Вĕсен ĕçне халăх хаклать

Вырăнти хăй тытăмлăх — халăха чи çывăх тăракан влаç органĕ. Вĕсем куллен çынсемпе тĕл пулаççĕ, вун-вун ыйтăва татса параççĕ, вырăнти мĕн пур ĕçе йĕркелеççĕ.
Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем мĕнле ĕçлесе пынинчен «пĕчĕк патшалăхăн» ăнăçлă аталанăвĕ тÿрремĕнех килет. Вĕсем чунне парса ĕçлесессĕн ăнăçупа çитĕнÿ пулатех. Хăй тытăмлăх органĕсенче пуçаруллă та пултаруллă, халăх шанакан пуçлăхсем, специалистсем тăрăшса ĕçлеççĕ. Вĕсем çынсен ырăлăхĕшĕн чылай ĕçленине, халăхпа уççăн калаçнине районта пурăнакансем тĕслĕхсемпе çирĕплетме пултараççĕ.
Акă, Комсомольски ял тăрăхĕн администрацийĕнче тăрăшакансем те куллен ĕçе васкаççĕ. Вĕсен пĕр тĕллев — шанса панă ĕçе вăхăтра пурнăçласси. Кунти пуян опытлă специалистсенчен пĕри — аслă специалист Елена Атласкина. Вăл шаннă ĕçе кÿлĕннĕренпе 14 çул çитнĕ. Ертсе пыракан специалист-эксперт Елена Зайкова та вырăнти хăй тытăмлăх органĕнче 2007 çултанпа тăрăшать. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Олег Абросимов та çак ĕçе кÿллĕннĕренпе 8 çул çитет.
— Пирĕн кулленех халăхпа хутшăнса ĕçлемелле. Хамăр пурăнакан вырăна хăтлăлатса тирпейлемелле, тĕрлĕ проектсене пурнăçа кĕртмелле, ыйтусене татса памалла. Ĕçченсем тăрăшуллă, ĕçе вăхăтра пурнăçлас тесе тимлеççĕ. Пирĕн ĕçре урăхла ĕçлеме те май çук, — терĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова.

А.АНТОНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *