Халăхпа пурăнакан халсăр мар

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçченĕсен кунне халалласа  районти культура çуртĕнче савăнăçлă уяв иртнĕ. Малтанах пуçтарăннисене районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ, район пуçлăхĕ Ремис Мансуров саламланă, малашнехи ĕçре ăнăçусем суннă. Вырăнти хăй тытăмлăх ĕçĕнче тăрăшакансем районăн социаллă-экономикăлла  аталанăвĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине, вĕсем халăхпа тачă çыхăнса ĕçленине палăртнă.

Салам сăмахĕсемпех район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов та пухăннисем  умне тухнă. Çынсем хăйсен умĕнчи çивĕч ыйтусемпе чи малтанах вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене çитнине, унта вăй хуракансем вĕсене татса парас тесе çине тăнине çирĕплетнĕ.

Хастар ĕçшĕн Владимр Акчурин, Елена Атласкина, Ольга Васильева, Алевтина Казакова, Валентина Кошкина, Наталия Чернова Чăваш Республикин Муниципаллă пĕрлешӳсен совечĕн Хисеп грамотисене илме тивĕç пулнă. Хăй тытăмлăх органĕсенче нумай çул тӳрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн Олег Абросимова, Зуфар Амерханова, Светлана Красновăна, Алина Плешковăна, Ирина Петровăна район администрацийĕн Хисеп грамотисем парса чысланă.

Районти территорири суйлав комиссийĕн секретарĕ Ольга Соколова суйлав вăхăтĕнче тăрăшулăхпа палăрнăшăн РФ Тĕп суйлав комиссийĕн Хисеп грамотине, Владимир Акчуринпа Татьяна Галзанова ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн Тав хутне тивĕçнĕ.

Районăн обществăлла-полититкăлла ĕçĕнче пултаруллă пулнăшăн  Роза Афанасьевăна, Надежда Голландцевăна, Ольга Тякановăна «Единая Россия» политика партийĕн Хисеп грамотипе наградăланă.

(Хамăр инф.).

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *