Воскресенье, 5 мая

Общество

Вăрçă вăхăчĕ асран тухмасть

Вăрçă вăхăчĕ асран тухмасть

Эпĕ, Нина Яковлевна, 1934 çулта Вăрнар районĕнчи Мамалаево ятлă ялта çуралнă. Нумай çул иртнĕ пулсан та, паянхи кун та вăрçă вăхăчĕ асран тухмасть-çке! 1941 çулхи çулла пĕр каçхине чÿречерен шаккарĕç: «Яков Сергеевич, хатĕрленĕр! Ыран ирхине ирех вăрçа тухса каймалла!» — терĕç. Анне кăмака хутса ячĕ, атте валли çăкăр татăкĕсенчен сухари хатĕрлерĕ. Вара ирхине эпир аттене вăрçа ăсатрăмăр. Килте аннепе тăватă ача юлтăмăр. Атте вăрçăран аманса килсен нумай пурăнаймарĕ, 45-рех пирĕнтен уйрăлчĕ. Эпĕ ялти çичĕ çул вĕренмелли шкулта ăс пухрăм. Ытти ачасем пекех çăпатапа çÿрерĕм. Çуркунне çăпата тĕпне хăмаран такан çĕлесе паратчĕç. Тумтире килте тĕртнĕ пусмаран алăпа çĕлесе тăхăннă. Тетрадьсем пулман, кивĕ кĕнекесем тупса вĕсем çине çырнă. Чернил хăрăмран тунă. Хăш-пĕр чухне доска çине çырма мел

Пĕрле ĕçлеме çăмăлрах

Çулталăкĕпе тăрăшса ĕçленĕ хыççăн хирти ĕçсем вĕçленчĕç. Пÿлмесем туп-тулли, вĕсенче «сарă ылтăнпа» «иккĕмĕш çăкăр» упранаççĕ. Хĕлле выльăхсене апатлантарма ĕçченсем сенаж-силос янтăланă, сĕтеклĕ çемçе уттипе улăмĕ те туллиех. Ял хуçалăхĕнче ял хуçалăх продукцине çителĕклĕ хатĕрлени, выльăх-чĕрлĕх пуçне шута илсе, техника юсавлă пулнине пĕлсе ĕçлени пысăк витĕм кÿрет. Унсăрăн малашлăха палăртма, çулталăка пĕтĕмлетме, аталанма йывăртарах. Хуçалăхра кашни япала, паллах, шутра пулмалла. Ахальтен мар ял хуçалăх производство кооперативĕнче тăрăшакан бухгалтерсем ĕçе пĕлсе йĕркелеççĕ. Ĕç укçи тÿлесси, налуксене хывасси, субсидисемпе усă курасси, кредитсене вăхăтра тÿлесси тата ытти шут ĕçĕ пĕтĕмпех вĕсен çинче-çке. Акă, «Восток» ял хуçалăх производство кооперативĕнче тăрăшакансем те шаннă вырăн

Бассейна юсама хушма укçа уйăрнă

Кăçал адреслă инвестици программипе килĕшÿллĕн республикăра пурĕ çĕнĕ 12 спорт объекчĕ хута ямалла пулнă. Анчах та вĕсенчен иккĕшĕнче çеç хальлĕхе строительство ĕçĕсене туса пĕтерме май килнĕ. Пĕри — Чăваш кадет корпусĕ çумĕнчи хоккей центрĕ, тепри — Красноармейски салинчи футболла вылямалли ятарлă лапам. Пирĕн районта та «Кĕтне» ФСК территорийĕнче футболла вылямалли çакнашкал лапам тума палăртнăччĕ. Проектăн маларах палăртнă хакĕ 32 миллион тенкĕпе танлашнă. Анчах та 5 хутчен аукцион ирттерсен те ĕçсене пурнăçлама килĕшекен подряд организацийĕ тупăнман. Республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрсан ĕçсене çитес çул пурнăçлама плана кĕртнĕ. Проектпа килĕшÿллĕн футбол уйĕ паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекенскер пулмалла. «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнчи бассейна тĕпрен юсас ĕçре те йывăрл
Коррупцие хирĕç кĕрешеççĕ

Коррупцие хирĕç кĕрешеççĕ

Декабрĕн 9-мĕшĕ — Пĕтĕм тĕнчери коррупцие хирĕç кĕрешекенсен кунĕ. Раççей ООН генеральнăй ансамблейи 2003 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнче йышăннă коррупцие хирĕç кĕрешекен конвенцине пĕрремĕшсен шутĕнче алă пусса йышăннă. Виççĕмĕш пинçуллăхра коррупцие хирĕç кĕрешÿ çинчен Раççейре официаллă майпа пĕлтернĕ. Коррупци сăмахăн ăнлавĕ мĕнле-ши? Тата общество пурнăçĕнче çак пулăм мĕнле вырăн йышăнать? Коррупци — анлă ăнлав. Саккун коррупци ăнлава служба положенийĕпе е полномочисемпе усă курса обществăпа патшалăхăн саккунлă интересĕсене хирĕçлесе хăйне валли е урăх çын валли тупăш илес тĕллевпе усă курни, взятка илни е пани, саккуна пăсса пĕр-пĕр çынна тупăш туса пани тесе ăнлантарать. Должноçри çынсен коррупци ĕçĕсене пула патшалăх çулсерен укçа-тенкĕ енчен сахал мар тăкак курать, граждансемпе организ
Хĕллехи вăхăтра тимлĕ пулар

Хĕллехи вăхăтра тимлĕ пулар

Кашни кун пирĕн çĕршывра пурăнмалли секторсенче алхасакан пушарсенче вуншар çыннăн пурнăçĕ татăлать, тата нумай çын вĕсенче аманаççĕ. Чылай тĕс- лĕхре инкекĕн аталанăвĕ пĕр евĕрлĕ — вут-çулăм эрех-сăрапа айкашакансен, ÿсĕрле вырăн çинче пирус туртакансен тухать. Çавăн пекех юсавсăр кăмакасемпе, килте ăсталанă ăшăтмалли хатĕрсемпе усă курнă чухне е юсавсăр электропралуксене пула час-часах «хĕрлĕ автан» алхасать. Чăваш Енре тухнă пушарсене тĕпчес пулсан, ытларах чухне вĕсем электротехника сăлтавĕсемпе çыхăнни паллă. Районта та кăçал электричество хатĕрĕсемпе тĕрĕс мар усă курнипе çыхăннă 13 пушар тухнă. Çакăн пек тĕслĕхсенчен асăрхаттарас тĕллевпе районти надзор ĕçĕн уйрăмĕ электричество приборĕ- семпе килте усă курнă чухне тимлĕ пулмалли çинчен аса илтерет. Çак йĕркесене яланах асра тытмал
Асăрханса ярăн!

Асăрханса ярăн!

Хĕллехи кунсем хăйсен илемĕ-пе савăнтараççĕ. Кунсем сивĕ те хĕвеллĕ. Çак кунсенче, паллах, камăн килте пăчăхса ларас килтĕр. Ачасем вара уйрăмах урама васкаççĕ. Пĕрисен çунашкапа, ватрушкăпа ярăнас килет, теприсем каток тата пăр çинче ярăнма кăмăллаççĕ, виççĕмĕшĕсем уçăлса çÿренипех çырлахаççĕ. Темĕнле пулсассăн та вара чи малтанах асăрханулăх пирки шутламалла. Акă, республикăра юлашки вăхăтра ватрушкăпа, ледянкăпа, çунапа ярăннă чухне ачасем суранланнă тĕслĕхсем нумайланнă. Çакăн сăлтавĕ вара куçкĕрет — ачасем ятарлă вырăнсенче ярăнмаççĕ е хăшĕ-пĕрисем çул çывăхĕнчи сăрт çинченех ярăнса анаççĕ, теприсем çул айккипех ярăнма хăрамаççĕ. Çавна май ачасен ярăнмалли хатĕрсемпе усă курнă чухне çав тери асăрхануллă пулмалла. Ачасем килтен тухса кайнă чухне ашшĕ-амăшĕсен те тимлĕ пулмаллине аса и
Çĕнĕ çул çитнине мĕн систерет?

Çĕнĕ çул çитнине мĕн систерет?

Чи малтанах урамсемпе парксенчи, культура çурчĕсемпе учрежденисен, суту-илÿ лавккисен умĕнчи капăр чăрăшсем, йăмăхакан тĕрлĕ тĕслĕ çутăсем уяв çывхарнине систереççĕ. Кашни çулах Çĕнĕ çула кĕтсе çуртсене, чăрăшсене илемлĕрех те илемлĕрех капăрлатас килет. Акă, район центрĕнче вырнаçтарнă Тĕп елкăнах илер-ха. Вăл çулсерен хитререх те илĕртÿллĕрех пек туйăнать. Кăçал ăна район администрацийĕн çурчĕ умне вырнаçтарнă. Капăр елка таçтан инçетрен курăнать, каçхине тĕрлĕ тĕслĕ çутăпа ялкăшаканскер пушшех те куçа илĕртет. — Тĕлĕнмелле хитре вăл, — тесе çыраççĕ пире социаллă сетьсенчи постсенче. Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова пĕлтернĕ тăрăх, капăр чăрăша вăрманта чылай шырама тивнĕ. — Чăрăш çÿллĕ тата лăссисем хитре те пуян пулмаллине шута илсе вун-вун йывăçа хакларăмăр. Хитре
Кашни кун савăк кăмăлпа ĕçе васкать доярка

Кашни кун савăк кăмăлпа ĕçе васкать доярка

Ял хуçалăхĕнче механизаторпа доярка профессийĕсем яланах мухтавлă та пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Хальхи саманара механизаторсен ĕçĕ ытларах уйри ĕçсемпе çыхăннă пирки сезон тăрăх йĕркеленет. Дояркăсем вара хĕллехи шартлама сивĕре е айĕн-çийĕн вĕçтерекен çил-тăманра та, çуркунне те, çуллахи шăрăхра та, кĕрхи йĕпхÿ пĕрĕхекен пылчăклă çанталăкра та паян ĕçе каймасан та юрать тееймеççĕ. Ирпе-ирех, çынсем тутлă тĕлĕксем курса çывăрнă вăхăтра, фермăра тăрăшакансем ĕçе васкаççĕ. Дояркăсен ĕçĕ хальхи компьютер ĕмĕрĕпе цифра технологийĕсен саманинче те çăмăллисен шутне кĕмест. Çак ĕçре çын вăйĕн факторĕ çавах тĕп вырăн йышăнать. Лидия Петровна Пыркина «Урожай» колхозра 1987 çултанпа тăрăшать. — Ĕçе вырнаçсанах малтан пăрусем пăхрăм, каярах ĕнесем патне ĕçлеме куçарчĕç. Хальхи вăхăтра эпир 8 доярка, п
Пирĕн районта та велоспорт аталанĕ

Пирĕн районта та велоспорт аталанĕ

Декабрĕн 2-мĕшĕнче районти «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче В.Ярды ячĕллĕ олимп резервĕн спорт шкулĕн велосипед спорчĕн уйрăмне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Мероприятие ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Василий Петров, район пуçлăхĕ Ремис Мансуров, В.Ярды ячĕллĕ олимп резервĕн спорт шкулĕн директорĕ Василий Павлов, велосипед спорчĕ енĕпе РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ, пирĕн районта çуралса ÿснĕ Владимир Краснов хутшăнчĕç. — Олимп резервĕн спорт шкулĕсем тĕрлĕ муниципалитетсенче спорта аталантарас, ертсе пырас, методика пулăшăвĕпе тивĕçтерес тĕллевлĕ. Комсомольски районĕн спортсменĕсен йышĕнчен çĕнĕ чемпионсем, Раççей чысне пĕтĕм тĕнчери ăмăртусенче хÿтĕлекен олимп «çăлтăрĕсем» тухасса иккĕленместĕп, — терĕ министр пуçтарăннисене саламланă май. Вăл шыв-çăлав спорчĕ енĕпе йĕркеленĕ Раççей
Ĕçне кура – хисепĕ

Ĕçне кура – хисепĕ

Ашшĕ, Рафакат Тимергалеев, «Заветы Ильича» колхозра автомашинăпа ĕçленипе-ши, е чĕри техника енне туртăннипе, Решит ача чухнех хуçалăхăн машинăпа трактор паркĕ çывăхĕнче пулма юратнă. Ун хапхинчен тухакан хăватлă кĕрлевлĕ тракторсем ĕçе тухса кайнине, ăна тытса пыракансем кабинăра мăнаçлăн ларса пынине курсан, тен, ун чухнех хăйĕн те тракторист пулас ĕмĕчĕ çуралнă пулĕ. Ял ачи хирте гусеницăллă тракторсем суха тунине, акнине, комбайнсем тырă вырса çапнине пĕрре мар курнă, паллах. Механизаторсем хирте çĕрĕпе ĕçлесе пархатарлă ĕç тунине пĕчĕккĕллех тĕшмĕртеймен пулин те, вĕсем çине ăмсанса пăхнах. Ÿсерехпе, хăй те комбайнер, тракторист пулăшаканĕ пулса ĕçлесе пăхнă хыççăн, вĕсен ĕçĕ мĕн тери йывăр пулнине ăнланса илнĕ. Анчах та çакă ăна тракторист пулас ĕмĕтрен пистермен. Район центрĕнчи «С