Пятница, 26 апреля

Сăмах илемне туйма вĕрентнĕ

«Тăван чĕлхене юратмалла, ăна хисеплемелле, унăн илемне туйса мухтанмалла», — тетчĕ Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине чылай çул вĕрентнĕ Ольга Ивановна Иванова (Сергеева). Кашни уроках тĕплĕн хатĕрленсе килетчĕ вăл, вĕсене интереслĕрех ирттерме тăрăшатчĕ.

Кама мĕнле те, ман асра чăваш чĕлхипе литературин кабинетĕнче çакăнса тăракан плакат çинче çырнă «Чăваш халăхĕн çĕр-пин сăмах, çĕр-пин юрă, çĕр-пин тĕрĕ» текен сăмахсем ĕмĕрлĕхех асра юлнă. Мĕн тери пуян иккен пирĕн халăх! Укçа-тенкĕпе, мул-пурлăхпа мар, чĕлхе, йăла-йĕрке еткерлĕхĕпе эпир чăннипех те мухтанма пултаратпăр. Шел, ĕмĕрсем иртнĕçем чылай эткерлĕх çухалнă, пирĕн ăрăва çити упраннă пуянлăха та хакламасăр манăçа хăварса пыратпăр. Çакăн пирки питĕ пăшăрханатчĕ вăл. Кăçал хисеплĕ вĕрентекенĕмĕр 80 çул тултарчĕ пулин те вăл халăх, чĕлхе пуласлăхĕ пирки шухăшлама пăрахаймасть. Ĕмĕрĕпех тăван халăхшăн хыпса çуннă çын чĕри çавăн пек ĕнтĕ.

Хирти Явăш хĕрĕн, шкулта тăрăшса вĕреннĕ Ольăн, малалла та пĕлӳ илес кăмăлĕсем пысăк пулнă. Анчах та çемьери лару-тăру çийĕнчех ĕмĕтне пурнăçлама май паман. Çавăнпа та вăл пĕр вăхăт «Дружба» колхозăн ферминче те ĕçлет. Ун хыççăн комсомол путевкипе Мускавран Карелине çити чукун çул тунă çĕре тухса каять. Тăван тăрăх хăй патнех чĕннĕ пулĕ, яла таврăнать. Чунĕ ачасем патнех туртăнать унăн. 1964—77 çулсенче Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче аслă пионервожатăй пулса ĕçлет. Çав çулсенчех вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ чăваш патшалăх университетĕнче историпе филологи факультетĕнчи чăваш уйрăмĕнче куçăн мар майпа вĕренет. 1977 çултан пуçласа шкулта чăваш чĕлхипе литературин урокĕсене те ирттерме тытăнать. Алла диплом илсен  мĕн тери хăпартланать  вăл — унăн ĕмĕчĕ пурнăçланнă! О.Иванова татах та пысăк хавхаланупа тăрăшма пуçлать. Уроксем ирттернипе пĕрлех шкулта тăтăшах тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеме тăрăшать: литература каçĕсем, конкурссем, викторинăсем… Çав çулсенчех районта тухса тăракан «Октябрь ялавĕ» хаçатпа та тачă çыхăну тытма пуçлать. Шкулта иртекен мероприятисем, ялти ятлă çынсем çинчен çырса пĕлтерет. Ачасене те çак ĕçе явăçтарма тăрăшнă вăл. Çак тĕллевпе шкулта «Çамрăк корреспондент» кружок йĕркеленĕ. Занятисенче ачасене вăл сăмах илемне вĕрентнĕ, пултаруллисене хавхалантарса пынă. Çавăнпах пулĕ 1980—90 çулсенче ку шкултан район хаçачĕпе çеç мар республикăра тухса тăракан изданисемпе те çыхăну тытакансем йышлăччĕ.

Ольга Ивановна ĕçленĕ çулсенче Аслă Чурачăк вăтам шкулне Вăрманхĕрри Чурачăк, Анат тата Тури Тимĕрчкасси ялĕсенчен те ачасем вĕренме çӳренипе ачасен йышĕ татах хутшăннă. Шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен пĕччен çеç пулнипе иртен пуçласа каçченех  шкултаччĕ вăл.

Ачасене пĕлӳ панипе пĕрлех О.Иванова обществăлла ĕçсене те хастар хутшăннă. Вăл шкулти учительсен комсомол организацийĕн секретарĕ, хĕрарăмсен совечĕн председателĕ, парти комитечĕн секретарĕн çумĕнче ĕçленĕ, пропагандист-агитатор пулса халăхпа калаçусем йĕркелеме те вăхăт çитернĕ, халăх çыравне ирттерме те хутшăннă. Вĕренекенсене походсене, экскурсисене те илсе çӳренĕ.

Хастар ĕçшĕн Ольга Ивановна чылай наградăсене тивĕçнĕ. Çӳллĕ шайри тĕрлĕ Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсенчен хакли вăл вĕрентнĕ ачасен хисепĕ, ял-йыш сума-суни. Унăн предметне тата ĕçне кăмăлланине вĕренекенсем хушшинче чăваш чĕлхипе литературин учителĕн профессине суйласа илнисем пулни çирĕплетет. Апла пулсан, атте-анне чĕлхине юратма, хаклама тата хисеплеме вĕрентес ĕçе унăн вĕренекенĕсем малалла тăсаççĕ. Çакăншăн вăл чунтанах хĕпĕртет.

 

Ю.Гаврилов. 

 

 

.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *