӳстерме май парать, механизатор хăйне те унпа шанчăклă туять. Çуркунне çĕр&

Вĕсен ĕçĕ йывăр та хăрушă

Юрăри çак сăмахсем тӳрремĕнех вут-çулăм çулне яланах пӳлме хатĕр пушар хуралĕн ĕçченĕсене пырса тивет. Апрелĕн 15-мĕшĕнче районти 31-мĕш пушар чаçне йĕркеленĕренпе 60 çул çитнине анлăн паллă турĕç. Малтанах уява килнисем Комсомольски 1-мĕш вăтам шкул умĕнчи лапамра иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче вут-çулăма хирĕç кĕрешмелли хатĕр-хĕтĕртен пуçласа паянхи кун усă куракан хăватлă техникăпа паллашма пултарчĕç. Пушар чаçĕн ĕçченĕсем инкек сиксе тухсан ăна хирĕç тăрас енĕпе чи малтан пурнăçлакан мелсене, вут-çулăм вăхăтĕнче йывăр лару-тăрăва лекнĕ çынсене çăлас, вĕсене пĕрремĕш пулăшу парас тĕлĕшпе епле ĕçсем тунине кăтартса пани те аслисемшĕн те, шкул ачисемшĕн те кăсăклă пулчĕ. Юбилей уявĕ малалла районти культура çуртĕнче тăсăлчĕ. Кунти фойере вут-çулăма хирĕç кĕрешес, унран асăрханас темăпа

Вăл пирĕн асра

Алексей Иванович Волков 1918 çулхи мартăн 1-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи Йăлмахва ялĕнче çуралнă. Хирти Мăнтăрти шкула пĕтернĕ хыççăн Патăрьелĕнчи педагогика училищине вĕренме  кĕнĕ. Анчах чухăн пулнă пирки малалла вĕренеймен. 1937—1938 çулсенче РКШ-ра пĕлӳ илнĕ, ветфельдшер пулса  «Дубрава» колхозра ĕçленĕ. 1939 çулта  ăна салтака  ăсатаççĕ. Аслă  Отечественнăй вăрçă пуçлансан тӳрех çапăçăва кĕрет. Вăрçă хыççăн  яппунсемпе тытăçма тӳр килет. Киле 1946 çулта кăна таврăнать. Виçĕ çул «Дубрава» колхозра ветфельдшер пулса ĕçлет. 1949—1959 çулсенче «Дубрава», Берий ячĕпе хисепленекен, Ворошилов ячĕпе хисепленекен, «Заря» колхозсенче председательте вăй хунă. Кайран  Кайнлăк ял совет председателĕнче ĕçленĕ.  Ял совет депутачĕ пулнă (темиçе созыв). Колх
«Тăваттăмĕш çапăçăва кĕретĕп…»

«Тăваттăмĕш çапăçăва кĕретĕп…»

Аслă Отечественнăй вăрçăра вилнисен ячĕсене çырнă «Астăвăм» кĕнекин 3-мĕш томĕ 1996 çулта пичетленсе тухнă. Унта республикăри 5 районта çуралнă, вăрçă вăхăтĕнче хыпарсăр çухалнă, госпитальсенче вилнĕ салтаксен ячĕсене çырнă. Кĕнекере пирĕн районта кун çути курнă Сталинградшăн çапăçса вилнĕ 48 çын ячĕ пур. Вĕсенчен тăваттăшĕ Элпуç ял тăрăхĕнчен: Петр Маркович Антонов (1918 ç.ç.), Бедертдин Сиразетдинович Сиразетдинов (1905 ç.ç.), Виталий Петрович Алексеев (1923 ç.ç.), Ефим Захарович Захаров (1913 ç.ç.). 48-шĕ те Комсомольски çар ĕç комиссариачĕ урлă вăрçа тухса кайнă. Вĕсене пурне те 1942 çулхи майăн 1—6-мĕшĕсенче Канаш хулинче йĕркеленĕ запасри 357-мĕш çар чаçĕн йышне кĕртнĕ. Шырав ĕçĕсем ирттернĕ хыççăн Е.З.Захаров сержант çинчен «Астăвăм» кĕнекере тĕрĕсех çырманни палăрчĕ. Унта вăл 1942
Тымарĕ аван пулсан калча парка ӳсет

Тымарĕ аван пулсан калча парка ӳсет

Кĕрхи калчасем çурхи аталану тапхăрĕнче вăйсăр пулни тухăçлăха чакарнине специалистсем лайăх пĕлеççĕ.  Çавăнпа  çуркунне кĕркунне акса хăварнă культурăсем мĕнле хĕл каçни тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Пĕлтĕр кĕркунне çанталăк типĕ тăни тата уй-хирте  шăшисем нумай пулни ял хуçалăх предприятийĕсен  ертӳçисене аванах пăшăрхантарнăччĕ. Çавна май культурăсене халь  тĕрĕслени кирлех. Апрелĕн 12-мĕшĕнче район администрацийĕн  пуçлăхĕн çумĕ — ял хуçалăх, экономика, çĕр тата  пурлăх хутшăнăвĕсен уйрăмĕн начальникĕ Алексей Селиванов тата «Раççей ял хуçалăх центрĕ» филиалăн районти уйрăмĕн специалисчĕсем Светлана Петуховăпа Вера Рыжова «Урожай» колхозри кĕрхи культурăсем мĕнле çитĕннине тĕрĕслерĕç. Вĕсем пĕтĕмлетнĕ тăрăх, уй-хирте  нӳрĕк çителĕклĕ, калча