Пятница, 19 апреля

Бассейна юсама хушма укçа уйăрнă

Кăçал адреслă инвестици программипе килĕшÿллĕн республикăра пурĕ çĕнĕ 12 спорт объекчĕ хута ямалла пулнă. Анчах та вĕсенчен иккĕшĕнче çеç хальлĕхе строительство ĕçĕсене туса пĕтерме май килнĕ. Пĕри — Чăваш кадет корпусĕ çумĕнчи хоккей центрĕ, тепри — Красноармейски салинчи футболла вылямалли ятарлă лапам.
Пирĕн районта та «Кĕтне» ФСК территорийĕнче футболла вылямалли çакнашкал лапам тума палăртнăччĕ. Проектăн маларах палăртнă хакĕ 32 миллион тенкĕпе танлашнă. Анчах та 5 хутчен аукцион ирттерсен те ĕçсене пурнăçлама килĕшекен подряд организацийĕ тупăнман. Республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрсан ĕçсене çитес çул пурнăçлама плана кĕртнĕ. Проектпа килĕшÿллĕн футбол уйĕ паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекенскер пулмалла.
«Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнчи бассейна тĕпрен юсас ĕçре те йывăрлăхсем сиксе тухнă. Подрядчик кăçалхи апрель уйăхĕнчех ĕçе пикеннĕччĕ. Анчах та тĕрлĕ сăлтавсене пула вăл палăртнине пурнăçламан. Çавăнпа та октябрь уйăхĕнче тепĕр хут аукцион ирттерсе çĕнĕ подрядчике палăртнă. Ноябрь вĕçĕнче «Аквахимсервис» ООО «Кĕтне» ФСКри бассейна тĕпрен юсаса çĕнетес ĕçе пикеннĕ. Маларах проект тăрăх 1 миллион та 50 пин тенкĕ тă- каклама палăртнă пулсан, каярах проекта улшăнусем кĕртме тивнĕ. Çакă унччен ĕçленĕ организаци ĕçсен пĕр пайне кăлтăксемпе пурнăçланипе çыхăннă. Çавна пула ĕнтĕ «Аквахимсервис» ООО ĕçченĕсен вĕсен умĕн ĕçленĕ организаци хунă 25 тонна строительство хутăшне çĕмĕрсе турттарса тухма тата ытти кăлтăксенчен хăтăлма тивнĕ.
— Маларах проекта кĕртнĕ ĕçсемсĕр пуçне хушма ĕçсем тума тиврĕ пулсан та, палăртнă вăхăт тĕлне юсава вĕçлеме тăрăшатпăр. Декабрĕн 20-мĕшĕ тĕлне объекта хута яма май килĕ, — пĕлтерет организацин тĕп инженерĕ Александр Гурнов.
Чăннипех калас пулсассăн, районта пурăнакансем бассейн хута каясса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Шывра ишсе киленес текенсем пирĕн хушăра сахал мар. Çавăн пекех кунта ачасене ишме вĕрентес енĕпе ятарлă секци те ĕçлет. Унта çÿрекенсем район, республика, Раççей шайĕнчи ăмăртусенче мала тухма та пултарнă.
Спорт объекчĕсем çине республикăра чăннипех те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ялсенче спорт лапамĕсем те сахал мар хута кайнă. Акă, кăçал çеç районти 3 шкулта — Хырай Ĕнел вăтам, Чĕчкен, Александровка тĕп шкулĕсенче спортзалсене тĕпрен юсанă. Ĕçе пурнăçлакан организацисем пĕтĕмпех вăхăтра тунă.
Республикăра кăçал спорт объекчĕсем тума тата реконструкцилеме 584126,9 пин тенкĕ ытла уйăрнă, çав шутра федераци бюджетĕнчен — 24997,1 пин тенкĕ, республика бюджетĕнчен — 559129,8 пин тенкĕ.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *