Общество

Наци проекчĕсен порталĕ ĕçлет

Наци проекчĕсен порталĕ ĕçлет

Республика ертÿçин тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлама тытăнсанах наци проекчĕсен темине сÿтсе явнă май Олег Николаев кăмăлсăрланнăччĕ: республикăра наци проекчĕсене пурнăçланипе çыхăннă информацие тупма йывăр-мĕн, ятарласа шыранă, анчах интернетра тулли информаци пухайман. Çавăнпа ун чухнех ку енĕпе ятарлă портал хатĕрлеме хушнăччĕ. Информполитика министерстви нумай кĕттермерĕ — çак кунсенче Правительство çуртĕнче çĕнĕ портал презентацийĕ иртрĕ. Олег Николаевăн шухăшĕпе, наци проекчĕсене тÿрре кăларас енĕпе çине тăрса вăй хунипе пĕрлех çак ĕç çинчен халăха каласа кăтартни, тулли информаци пани те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Наци проекчĕсен порталĕ шăпах çак тĕллеве пурнăçлама пулăшĕ. Информполитика министрĕ Михаил Анисимов портала хатĕрленĕ май хăйне евĕрлĕ мелпе усă курни пирки каларĕ. Чăваш Енĕн ИТ-
Савнă ялăм Йăлмахва: ĕнер тата паян

Савнă ялăм Йăлмахва: ĕнер тата паян

Юрататпăр эпир хамăрăн тăван яла. Тÿп-тÿрĕ урамлă, çитмĕл те çичĕ йăмраллă Йăлмахваçăм! Çук пулĕ çĕр çинче санран хакли, санран илемли. Сана савса çакăн пек çырнă сăвă та пур: Икĕ çырма хушшинче Эп çуралнă ял ларать. Вăрăм урам варринче Чаплă палăк курăнать. Аслă урам тăршшĕпе Асфальт çулĕ сарăлать . Йăлмахва ял хĕрринче Йĕлме, хăва хумханать. Тарăн пĕве çумĕнче Колхоз сачĕ ешерет, Шăп укăлча вĕçĕнче Савнă шкулăм илĕртет. /Алексей Зайцев, "Тантăш", 52 №, 2001, раштав, 27/. Йăлмахва ялĕ мĕнле пуçланса кайни çинчен архивра пĕрремĕш хут çапла çырса хăварни пур /Свияжск уесĕн Перечень кĕнекинче, 1646 — 1652 çулсенчи çыравсем тăрăх, 151 номерпе çырса хуни/. 1646 —1652 çулсенче хальхи Улăхпуç вырăнне Тăвай районĕнчен Степан Тутаев чи авалхи культурăсене туса илсе пурăннă
Вăл Чернобыльте пулнă

Вăл Чернобыльте пулнă

Чернобыльти атом электростанцийĕнче 1986 çулхи апрелĕн 26-мĕшĕнче /1 сехет те 24 минутра/ тĕнчери чи пысăк авари пулнă. Питĕ хăрушă, хăватлă сирпĕнÿ вăйĕ атом реакторĕн тимĕр-бетон конструкцийĕнчен тунă хуппине таçта çити ывăтса ярса тĕрлĕ радиоактивлă хутăшсене тĕнчене салатса янă. Çак инкеке специалистсем этем айăпĕпе пулнă тесе ăнлантараççĕ. Авари сиенне пĕтерме районти çар комиссариачĕ урлă вăйпитти арçынсене повестка парса чĕнсе илнĕ, Чернобыле ăсатнă. Пирĕн районти Станислав Горбуновăн, Валерий Козловăн, Владимир Порядковăн, Анатолий Сятминăн, Анатолий Чапрасовăн, Петр Черновăн ячĕсене Пĕтĕм Раççейри "Союз Чернобыль" организацин Чăваш Енри уйрăмĕ 2008 çулта "Памяти живая нить" ятлă кĕнекере çырса хăварчĕ. Çак кĕнекере тĕрлĕ сăлтава пула Чăваш Енре çуралса ÿснĕ, Чернобыльте пулнă пĕ
Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ

Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ

Герман Федорович Максимов 1926 çулта Асанкасси ялĕнче çуралнă. Вăрçă пуçланнă çул çиччĕмĕш класран вĕренсе тухнă вăл. Ялти вăй питти арçынсем вăрçа тухса кайсан пĕтĕм йывăр ĕç хĕрарăмсемпе ватă-вĕтĕ çине тиеннĕ. Вунпиллĕкри Герман пĕр ĕçрен те юлман. Часах çамрăка бригада шанса панă. Паллах, çăмăл пулман тин пурнăç çулĕ çине ярса пуснă яша. Вăхăт шунă. Герман вунçиччĕ тултарнă. 1943 çулхи ноябрĕн 9-мĕшĕнче ăна çара илнĕ. Ялтан иккĕн тухса кайнă вĕсем. Тепри Герман пекех тин вунçиччĕ тултарнă Илья Степанович Чертынов пулнă. Кĕске вăхăт хушши снайперсен шкулĕнче вĕреннĕ хыççăн Германа 3-мĕш Белорусси фрончĕн стрелоксен 31 гвардин Ви- тебск дивизине янă. 1944 çулхи январь уйăхĕнче çамрăк салтака комсомола илнĕ. Çырусем çырсах кайман Герман. Юлашки çырăвĕнче Литва республикине ирĕке кăларасс

Вĕсен ĕçне халăх хаклать

Вырăнти хăй тытăмлăх — халăха чи çывăх тăракан влаç органĕ. Вĕсем куллен çынсемпе тĕл пулаççĕ, вун-вун ыйтăва татса параççĕ, вырăнти мĕн пур ĕçе йĕркелеççĕ. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем мĕнле ĕçлесе пынинчен "пĕчĕк патшалăхăн" ăнăçлă аталанăвĕ тÿрремĕнех килет. Вĕсем чунне парса ĕçлесессĕн ăнăçупа çитĕнÿ пулатех. Хăй тытăмлăх органĕсенче пуçаруллă та пултаруллă, халăх шанакан пуçлăхсем, специалистсем тăрăшса ĕçлеççĕ. Вĕсем çынсен ырăлăхĕшĕн чылай ĕçленине, халăхпа уççăн калаçнине районта пурăнакансем тĕслĕхсемпе çирĕплетме пултараççĕ. Акă, Комсомольски ял тăрăхĕн администрацийĕнче тăрăшакансем те куллен ĕçе васкаççĕ. Вĕсен пĕр тĕллев — шанса панă ĕçе вăхăтра пурнăçласси. Кунти пуян опытлă специалистсенчен пĕри — аслă специалист Елена Атласкина. Вăл шаннă ĕçе кÿлĕннĕренпе 14 ç

Мăнкун хăвачĕ кăмăла çĕклет

Мăнкун — çуркуннехи чи пысăк уявсенчен пĕри. Ахальтен мар Христос Турă вилĕмрен чĕрĕлсе тăнă каç районти чиркÿсемпе мăнастирте иртекен ятарлă чаплă кĕлĕсене православи тĕнне тытса пыракансем йышлă пухăнасси йăлана кĕнĕччĕ. Шел пулин те, кăçал лару-тăру урăхларах килсе тухрĕ. Коронавирус инфекцийĕ уява унчченхилле ирттерме кансĕрлерĕ. Районти чиркÿсенче вара Мăнкун каçĕнчи чаплă кĕлĕсем яланхиллех кĕлĕ вулакансемшĕн тата унта ĕçлекенсемшĕн çеç иртрĕç. Уява эпир хăнăхнă йăлапа чиркÿсенче кĕтсе илеймерĕмĕр, пирĕн килте пулма тиврĕ. Çакă хамăрăн тата çывăх çыннăмăрсен хăрушсăрлăхĕшĕн кирлĕ пулнине кашниех ăнлантăмăр. Комсомольскинчи "Вознесения Господня" чиркÿре чаплă кĕлле Николай протоиерей ирттерчĕ. — Çутă Мăнкун савăнăçĕ кашни киле çиттĕр, ырра шанма пулăштăр, ырă ĕç тума хавхалантартăр

Паттăрсене асра тытса йывăç лартар

Коронавирус пандемине пула акцие массăллă йĕркелеме май çук. Çавна май ăна йĕркелекенсем мероприятин форматне улăштарнă. Халĕ самоизоляци режимне пăсмасăрах акцие хутшăнма пулать. Çакна тăвас тесен харпăр хăйĕн çурчĕсенче пурăнакансем хăйсен участокĕсенче вăрçăра пуçĕсене хунă аслашшĕ-мăнаслашшĕсене асăнса йывăç лартма пултараççĕ. Хваттерте пурăнакансем вара ачисене вăрçа хутшăннă мăнаслашшĕсем çинчен каласа пама, вĕсемпе пĕрле йывăç ÿкерме, тĕрлĕ материалтан ăсталама пултараççĕ. Каярахпа вара, самоизоляци вĕçленсен, ачасемпе пĕрле йывăç лартмалла пулать. Акцие хутшăнакансен сăнÿкерчĕкĕсене #СадПамятиДома тата #СадПамятиЧувашия хэштегсемпе социаллă сетьсене вырнаçтармалла. Эпир те çемьепе "Асăну сачĕ" акцие хутшăнса вăрçăра пуçне хунă мăнкукаçие Владимир Трифонович Трифонова асăнса çак к
Вирус никама та шеллемест

Вирус никама та шеллемест

Пирĕн çĕршывшăн кăна мар, пĕтĕм тĕнчешĕн те йывăр тапхăрта пурин те килте лармалла. Çапла майпа çеç эпир коронавирус чирне парăнтарма пултаратпăр. Çĕнĕ инфекци этемпе шÿтлеменнине, шел те, халĕ пурте ăнланса илеймен-ха. Коронавирус хăрушлăхĕ пирки влаç та, массăллă информаци хатĕрĕсем те пĕлтерсе, асăрхаттарса тăраççĕ пулин те, çынсем сывлăхне упрасси пирки питех те пăшăрханмаççĕ. Район центрĕнче васкамасăр уçăлса çÿрекенсем те, магазинсенче тавар туянакансем те, ушкăнпа пухăнса тăракансем те, подъездсем умĕнче саксем çинче ларакансем те пур-ха. Вирус шелсĕрри кунран-кун çурĕпленсе пырать. "Мана чир ермест", — тесе ĕнентерме тăрăшни паян пулăшаймасть. Çакна пире цифрăсем çирĕплетсе параççĕ. Тĕнчере, Раççейре, республикăра, районта чирлисен йышĕ ÿсет. Акă, апрелĕн малтанхи кунĕсенче респуб
Сунара тухма юрамасть

Сунара тухма юрамасть

Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевăн апрелĕн 15-мĕшĕнче йышăннă Указĕ тăрăх республика территорийĕнче çуркуннехи сунар вăхăтĕнче кайăксем тытма сунара тухма юрамасть. Çакă коронавирус сарăлассинчен сыхланмаллипе çыхăннă. Çавăн пекех сунара тухма ирĕк пама ыйтакан заявленисене те йышăнмаççĕ.  
Донорсене кĕтеççĕ

Донорсене кĕтеççĕ

#МыВместе акципе килĕшÿллĕн Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн представителĕсем тата журналистсем Шупашкарти юн илекен станцире донор пулса хăйсен юнне панă. Вĕсем Чăваш Енре пурăнакансене пандеми вăхăтĕнче те чирлисене донорсен юнĕ питĕ кирли çинчен аса илтереççĕ. Юн илекен центрта ĕçлекенсем пĕлтернĕ тăрăх, коронавирус чирне сарăлма парас мар тесе, ятарлă мерăсем йышăннине кура, донорсен шучĕ палăрмаллах чакнă. Республикăри чылай пациента донорсен юнĕ питĕ кирлĕ. Ытларах чухне хирурги операцийĕсем вăхăтĕнче тата ача çуратмалли çуртсенче донор юнĕпе усă кураççĕ. — Халĕ пурне те килте ларма сĕнеççĕ, анчах та çакă çынсене пулăшма пăрахмаллине пĕлтермест. Енчен те эсир сывлăхлă, хăвăра лайăх туятăр пулсан, юн илекен центра пырăр, донор пулса республикăри юн запасне пуянлатăр, — тет акцие хутшăнн