Понедельник, 6 мая

Хавхалану пулсан ĕç ăнать

Тин çеç шурă юр айĕнче тĕлĕрсе выртнă хирсем хура тĕспе витĕнчĕç. Çавăн пекех çĕр те хăвăрт пиçсе çитсе механизаторсене ĕçе йыхравлĕ. Районти ял хуçалăх предприятийĕсенчен ытларахăшĕнче техника тĕрĕслев витĕр тухрĕ.

«Труд» ял хуçалăх кооперативĕнче техника ĕмĕрне вăрăмлатас, вĕсене çулталăк тăршшĕпех тухăçлă ĕçлеттерес тĕлĕшпе чылай тăрăшаççĕ. Кăçалхи тĕрĕслеве тăратнă пур трактор та юсавлă пулни палăрчĕ. Çапах та хăш-пĕрисем çинче вак-тĕвек кăлтăксем тупăнкаларĕç. Вĕсене механизаторсем çийĕнчех вырăнта тӳрлетме тăрăшрĕç.  Ĕç вăхăтĕнче пĕрре пăхсан пысăках та мар çитменлĕх те чăрмав кăларса тăратма пултарать çеç мар инкек патне те илсе çитерет. Юсавлăх енĕпе пур енчен те тивĕçтерекен трактор çеç ĕç тухăçлăхне ӳстерме май парать, механизатор хăйне те унпа шанчăклă туять. Çуркунне çĕр  хăйпе пахалăхлă тата вăхăтра ĕçлеме  ыйтать. Çураки пуçлансан кашни кун шутлă.

Хуçалăхăн тĕп аграномĕ Г.В.Кузьмин каласа панă тăрăх хирсен чылай пайне кĕркуннех сухаласа хăварнă. Тислĕк те чылай хывнă. 300 гектар кĕр тыррисем акнă. Кăçалхи çуракинче хуçалăхра пурĕ 665 гектар çине тĕрлĕ культурăсем акса хăвармалла. Вăрлăхсем çителĕклĕ, кăçал викăн «Спутница», сĕлĕн «Контур» элита сорчĕсене  туяннă. Пур вăрлăха та имçамласа акаççĕ.

Техника тĕрĕслевĕ хыççăнхи пĕчĕк канашлура калаçу тĕпрен илсен ака-суха ĕçĕсене вăхăтра тата пахалăхлă, çав вăхăтрах инкек-синкексĕр ирттерсе ярасси пирки пулчĕ.  ЧР Патшалăх техника надзорĕн районти тĕп инженерĕ С.Н.Кокарев хуçалăхри техника юсавлăхне хакланă май ĕçри хăрушсăрлăх ыйтăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ. «Труд» ял хуçалăх кооперативĕн председателĕ Р.М.Шарафутдинов кăçал çуракинче пурнăçламалли ĕçсемпе паллаштарчĕ. «Çунтармалли-сĕрмелли материалсем çителĕклĕ илсе килнĕ. 60 тонна минераллă удобренисем хатĕрленĕ, çитес кунсенче тата 30 тонна аммиак селитри çитмелле. Механизаторсем пур те опытлă. Шел, трактористсем çитменнине пула хăшĕ-пĕрин икшер техникăпа та ĕçлеме тивĕ», — палăртрĕ вăл. Механизаторсем тенĕрен ку ыйтупа Чĕчкен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.Г.Лукиянов та пăшăрханса калаçрĕ. Тракторсемпе ĕçлекенсем ватăлса пыраççĕ. Вĕсен вырăнне юлакан «смена» çук. Унччен шкулта парта хушшинче ларнă чухнех «Трактор» предметне вĕренме май пурччĕ. Чылайăшĕ аттестатпа пĕрлех тракторист-машинист удостоверенине те илнĕ. Вĕсем колхоза ĕçлеме юлатчĕç. Халĕ ун пек май çук. Шкултах унченхи пек тракториста вĕрентессине йĕркелемеллех. Механизаторсем çитменни пирĕн патра çеç мар ытти çĕрте те сисĕнет. Ку ыйтăва çӳлти шайра çĕклемелле. Тĕпрен илсен çак шухăша палăртрĕ вăл хăй сăмахĕнче. Хуçалăхăн тĕп инженерĕ Н.Ш.Гимальдинов трактористсене ака-суха ĕçĕсенче ăнăçу сунчĕ.

Хирте ĕç шавĕ пуçланиччен вăхăт нумаях юлман. Унччен механизаторсен кăкарса ĕçлемелли агрегатсене хатĕрлесе çитермелле. Ку енĕпе вĕсене А.Д.Николаев газоэлектросварщик пысăк пулăшу парать. «Труд» хуçалăхри ĕçченсем яланхи пекех çуракине вăхăтра та пахалăхлă ирттерсе ярасси пирки иккĕленӳ çук. Çакна тума тĕллевсем паллă, механизаторсен хавхаланăвĕ те пур.

Ю.Гаврилов.

.

 

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *