Общество

План тăрăх пурнăçланать

План тăрăх пурнăçланать

Комсомольски тата Елчĕк районĕсен çар комиссариатĕнче призывпа çыхăннă ĕçсем малалла пыраççĕ. Çар комиссарĕ Сергей Данилов пире вĕсемпе тĕплĕнрех паллаштарчĕ. — Комсомольски тата Елчĕк районĕсен çар комиссариачĕн яшсене салтака ямалли план пур-и? — Паллах. Çурхи призыв планпа палăртнă тăрăх пурнăçланать. Çак призывра пирĕн икĕ районĕпе пурĕ 73 яша çар ретне тăратмалла. Республикипе илес пулсассăн, çурхи призывпа салтака каякансен йышĕ — 1300 çын ытла. — Призыв вăхăтĕнче мĕнле ĕçсем туса ирттеретĕр? — Призывпа çыхăннă ĕçсене çулталăкĕпех пурнăçлатпăр. Хальхи вăхăтра призывниксен списокне дистанци мелĕпе — интернетпа тата телефонпа усă курса — тĕрĕслетпĕр. Медицина тĕрĕслевĕсене майăн 12-мĕшĕ хыççăн пикенме палăртнă. Майăн 20-мĕшĕ хыççăн призывниксене Шупашкарти пуçтарăнмалли пункта ăсат
Об особенностях разрешительной деятельности

Об особенностях разрешительной деятельности

Распоряжением ФСВНГ РФ от 17.04.2020 г. № 1/369-Р "Об установлении особенностей осуществления в 2020 году разрешительной деятельности, нормативное правовое регулирование которого отнесено к компетенции ФСВНГ РФ", в целях реализации постановления Правительства РФ от 03.04.2020 г. № 440 "О продлении действия разрешений и иных особенностях в отношении разрешительной деятельности в 2020 году" установлено, что: подтверждение соответствия юридических лиц, физических лиц и индивидуальных предпринимателей обязательным требованиям, в том числе предусматривающим переоформление /продление/ лицензий, разрешений, удостоверений частного охранника и иных разрешительных документов, установленных законодательством РФ об оружии и частной охранной деятельности, за исключением лицензий на осуществление частн
Перенесли сроки уплаты налогов и сдачи налоговой отчетности

Перенесли сроки уплаты налогов и сдачи налоговой отчетности

Межрайонная инспекция ФНС России № 2 по Чувашской Республике сообщает, что Правительство РФ приняло меры по поддержке бизнеса, занятого в пострадавших от коронавируса отраслях, включая малое и среднее предпринимательство. Соответствующее постановление от 02.04.2020 № 409 подписал председатель Правительства РФ. С информацией о мерах поддержки бизнеса также можно ознакомиться в специальном разделе на сайте ФНС России. В частности, субъектам малого и среднего бизнеса, которые включены в реестр МСП и ведут деятельность в пострадавших отраслях, перенесены сроки уплаты налогов: 1.на шесть месяцев: — налога на прибыль, единого сельскохозяйственного налога и налога по УСН за 2019 год; — налогов /авансовых платежей/ за март и первый квартал 2020 года /за исключением НДС, НПД и налогов, уплачива
Килте ларма хал çитересчĕ

Килте ларма хал çитересчĕ

Чи хаклă пурлăх — сывлăх тетпĕр. Сывлăха  укçапа туянма çук, çавăнпа та ăна мĕн ачаран упрас пулать. Паянхи кун сывлăх ыйтăвĕ уйрăмах çивĕч пулса тăчĕ. Тĕнчере коронавирус алхаснă вăхăтра чиртен асăрханасси малти вырăнта тăрать.  Шел пулин те, Раççейри лару-тăрупа паллашни чунри лăпкăлăха çухатать. Юлашки вăхăтра кашни талăкра чир ернисен шучĕ 10 пин çын ытла хушăнса пырать. Республикăри кăтартусем те савăнтармаççĕ. Коронавирус чирĕ ернисен шучĕ кунран-кун ÿссе пырать. Майăн 6-мĕшĕ тĕлне республикăра пурĕ çакăн пек 892 çынна шута илнĕ. Чир сарăлма пуçланăранпа 161 çын сывалнă та ĕнтĕ, 8 çын пурнăçран уйрăлнă. Районта та çак амак ернĕ çынсем пур. Хальлĕхе кун пеккисем — 15 çын. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, хăрушă чире ертес мар тесен килте лармалла, çынсемпе хутшăнмалла мар. Çакна шута илсе п
Хаяр кунсене нихăçан та манас çук

Хаяр кунсене нихăçан та манас çук

Хăрушă  вăрçă пур çемьере те  тÿрленми чĕре суранĕсем хăварнă.  Мирлĕ пурнăçпа савăнса пурăннишĕн  пирĕн вăрçă ветеранĕсене çĕре çити пуç тайса тав тумалла. Вĕсем хăйсен пурнăçне, сывлăхне шеллемесĕр Çĕнтерĕве çывхартнă.  Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн тăшманпа  çапăçнă ветерансем хăйсен пурнăçĕнчи çак тапхăра нихăçан та манас çук.  Вĕсенчен пĕри — Комсомольскинче пурăнакан хисеплĕ çын, СССР Журна-листсен союзĕн членĕ,  "Халăх корреспонденчĕ" ята тивĕçнĕ Ревокат Прохорович Моисеев. Вăл 1941 çулхи  декабрьте  çара кайнă. Каччă 1-мĕш çыхăну полкне лекнĕ. Кĕçĕн командирсем хатĕрлекен курс хыççăн  ăна Хĕвеланăç фронтне  илсе кайнă. Вăл малтан миномет дивизийĕнче телефонист пулнă. 1942 çулхи  октябрьте  ăна стрелоксен полкне куçар
Вăрçăра связист пулнă

Вăрçăра связист пулнă

Вăрçă никама та уйăрса тăмасть: ача-и эсĕ, ватă çын-и, хĕрарăм-и, арçын-и... Вăл  никама та шеллемест, пурне те йывăрлăха кĕртсе ÿкерет, тем тĕрлĕ асаплантарать. Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтерĕве çывхартма арçынсем çеç мар, хĕрарăмсем те хăйсен пысăк тÿпине хывнă. Хĕр-хĕрарăмсен черчен хулпуççийĕсем çине тылри пĕтĕм йывăр ĕç тиеннĕ. Çавăн пекех фронта тухса кайса тăшманпа çапăçнă хĕрарăмсем те пулнă пирĕн районта. Лидия Титовна Титова çав çулсене хальхи пекех ас тăвать. Тăшман пирĕн çĕршыв çине тапăннă вăхăтра Лида 18 çулти хĕр пулнă. Ун чухне вăл Канашра Перекет банкĕн уйрăмĕнче тăрăшнă. Хăрушă хыпар пĕлтернĕ çав куна кинемей халĕ те куççульленсе аса илет. 1941 çулхи сентябрь уйăхĕнче  çамрăк хĕрсене, çав йышра Лидăна та, окоп чавма илсе кайнă. Çак ĕçре вĕсем апрель уйăхĕчче
Вăл Севастополе хÿтĕленĕ

Вăл Севастополе хÿтĕленĕ

Кашни салтакăн шăпи хăйне евĕр пулса тухнă. Пĕрисем вăрçăн пĕрремĕш ку-нĕнчех салтак атти тăхăнса пилĕк çул ăна ураран хывмасăр Берлина çитиех утса тухнă, теприсем пĕрремĕш çапăçурах вăрçă хирĕнче суранĕсенчен юн юхтарса выртса юлнă, виççĕмĕшĕсем тăхлан çумăрĕ айĕнче ыттисене хăйсем хыççăн тапăнăва çĕклесе уйрăмах паттăрлăх кăтартнă... Комсомольскинче пурăнакан Павел Сорокиншăн вара вăрçă тыткăнри хăрушă кунсемпе, выçăллă, тертлĕ-нушаллă пурнăçпа асра юлнă. 1941 çулхи август уйăхĕнче Павел Сорокинăн вăрçа кайма ят тухнă. "Повестка илсен икĕ сехетрен пуçтарăнмалли пункта çитмеллеччĕ. Япаласемпе документсене пуçтартăм та районти çар комиссариатне кайрăм. Хамăр ялтан саккăрăнччĕ эпир. Канаша çитсен пире пурне те кăнтăралла каякан эшелон çине вырнаçтарчĕç. 200 çынна Туапсере антарса хăварчĕç.
Вăрçă çулĕсем асран тухмаççĕ

Вăрçă çулĕсем асран тухмаççĕ

 Аслă Çĕнтерÿ! Унăн хакĕ — вăрçăра   татăлнă миллионшар  пурнăç. Вăрçă кашни килех çитнĕ. Хырай Ĕнел ялĕнчен 202 çын фронта тухса кайнă, вĕсенчен 101-шĕ çапăçу хирĕнчен таврăнайман. Вăрçа кайнă кашни çын Аслă Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. Паян ялта пĕр вăрçă ветеранĕ çеç пурăнать. Вăл — НИКОЛАЙ ДМИТРИЕВИЧ КРАСНОВ. Николай  1924 çулхи апрелĕн 22-мĕшĕнче Хырай Ĕнел ялĕнче пысăк çемьере çут тĕнчене килнĕ. Çемьери 6 ача мĕн пĕчĕкрен ашшĕ-амăшне хуçалăхри ĕçсене тума пулăшнă. Совет влаçĕ вăхăтĕнче çемьене кулаксен йышне кĕртсе пурлăхне туртса илнĕ. Йывăр вăхăтсем пулсан та ачасем çăпата сырса кашни кунах шкула çÿренĕ. Николай уйрăмах физикăпа математикăна юратнă. Пĕрле вĕренекенсем час-часах ун патне пулăшу ыйтма килнĕ, çакăншăн çăкăрпа сăйланă. Ялти шкулта вĕреннĕ хыç
Пурнăç хакне лайăх пĕлет

Пурнăç хакне лайăх пĕлет

1945 çул инçете  юлса пынăçем Аслă Отечественнăй  вăрçă ветеранĕсем çулран-çул сахалланса пыраççĕ. Вĕсемпе тĕл пулни — çĕршыв историйĕпе паллашни , вĕсен аса илĕвĕсем _ халăх историйĕ. Вăрçă ветеранĕсем нушаллă, выçăллă-тутăллă пурнăçа хăйсен хулпуççийĕсем çинче йăтнă, ыратнине чăтса, вилĕме çĕнтерсе пирĕн телейлĕ пурнăçшăн кĕрешнĕ. Вĕсем мухтавшăн мар, çĕр çинчи  мирлĕ пурнăçшăн çапăçăва кĕнĕ. Çак астăвăма упрамалла, каласа парса ăруран ăрăва куçармалла. Вăйă выляса, шуçăмччен çăлтăр шутламалли ÿсĕмри,  тĕрекленсе, пиçсе çитмен яшсемпе хĕрсен вăрçă хирĕнче вилĕме куçран пăхма тивнĕ. Вĕсенчен пĕри вăл — Хирти Сĕнтĕрте пурăнакан 94 çулхи вăрçă ветеранĕ АЛЕКСЕЙ МИХАЙЛОВИЧ ГАЛКИН. Алексей 1926 çулта февралĕн           
#ПĕрлеМухтанатпăр

#ПĕрлеМухтанатпăр

Кăçал Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 75 çул çитет. Çĕнтерÿ кунĕччен шутлă кунсем юлчĕç. Кăçал вара çак уява урăхларах форматпа ирттерме тивет. Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев та паянхи кун коронавирус чирĕпе çыхăннă лару-тăрăва пула уяв мероприятийĕсене çĕнĕ технологисемпе усă курса йĕркелеме хушнă. "Чылай мероприятие малтан палăртнă йĕркепе ирттерме май килменни паллă. Анчах та халĕ инçет технологийĕ аталаннине шута илсе уяв мероприятийĕсене те урăх форматпа ирттермелле", — тенĕ вăл. Каланине сăмахпа çирĕплетсе Олег Алексеевич социаллă сетьре йĕркелесе янă "Вилĕмсĕр полк" акцие хутшăннă. Вăл фронтра çапăçнă аслашшĕ çинчен каласа панă. Çавна май Чăваш Енре пурăнакансене те хăйсен тăванĕсем çинчен каласа пама ыйтнă. Социаллă сете вырнаçтарнă чухне