Воскресенье, 5 мая

Вутра та çунман, шывра та путман

Елена Митрофановна Леонтьева нумаях пулмасть 90 çул тултарчĕ. 9 теçетке çул пурăнакан ватă пурнăçра пуçа усма хăнăхман. Терт-нушине чылай курнăскер çирĕп кăмăллă.

Еля аппа ачалăхне аса илес пулсассăн, куççулленмесĕр чăтма çук. Патăрьел районĕнчи Чăваш Ишек ялĕнче çуралнă хĕр  5 çултах  амăшĕсĕр тăрса юлнă. Ашшĕ те Аслă Отечественнăй вăрçăран таврăнман. Мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ӳснĕ хĕр,  шкулта 3 класс çеç вĕреннĕ. Урăх пĕлӳ илме май пулман.  Хĕр чылай çул чăх ферминче ĕçленĕ. Пурнăç çулĕ ăна  Йĕпреç районне те илсе çитернĕ, унта вăл  колхоз валли мунчала сӳме кайнине каласа парать. Улатăр тăрăхĕнче вăрмантан илсе тухнă пĕренесене вакун çине чылай тиенĕ, унтан аманса  больницăра  сипленме те тивнĕ.  «Пĕр ĕçрен те пăрăнман, яланах тăрăшнă, ĕçре пиçĕхсе çитĕннĕ», — тет ватă кинемей.

Хирти Явăш ялне качча килсессĕн, Еля аппа колхоз бригадинче тăрăшса ĕçленĕ.  Сенат Алиуллов председателе ырăпа аса илет вăл: «Мĕн тери тăрăшуллă ертӳçĕччĕ вăл. Ĕçченсем ун сăмахĕнчен нихăçан та иртмен. Килĕштерсе,  ăнланса ĕçленĕ».

Маттур хĕрарăм ĕçре тăрăшулăхпа кăна палăрнă.  Вăл нумай Хисеп грамотине, Тав хутне, Диплома, медальсемпе орденсене тивĕçнĕ. Кинемей тивĕçлĕ канăва тухсассăн та 74 çул тултаричченех колхозра тăрăшнă.   

 Хирти Явăш каччипе Тит Леонтьевпа 1968 çулта çемье çавăрнă.   Вĕсем 3 ывăлпа  пĕр  хĕре  çут тĕнче парнеленĕ.

Н.Павлова.

 

 

 

   

 

 

  

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *