Тымарĕ аван пулсан калча парка ӳсет

Тымарĕ аван пулсан калча парка ӳсет

Кĕрхи калчасем çурхи аталану тапхăрĕнче вăйсăр пулни тухăçлăха чакарнине специалистсем лайăх пĕлеççĕ.  Çавăнпа  çуркунне кĕркунне акса хăварнă культурăсем мĕнле хĕл каçни тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Пĕлтĕр кĕркунне çанталăк типĕ тăни тата уй-хирте  шăшисем нумай пулни ял хуçалăх предприятийĕсен  ертӳçисене аванах пăшăрхантарнăччĕ. Çавна май культурăсене халь  тĕрĕслени кирлех.

Апрелĕн 12-мĕшĕнче район администрацийĕн  пуçлăхĕн çумĕ — ял хуçалăх, экономика, çĕр тата  пурлăх хутшăнăвĕсен уйрăмĕн начальникĕ Алексей Селиванов тата «Раççей ял хуçалăх центрĕ» филиалăн районти уйрăмĕн специалисчĕсем Светлана Петуховăпа Вера Рыжова «Урожай» колхозри кĕрхи культурăсем мĕнле çитĕннине тĕрĕслерĕç.

Вĕсем пĕтĕмлетнĕ тăрăх, уй-хирте  нӳрĕк çителĕклĕ, калча тĕммин тĕввинчи температура  2,6 градус ăшăннă,  калча тымарĕсем лайăх аталаннă, чир-чĕр палăрмасть.

«Урожай» колхоз агрономĕ Владимир Макаров кĕрхи культурăсен хирĕсемпе паллаштарнă май калчасене вăй илме пулăшас тĕллевпе хуçалăх çурхи  ĕçсене ирттерме хатĕр пулнине пĕлтерчĕ.

 «Раççей ял хуçалăх центрĕ» филиалăн районти уйрăмĕн специалисчĕсем  хуçалăхсене гуматсемпе тата фульватсемпе усă курма сĕнеççĕ. +ак препаратсемпе усă курни калчасене лайăх аталанма тата ытти удобренисен витĕмне     ӳстерме май парать.

Алексей Селиванов та кĕрхисене тăтăшах тĕрĕслесе тăни, хӳтĕлессипе тата апатлантарассипе кирлĕ мерăсем вăхăтра йышăнни  тухăçа аванах ӳстерме май панине палăртрĕ.

С.Ефимова.

 

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *