Вăл Чернобыльте пулнă

Вăл Чернобыльте пулнă

Чернобыльти атом электростанцийĕнче 1986 çулхи апрелĕн 26-мĕшĕнче /1 сехет те 24 минутра/ тĕнчери чи пысăк авари пулнă. Питĕ хăрушă, хăватлă сирпĕнÿ вăйĕ атом реакторĕн тимĕр-бетон конструкцийĕнчен тунă хуппине таçта çити ывăтса ярса тĕрлĕ радиоактивлă хутăшсене тĕнчене салатса янă. Çак инкеке специалистсем этем айăпĕпе пулнă тесе ăнлантараççĕ.
Авари сиенне пĕтерме районти çар комиссариачĕ урлă вăйпитти арçынсене повестка парса чĕнсе илнĕ, Чернобыле ăсатнă. Пирĕн районти Станислав Горбуновăн, Валерий Козловăн, Владимир Порядковăн, Анатолий Сятминăн, Анатолий Чапрасовăн, Петр Черновăн ячĕсене Пĕтĕм Раççейри «Союз Чернобыль» организацин Чăваш Енри уйрăмĕ 2008 çулта «Памяти живая нить» ятлă кĕнекере çырса хăварчĕ.
Çак кĕнекере тĕрлĕ сăлтава пула Чăваш Енре çуралса ÿснĕ, Чернобыльте пулнă пĕтĕм çыннăн ячĕ çырăнса юлман. Йăлмахва ялĕнче 1956 çулта çуралнă Владислав Витальевич Алямшинăн ячĕ, сăмахран, çак кĕнекере çук. Владислав совет çарĕнче салтак тивĕçне пурнăçласа килне таврăннă, анчах пĕрле службăра пулнă юлташĕ ăна Сочи хулине пырса курма чĕннĕ. Çамрăк каччăна хула килĕшнĕ, вăл унта автобус водителĕнче тăрăшма пуçланă. Сочи хулинчех тĕпленнĕ, çемье çавăрнă, виçĕ ывăл çитĕнтернĕ. Аслăраххисем — офицерсем, кĕçĕнни хăйĕнпе пĕрле пурăнать. Сочи — сывлăха çирĕплетмелли хула. Манăн атте те профсоюз панă путевкăпа çак хулара пулнăччĕ. Пушă вăхăтра вăл Владислав Алямшинпа тĕл пулса сăмахланă, ял пурнăçĕ çинчен калаçнă.
Владислав Алямшинăн хăй вăхăтĕнче Чернобыле командировкăна кайма ят тухнă. Вăл çăмăл машинăпа водительте вăй хунă, çÿллĕ шайри пуçлăхсене тата яппун çыннисене кирлĕ çĕре вăхăтра илсе çитернĕ. Унăн автомашини яланах çула тухма хатĕр пулнă. В.Алямшинăн пурнăçĕнчи нихăçан манăçми 180 кун Чернобыльте иртнĕ. Командировка вĕçленсен Владислав хăйне кĕтекен çемйине таврăннă, юратнă ĕçĕнче малалла тăрăшнă.
Май килсенех тăван яла — Йăлмахвана килсе çÿрет вăл. Иртнĕ çул та яла килнĕччĕ. Ун чухне Чернобыльте пулнăшăн панă наградăсене пĕрне те илменни çинчен пĕлтерчĕ вăл. «Эпĕ хамăн салтак тивĕçне пурнăçланă, нимĕнле паттăрлăх та тунă тесе шутламастăп», — терĕ В.Алямшин.
П.ЗАЙЦЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *