Коррупцие хирĕç кĕрешеççĕ

Коррупцие хирĕç кĕрешеççĕ

Декабрĕн 9-мĕшĕ — Пĕтĕм тĕнчери коррупцие хирĕç кĕрешекенсен кунĕ. Раççей ООН генеральнăй ансамблейи 2003 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнче йышăннă коррупцие хирĕç кĕрешекен конвенцине пĕрремĕшсен шутĕнче алă пусса йышăннă. Виççĕмĕш пинçуллăхра коррупцие хирĕç кĕрешÿ çинчен Раççейре официаллă майпа пĕлтернĕ.
Коррупци сăмахăн ăнлавĕ мĕнле-ши? Тата общество пурнăçĕнче çак пулăм мĕнле вырăн йышăнать?
Коррупци — анлă ăнлав. Саккун коррупци ăнлава служба положенийĕпе е полномочисемпе усă курса обществăпа патшалăхăн саккунлă интересĕсене хирĕçлесе хăйне валли е урăх çын валли тупăш илес тĕллевпе усă курни, взятка илни е пани, саккуна пăсса пĕр-пĕр çынна тупăш туса пани тесе ăнлантарать. Должноçри çынсен коррупци ĕçĕсене пула патшалăх çулсерен укçа-тенкĕ енчен сахал мар тăкак курать, граждансемпе организацисен прависем те пăсăлаççĕ.
Раççей Федерацийĕнче коррупцие хирĕç кĕрешессипе ятарлă мерăсем пурнăçланаççĕ. Прокуратура органĕсем саккунпа килĕшÿллĕн право сыхлав органĕсен асăннă сферăри ĕçне йĕркелесе пыраççĕ. Унсăр пуçне прокуратура органĕсем должноçри çынсен тата муниципалитет органĕсен асăннă сферăри ĕçне-хĕлне тĕрĕслесе тăраççĕ, преступленисене тата административлă правăна пăснине тупса палăртаççĕ. Прокурорсем судсенче коррупци енĕпе пурнăçлакан патшалăх айăплавне хÿтĕлеççĕ.
Прокуратура органĕсем коррупци профилактики çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Районти учрежденисенче ирттернĕ тĕрĕслевсем ĕç паракансем ĕçлекенсене коррупцие хирĕç саккунсемпе паллаштарманнине, çынсем час-часах коррупци мĕнне пĕлменнине тупса палăртнă.
Деклараци кампанийĕ вăхăтĕнче хăшпĕр муниципалитет тата патшалăх служащийĕсем, представителлĕ органсен депутачĕсем тупăш çинчен калакан сведенисене тĕрĕс кăтартмаççĕ. 2019 çулта туса илнĕ тупăшсене пĕтĕмпех кăтартман 15 тĕслĕхе тупса палăртнă. Çавăн пекех тăкаксене тĕрĕслемелли çинчен калакан саккунăн хушăвĕсене пăхăнман тĕслĕхсене те палăртнă. Çав шутра муниципалитет служащийĕсем пысăк япаласем туянса укçа-тенкĕ тăкакланине çирĕплетсе паракан документсене вăхăтра тăратман е документсем тивĕçлĕ материалсенче пулман. Должноçри çын саккун енчен чару пулнине пĕлсе тăрса çывăх тăванĕпе муниципалитет контракчĕ тунă фактсене тупса палăртнă. Пĕтĕм тĕслĕхсем тăрăх мерăсем йышăннă, айăплисене явап тыттарнă.
Саккунпа килĕшÿллĕн муниципалитет тата патшалăх служащийĕ пулнă çынна ĕçе илнĕ чухне ĕç параканăн çакăн çинчен малтанхи ĕç вырăнĕнчи влаç органĕсене пĕлтермелле. Мускавра тата Шупашкарта вырнаçнă икĕ организацин ертÿçисем çакăн пек çынсене ĕçе илнине малтанхи ĕç параканĕсене пĕлтермесĕр саккуна пăснă. Çак тĕслĕхсем тăрăх Раççей Федерацийĕн административлă правăна пăснисен кодексĕн 19.29 статйипе ĕç пуçарса айăплисене 50 пин тенкĕрен пуçласа 100 пин тенкĕ таран штраф тÿлеттернĕ.
Районти учрежденисенче иртнĕ тĕрĕслев ĕçĕсем ĕç паракансем нумай чухне коррупци саккунĕсен хушăвĕсене ĕçлекенсем патне çитерменнине палăртнă. Тĕрĕслев акчĕсене çырнипе пĕрлех прокуратура специалисчĕсем учрежденисен ĕçченĕсемпе семинарсем ирттернĕ, саккунăн тĕп требованийĕсене ăнлантарса панă.
Районти прокуратура çулсеренех коррупци преступленийĕсемпе çыхăннă ĕçсене пăхса тухать. Час-часах граждансем должноçри çынсене «хăйсен ыйтăвĕсене татса пама» ыйтса саккун йĕркине хирĕçлекен тÿлевсем сĕнеççĕ. Çапла майпа «пĕчĕк çынсем» те коррупци схемисене явăçаççĕ.
Районта пурăнакансене аса илтеретпĕр, енчен те коррупци ĕçĕсем çинчен мĕн те пулсан пĕлетĕр пулсан прокуратурăна пĕлтермелле, ĕçпе çыхăннă лару-тăрăва тĕплĕн тĕрĕсленĕ хыççăн айăплисем саккун умĕнче явап тытĕç. Тÿрĕ мар кăмăллă чиновниксене взятка парса гражданин хăй те преступленине хутшăнать. Должноçри çынна взятка панăшăн РФ Уголовлă Кодексĕн 291 статйипе килĕшÿллĕн 15 çула çити ирĕкрен хăтарма, çийĕнчен сĕннĕ взяткăран çитмĕл хут пысăкрах штраф тÿлеттерме пултараççĕ. Взятка пани çинчен хăй ирĕкĕпе пĕлтерсен е взяткăна пусахласа илни фактсемпе çирĕпленсен çынна уголовлă яваплăхран хăтараççĕ.
Коррупци енĕпе саккуна пăснă тата преступлени тунă тĕслĕхсем çинчен районти прокуратурăн хĕрÿ лини телефонĕ çине 8/83539/5-15-31 номерпе хăвăр ята каламасăр пĕлтерме пулать.
О.ВАСИЛЬЕВ,
район прокурорĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *