Мăнкун хăвачĕ кăмăла çĕклет

Мăнкун — çуркуннехи чи пысăк уявсенчен пĕри. Ахальтен мар Христос Турă вилĕмрен чĕрĕлсе тăнă каç районти чиркÿсемпе мăнастирте иртекен ятарлă чаплă кĕлĕсене православи тĕнне тытса пыракансем йышлă пухăнасси йăлана кĕнĕччĕ.
Шел пулин те, кăçал лару-тăру урăхларах килсе тухрĕ. Коронавирус инфекцийĕ уява унчченхилле ирттерме кансĕрлерĕ. Районти чиркÿсенче вара Мăнкун каçĕнчи чаплă кĕлĕсем яланхиллех кĕлĕ вулакансемшĕн тата унта ĕçлекенсемшĕн çеç иртрĕç. Уява эпир хăнăхнă йăлапа чиркÿсенче кĕтсе илеймерĕмĕр, пирĕн килте пулма тиврĕ. Çакă хамăрăн тата çывăх çыннăмăрсен хăрушсăрлăхĕшĕн кирлĕ пулнине кашниех ăнлантăмăр.
Комсомольскинчи «Вознесения Господня» чиркÿре чаплă кĕлле Николай протоиерей ирттерчĕ.
— Çутă Мăнкун савăнăçĕ кашни киле çиттĕр, ырра шанма пулăштăр, ырă ĕç тума хавхалантартăр. Пурне те чунтан сывлăх, килĕшÿ, ырлăх, юрату сунатăп! Христос Чĕрĕлнĕ! Мăнкун хăвачĕ пирĕн кăмăла çĕклĕ, пирĕн ĕненĕвĕмĕр мĕн пур йывăрлăха çĕнтерме пулăшĕ, — терĕ вăл пурне те саламласа.
Кăçал сăваплă çулăма района илсе килме май килмен. Çакă пĕтĕмпех коронавирус инфекцийĕ анлă сарăлнипе çыхăннă. Лару-тăру йĕркеленсессĕн Иерусалимри Кувукли ятлă часовньăна аннă сăваплă çулăм районти чиркÿсене те çитмелле. Палăртса хăваратпăр, хăватлă çулăма апрелĕн 18-мĕшĕнче Иерусалимран Мускаври «Çăлавçă Христосăн» храмне илсе çитернĕ.
А.МАРИЯН.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *