Паттăрсене асра тытса йывăç лартар

Коронавирус пандемине пула акцие массăллă йĕркелеме май çук. Çавна май ăна йĕркелекенсем мероприятин форматне улăштарнă. Халĕ самоизоляци режимне пăсмасăрах акцие хутшăнма пулать. Çакна тăвас тесен харпăр хăйĕн çурчĕсенче пурăнакансем хăйсен участокĕсенче вăрçăра пуçĕсене хунă аслашшĕ-мăнаслашшĕсене асăнса йывăç лартма пултараççĕ. Хваттерте пурăнакансем вара ачисене вăрçа хутшăннă мăнаслашшĕсем çинчен каласа пама, вĕсемпе пĕрле йывăç ÿкерме, тĕрлĕ материалтан ăсталама пултараççĕ. Каярахпа вара, самоизоляци вĕçленсен, ачасемпе пĕрле йывăç лартмалла пулать.
Акцие хутшăнакансен сăнÿкерчĕкĕсене #СадПамятиДома тата #СадПамятиЧувашия хэштегсемпе социаллă сетьсене вырнаçтармалла.
Эпир те çемьепе «Асăну сачĕ» акцие хутшăнса вăрçăра пуçне хунă мăнкукаçие Владимир Трифонович Трифонова асăнса çак кунсенче хамăрăн пахчара йывăç лартрăмăр. В.Т.Трифонов 1942 çулта вăрçа тухса кайнă, пулеметчик пулнă. Тăван яла унран пĕр çыру çеç килсе ĕлкĕрнĕ. 1942 çулхи мартăн 10-мĕшĕнче Владимир Трифонов Калинин облаçĕнчи /Тверь/ Ржев хули çывăхĕнче пынă çапăçусенче пуçне хунă. Ăна Бахмутово ялĕнчи тăванла масара пытарни паллă.
«Асăну сачĕ» акци июнĕн 22-мĕшĕччен иртет. Вăл Чăваш Енре пурăнакансене пĕр тĕвве пĕрлештерессе, вăрçă паттăрĕсене ĕмĕр-ĕмĕр асра тытма хавхалантарасса шанатпăр.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *