Донорсене кĕтеççĕ

Донорсене кĕтеççĕ

#МыВместе акципе килĕшÿллĕн Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн представителĕсем тата журналистсем Шупашкарти юн илекен станцире донор пулса хăйсен юнне панă. Вĕсем Чăваш Енре пурăнакансене пандеми вăхăтĕнче те чирлисене донорсен юнĕ питĕ кирли çинчен аса илтереççĕ.
Юн илекен центрта ĕçлекенсем пĕлтернĕ тăрăх, коронавирус чирне сарăлма парас мар тесе, ятарлă мерăсем йышăннине кура, донорсен шучĕ палăрмаллах чакнă. Республикăри чылай пациента донорсен юнĕ питĕ кирлĕ. Ытларах чухне хирурги операцийĕсем вăхăтĕнче тата ача çуратмалли çуртсенче донор юнĕпе усă кураççĕ.
— Халĕ пурне те килте ларма сĕнеççĕ, анчах та çакă çынсене пулăшма пăрахмаллине пĕлтермест. Енчен те эсир сывлăхлă, хăвăра лайăх туятăр пулсан, юн илекен центра пырăр, донор пулса республикăри юн запасне пуянлатăр, — тет акцие хутшăннă Илья Васильев.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *