Понедельник, 6 мая

Шутланине пурнăçламалла, çитменлĕхсене пĕтермелле

Шутланине пурнăçламалла, çитменлĕхсене пĕтермелле

Ял çыннисен ыйтусем нумай. Вĕсене ял тăрăхĕн администрацийĕнче йышăну вăхăчĕсенче те чылай сӳтсе явнă. Маларах çулсенче хуçасăр йытăсем, хăрнă е тавралăха илемсĕрлетекен йывăçсене касасси пирки ытларах калаçатчĕç, юлашки вăхăтра район центрĕнчи нумай хутлă çуртсенче юсав ĕçĕсем ирттересси пирки час-часах килеççĕ. Тӳрех çак шухăшсене палăртса хăйĕн отчетне пуçларĕ Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.А.Илларионова районти культура çуртĕнче иртнĕ граждансен пухăвĕнче. Юсав ĕçĕсем тумалла-ха, анчах та нумай хутлă çуртсенче пурăнакансен хăйсен те тăрăшни кирлĕ. Çак тĕллевпе пуçтаракан укçа-тенке пур çуртсенче те пĕр пек пуçтарманни пăшăрхантарать. Хăш-пĕр çĕрте кирлĕ виçен 30—40 процентне çеç пухайнă, тепĕр çĕрте тӳлев  90 процент е ытларах та. Мĕншĕн çапла пулса тухать? Район центрĕнче пурăнакансем хушшинче налуксене тӳлесе татманнисем те пур. Акă, бюджет пурлăх, çĕр, транспорт налукĕсене темиçе пиншер  тенкĕлĕх илсе çитереймен. Паянхи кун вăл е ку ыйтăва татса парас тесен чи малти вырăна укçа-тенкĕ  тухса тăрать. Енчен халăх саккунпа палăртнă тӳлевсене те парса татаймасан укçа ăçтан тупмалла;

Социаллă-демографиллĕ лару-тăрупа паллаштарнă май Мария Алексеевна илсе кăтартнă хăш-пĕр цифрăсем шухăша ямалла. Комсомольски тăрăхĕнчи ялсенче 2012 çулхипе танлаштарсан кăçалхи çул пуçланнă тĕле 360 çын сахалрах пурăнать. Район центрĕнчен аякри ялсенче мар, районăн «чĕринче» тата унпа юнашар ялсенче! Темиçе çул каялла Комсомольскинче хваттер туянса унта пурăнма куçма тăрăшатчĕç. Халĕ çамрăксене ытларах пысăк хуласем илĕртеççĕ пулмалла. Район центрĕнче халăха ĕçпе  тивĕçтерме май паракан пысăк предприятисем  пулманнин витĕмĕ те пурах ĕнтĕ.

Район центрне хăтлăхпа тирпей-илем кĕртес енĕпе те чылай ĕç пурнăçланине палăртрĕ пуçлăх. Урамсене çутăпа тивĕçтернĕ, тротуарсем сарнă, ачасене вылямалли площадкăсем тунă, мăсăльмансен масарĕ патне каякан çула вак чул сарнă, Комсомольски тĕп масарĕ йĕри-тавра карта тытнă, хĕллехи вăхăтра тротуарсене юртан тасатса тăрассине йĕркеленĕ… М.Илларионова халăха та хастартарах пулма ыйтрĕ. Çынсем хăйсем пуçаруллăх кăтартса тумалли ĕç валли каякан укçа тенкĕн пĕчĕкрех пайне пуçтарсан ыттине патшалăх пулăшнине палăртрĕ.  Çавăн пекех вăл «Хăтлă хула хутлăхне йĕркелесси» федераллă проектпа вырăнти тирпей-илем кĕртмелли объектсемшĕн  майăн 30-мĕшĕччен ирттерекен онлайн-сасăлава хутшăнма чĕнчĕ.

Малашне пурнăçламалли ĕçсен калăпăшĕ сахалах мар. Мария Алексеевна вĕсем çинче те тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Район центрĕнчи парк тата ун таврашне хăтлăх кӳрес енĕпе ĕçсем кăçал малалла тăсăлмалла. Заводская урамăн пĕр пайне асфальт сармалла. Халăх уйрăмах  «Магнит» магазин тата «Самурай» кафе таврашĕнчи лаптăк пирки кăмăлсăр. Çакна шута илнĕ. Çавăн пекех пухура  çул-йĕр юсас, шывпа тивĕçтерес, район центрне тирпей-илем кĕртес тата ытти ыйтусем тавра та калаçу пулчĕ.

Пуху ĕçне районти тĕп больницăн, социаллă хӳтлĕх пайĕн, РФ Пенси фончĕн районти уйрăмĕн, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн, шалти ĕçсен пайĕн, пушар надзорĕн ертӳçисемпе специалисчĕсем хутшăнчĕç, çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕç. Пуçтарăннисен ыйтăвĕсем çине те тĕплĕн хуравлама тăрăшрĕç. Ыйтусем тенĕ-рен, вĕсене паракансем чылайăн пулчĕç. Халăха çул-йĕр те, тирпей-илем те, социаллă-культурăлла пурнăç та  тата ытти те интереслентерет. Кĕтне çинчи плотина хĕрринчи лаптăк, район центрĕнчи пасар вырăнĕ те, вăрçăра вилнисене асăнса уçнă сквер шăпи те… Пур ыйтăва та район администрацийĕн  пуçлăхĕ, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ те шута илсе пычĕç, кирлĕ йышăнусем тума шантарчĕç.

Çитĕнекен ăру — район пуласлăхĕ. Комсомольски 2-мĕш тата 1-мĕш вăтам шкулĕсен директорĕсем Е.Н.Савельевпа И.А.Соловьева ачасене вĕрентес тата тивĕçлĕ воспитани парас енĕпе мĕнле ĕçлени пирки каласа пачĕç.

Ял тăрăхĕнчи пуриншĕн те кирлĕ ĕçсене тума халăхран çулталăкра пĕр хутчен пуçтаракан укçа виçине палăртас енĕпе те калаçу пулчĕ. Ăна 200 тенкĕрен 500 тенке çитерме йышăнчĕç.

Пуху ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н.Осипов пĕтĕмлетрĕ. Вăл районти социаллă-экономикăлла лару-тăрупа кĕскен паллаштарчĕ, пурнăçланă ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ, малашнехи тĕллевсене палăртрĕ.  Комсомольски ял тăрăхĕнче обществăлла ĕçсене хастар хутшăнакан пултаруллă çынсене Г.Н.Волковăна тата В.В.Кополухина Хисеп грамотисем парса чысларĕ.

Пуçтарăннисене районти культура çурчĕн ĕçченĕсем савăк кăмăл парнелерĕç.

Пуху вĕçленчĕ. Анчах та хальлĕхе татса паман ыйтусем, пурнăçламан тĕллевсем юлчĕç-ха. Мĕн шутланине пурнăçлама, çитменлĕхсене пĕтерме пĕр-икĕ çын çеç тăрăшни çителĕксĕр. Пурте пĕрле ĕçлесен анчах хамăр пурăнакан, ĕçлекен, канакан вырăна хăтлăх кĕртме пулать. Халăхра каланă пек, пĕччен суран — типсе пырать, халăх сурать — кӳлĕ пулать. 

Ю.Гаврилов.

 

 

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *