Наци проекчĕсен порталĕ ĕçлет

Наци проекчĕсен порталĕ ĕçлет

Республика ертÿçин тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлама тытăнсанах наци проекчĕсен темине сÿтсе явнă май Олег Николаев кăмăлсăрланнăччĕ: республикăра наци проекчĕсене пурнăçланипе çыхăннă информацие тупма йывăр-мĕн, ятарласа шыранă, анчах интернетра тулли информаци пухайман. Çавăнпа ун чухнех ку енĕпе ятарлă портал хатĕрлеме хушнăччĕ. Информполитика министерстви нумай кĕттермерĕ — çак кунсенче Правительство çуртĕнче çĕнĕ портал презентацийĕ иртрĕ.
Олег Николаевăн шухăшĕпе, наци проекчĕсене тÿрре кăларас енĕпе çине тăрса вăй хунипе пĕрлех çак ĕç çинчен халăха каласа кăтартни, тулли информаци пани те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Наци проекчĕсен порталĕ шăпах çак тĕллеве пурнăçлама пулăшĕ.
Информполитика министрĕ Михаил Анисимов портала хатĕрленĕ май хăйне евĕрлĕ мелпе усă курни пирки каларĕ. Чăваш Енĕн ИТ-кластерне явăçтарнă та — çак ассоциаци Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчи онлайн-хакатон йĕркеленĕ. Командăсем тупăшса ĕçленĕ — наци проекчĕсем тĕлĕшпе Раççейре кунашкал ĕç хальччен пулман-мĕн. Тупăшу çимĕçĕ — шăпах çак портал.
Портала тăватă блока уйăрнă: нацпроектсемпе çыхăннă информаци, нацпроектсен паспорчĕсенче сăнланнă нормăпа право докуменчĕсем, нацпроектсен интерактивлă карттисем тата нацпроектсемпе çыхăннă хыпарсемпе паллаштаракан пресс-центр — мĕн интереслентернине кура кирлине тупма, паллашма меллĕ. Калăпăр, капиталлă строительство объекчĕсен ин-терактивлă карттине уçатăн та — ăçта мĕн туни е тăвасси тÿрех куç умне тухать.
Кашни наци проекчĕ тĕлĕшпе уçăмлă информаци пур: мĕнле объектсем хута кайни, халь мĕнле проектсемпе ĕçлени тата çитес вăхăтра хăш енĕпе ĕçлесси таранах — пĕтĕмпех пĕр çĕрте. Олег Алексеевич порталти информацие тата пуянлатмаллине палăртрĕ, ăна çĕнетсех пымалли пирки асăрхаттарчĕ.
Республикăн наци проекчĕсен порталне ăçта шырамаллине пĕлтермелли кăна юлать: np.cap.ru ссылкăпа кĕрĕр те — интереслине тупатăр. Çав шутра, паллах, эсир пурăнакан хулара е районта наци проекчĕсемпе килĕшÿллĕн пурнăçлакан ĕçпе те паллашма пултаратăр.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *