Понедельник, 6 мая

Вăл пирĕн асра

Алексей Иванович Волков 1918 çулхи мартăн 1-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи Йăлмахва ялĕнче çуралнă. Хирти Мăнтăрти шкула пĕтернĕ хыççăн Патăрьелĕнчи педагогика училищине вĕренме  кĕнĕ. Анчах чухăн пулнă пирки малалла вĕренеймен. 1937—1938 çулсенче РКШ-ра пĕлӳ илнĕ, ветфельдшер пулса  «Дубрава» колхозра ĕçленĕ.

1939 çулта  ăна салтака  ăсатаççĕ. Аслă  Отечественнăй вăрçă пуçлансан тӳрех çапăçăва кĕрет. Вăрçă хыççăн  яппунсемпе тытăçма тӳр килет. Киле 1946 çулта кăна таврăнать. Виçĕ çул «Дубрава» колхозра ветфельдшер пулса ĕçлет.

1949—1959 çулсенче «Дубрава», Берий ячĕпе хисепленекен, Ворошилов ячĕпе хисепленекен, «Заря» колхозсенче председательте вăй хунă. Кайран  Кайнлăк ял совет председателĕнче ĕçленĕ.  Ял совет депутачĕ пулнă (темиçе созыв). Колхозра кладовщикра тăрăшнă.

Алексей Иванович — Йăлмахва ялĕн хисеплĕ çыннисенчен пĕри. Ăна пĕлекен  çынсем  каланă тăрăх вăл питĕ тӳрĕ чунлă, пурте хисеплекен çын пулнă.

Йăлмахва ялĕн  хĕрĕпе  Фаина Димитриевна Смирновăпа пĕрлешсе çемье çавăраççĕ, пилĕк ача çуратса ӳстереççĕ.

,çне кура хисепĕ, теççĕ. Алексей Иванович ĕçри тăрăшулăхшăн «Хисеп палли» орден (1966 ç.) илме тивĕçлĕ пулнă.  Ăна нумай  медальсемпе  тата Хисеп хучĕсемпе чыс тунă.

Шел  пулин те, вăл çамрăклах, 1975 çулта, пурнăçран уйрăлса кайнă. 

Р.Смирнова.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *