Пятница, 19 апреля

Асăрханса ярăн!

Асăрханса ярăн!

Хĕллехи кунсем хăйсен илемĕ-пе савăнтараççĕ. Кунсем сивĕ те хĕвеллĕ. Çак кунсенче, паллах, камăн килте пăчăхса ларас килтĕр. Ачасем вара уйрăмах урама васкаççĕ. Пĕрисен çунашкапа, ватрушкăпа ярăнас килет, теприсем каток тата пăр çинче ярăнма кăмăллаççĕ, виççĕмĕшĕсем уçăлса çÿренипех çырлахаççĕ. Темĕнле пулсассăн та вара чи малтанах асăрханулăх пирки шутламалла.
Акă, республикăра юлашки вăхăтра ватрушкăпа, ледянкăпа, çунапа ярăннă чухне ачасем суранланнă тĕслĕхсем нумайланнă. Çакăн сăлтавĕ вара куçкĕрет — ачасем ятарлă вырăнсенче ярăнмаççĕ е хăшĕ-пĕрисем çул çывăхĕнчи сăрт çинченех ярăнса анаççĕ, теприсем çул айккипех ярăнма хăрамаççĕ. Çавна май ачасен ярăнмалли хатĕрсемпе усă курнă чухне çав тери асăрхануллă пулмалла. Ачасем килтен тухса кайнă чухне ашшĕ-амăшĕсен те тимлĕ пулмаллине аса илтермелле. Каток çинче конькипе ярăннă вăхăтра та асăрханулăх пирки манмалла мар. Пырса тăрăнасси, ÿкесси те, аманасси те çавăнтах.
Юханшыв çинчи пăр çинче ярăннă чухне те тимлĕхе çухатма кирлĕ мар! Кунта та шуса ÿкме, такăнма, аманма пулать. Çанталăк ăшă чухне вара пăр çине пачах та кĕмелле мар. Инкек куçа курăнса килмест теççĕ. Çавăнпа та тимлĕ пулни, сыхланни хамăра упрать.
Л.ПУШКИНА,
район администрацийĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен уйрăм заведующийĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *