Общество

Тăван ялтах епле аван, вăл кунран-кун аталансан

Пурнăç урапи пĕр вырăнта тăмасть, пĕрмаях малалла кусать. Кун хыççăн кун, çул хыççăн çул иртсе пынă май район сăн-сăпачĕ улшăнса пыни тÿрех курăнать. 20—30 çул каяллахипе танлаштарсан, Комсомольски ял тăрăхĕ те чылай урăхланнă, çĕнĕ çуртсем ÿсе-ÿсе ларнă, çулсем çĕнелнĕ, урамсем хăтлăланнă, илемленнĕ. Комсомольски район центрнех илер-ха. Кăçал вăл тĕпрен улшăнчĕ тесен те йăнăш пулмасть. Тĕп лапам хăтлăланчĕ, илемленчĕ, пысăкланчĕ. Район центрĕнчи парка çĕнетес енĕпе «Хăтлă хула хутлăхĕ йĕркелесси» программăпа килĕшÿллĕн пысăк ĕçсем тума палăртнă. Ку енĕпе пĕлтĕрех ĕçе пикен- нĕччĕ ĕнтĕ, çавах та тумалли тата та нумай. Çулла паркри тимĕр картасене унчченхи вырăнтан илсе проектпа смета документацийĕ тăрăх вырнаçтарма тытăннă. Уçăлса çÿрекенсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерме çĕнĕ тротуарсем сарнă.

«Ÿсĕм вырăнĕ» хавхаланатарать

Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекенсем робот пуçтарма çеç мар, вĕсене программăлама та вĕренеççĕ. Конструктор деталĕсенчен пуçтарнăскерсене пĕр-пĕринпе ăмăртса «чуптараççĕ», ытти хушăва пурнăçлаттараççĕ. Çак тĕллевпе пультпа çеç мар, хăйсен карас телефонĕсемпе те усă кураççĕ. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнчи «Ÿсĕм вырăнĕ» центрта йĕркеленĕ кружоксем ачасене килĕшекен тата илĕртекен нумай ĕçе тума вĕренмешкĕн пулăшаççĕ. Шкулта цифра тата гуманитари пĕлĕвĕ паракан «Ÿсĕм вырăнĕ» центр пĕлтĕрхи сентябрь уйăхĕнче уçăлнă. Вăл икĕ пÿлĕмрен тăрать: пĕри — проект ĕçĕ-хĕлне аталантармалли, тепри — цифра пĕлĕвне тарăнлатмалли. «Вĕренÿ» наци проекчĕн тытăмне кĕрекен «Хальхи шкул» проектпа килĕшÿллĕн вĕсене сĕтел-пуканпа тата кирлĕ оборудованипе тивĕçтернĕ. Çав шутрах — ноутбуксемпе, пысăк м

Пирĕн шкулта та хуларинчен кая мар

Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнчи Цифра тата гуманитари профилĕллĕ «Ÿсĕм вырăнĕ» кăçалхи вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче хута кайрĕ. Вĕренÿ центрĕ информатика тата ОБЖ предмечĕсене çĕнĕ пурлăхпа техника базипе усă курса вĕрентме май парать. Çавăн пекех IT-технологисемпе, медиатворчествăпа, шахмат вĕренĕвĕпе, проект ĕçĕпе хушма программăсем тăрăх ачасем пĕлÿ илме пултараççĕ. «Ÿсĕм вырăнĕ» икĕ кабинетран тăрать. Вĕсене тĕрлĕ оборудованипе, квадрокоптерсемпе, çынна пĕрремĕш пулăшу пама вĕренмелли манекенсемпе, виртуаллă чăнлăх шлемĕсемпе, шахмат сĕтелĕсемпе, ноутбуксемпе тивĕçтернĕ. Çакă ачасене пур енлĕн аталанма пулăшать. Шкулта «Ÿсĕм вырăнĕ» ĕçлеме пуçланăранпа нумаях вăхăт иртмерĕ пулин те, ачасем тĕрлĕ çĕнĕлĕхсене алла илме ĕлкĕрчĕç те ĕнтĕ. Акă, нумаях пулмасть вĕренекенсем 3D-принтерпа усă

Грант укçипе — çĕнĕ ферма

«Вак тата вăтам предпринимательлĕх тата уйрăм предприниматель пуçарăвне пулăшу кÿресси» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Енре ял хуçалăхĕнче тăрăшакансене пулăшу кÿрес енĕпе регионаллă проект пурнăçа кĕрет. Унпа килĕшÿллĕн 2024 çул тĕлне республикăри ял хуçалăх тытăмĕнче тăрăшакан вак тата вăтам предпринимательсен шутне ÿстерме, çĕнĕ хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем тата ял хуçалăх потребительсен кооперативĕсем тума палăртнă. Çавăн пекех проект ĕçлекен хуçалăхсен тухăçлăхне, усăлăхне ÿстерес тĕллевлĕ. Р.А.Хайртдинов çак проекта хутшăнса çемье фермине аталантарма грант çĕнсе илнĕ. 5 миллиона яхăн тенкĕлĕх грант укçине фермер хăйĕн хуçалăхне аталантарасси çине янă: çĕнĕ лаша ферми хăпартнă, 68 пуç тиха туяннă. Çак гранта иличчен хуçалăхра 31 пуç лаша пулнă. Бизнес-планпа килĕшÿллĕн 2024 çулччен
В новый год без долгов!

В новый год без долгов!

Межрайонная ИФНС России № 2 по Чувашской Республике проводит акцию «В Новый год — без долгов» и призывает налогоплательщиков оплатить задолженности по налогам до конца текущего года. Уплата налогов осуществляется налогоплательщиками на основании направленного налоговым органом налогового уведомления и платежных документов к нему или в электронном виде через онлайн сервис «Личный кабинет налогоплательщика физического лица». Налогоплательщики-пользователи сервиса ФНС России «Личный кабинет налогоплательщика для физических лиц» не получат налоговые уведомления по почте. Им налоговые уведомления направлены в электронной форме через «Личный кабинет». Произвести расчеты с бюджетом можно с помощью сервисов ФНС России «Личный кабинет налогоплательщика для физических лиц» и «Уплата налогов и пош

Туслă та çирĕп çемье – чăн телей

Кашни çын çирĕп те телейлĕ çемье çинчен ĕмĕтленет. Шăпах çакăн пек çемье чи хаклă пуянлăх пулса тăрать. Йăлана кĕнĕ тăрăх, республикăри чи хастар, пултаруллă, туслă та çирĕп çемьесем хушшинче кашни çулах «Çулталăк çемйи» конкурс иртет. Кăçал ăна коронавирус чирне пула хăнăхнă йĕркепе ирттерме май килмен. Апла пулин те, республикăри чи маттур çемьесем онлайн мелпе конкурса хутшăнса хăйсен пултарулăхне кăтартнă. «Çулталăк çемйи — 2020» конкурса тĕрлĕ районсемпе хуласенчен 105 çемье хутшăннă. Вĕсенчен 28-шĕ финала тухма пултарнă. Вĕсем хушшинче Тăманлă Выçли ялĕнчи Поляковсен çемйи те пур. Çак кунсенче вĕсене район администрацийĕн çуртне йыхравласа чысланă, видеоконференцçыхăну мелĕпе йĕркеленĕ мероприятире конкурса хутшăннă çемьесене ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тата унăн мăшăрĕ Наталья Алексее

Планпа килĕшÿллĕн ĕçлеççĕ

Раççей Федерацийĕн Пенси фондне туса хунăранпа декабрĕн 22-мĕшĕнче 30 çул çитрĕ. Çак вăхăтра пенси фончĕ вăй илсе, тĕрекленсе çынсене тивĕçлĕ пулăшу парать. РФ Пенси фончĕн районти управленине чылай çул Зоя Каринкина, Сергей Горбунов ертсе пынă. Паянхи кун районти клиентсен службин начальникĕ — Ирина Германовна Белобаева. Вĕсем ума лартнă тĕллевсене вăхăтра пурнăçлаççĕ, планпа килĕшÿллĕн ĕçлесе пыраççĕ. Тăрăшса ĕçлекен коллективра ĕç кал-кал пынине ÿсĕмсем çирĕплетеççĕ. «Паянхи куна управленире 6 çын тăрăшать: Ирина Самарина, Марина Шашкина, Валентина Афанасьева, Арина Шуряшкина, Гюзель Рахимзянова, Рузия Салахутдинова. Вĕсем пурте — аслă пĕлÿллĕ, опытлă специалистсем. Клиентсене тивĕçлĕ пулăшу пама пĕтĕм услови пур. 2020 çулхи тăхăр уйăхра тĕрлĕ ыйтупа клиентсен службинче 8545 çынна йышă

Çĕнĕ çулхи тĕп тост – Раççейшĕн!

Раççей Президенчĕн çуллен йĕркелекен пысăк пресс-конференцийĕ ку хутĕнче онлайн мелпе иртрĕ. Калаçăва Владимир Путин пресс-конференци валли ярса панă ыйтусен шучĕ пысăккине палăртнинчен пуçларĕ — вĕсем çĕр-çĕр пин. Паллах, кашнинех тÿрĕ эфирта хуравлаймăн, анчах вăл Халăх фрончĕ, ытти тытăм пулăшнипе пурне те тишкерме шантарчĕ, хăйĕншĕн çакнашкал çыхăну питĕ пысăк пĕлтерĕшли çинчен каларĕ. Владимир Путин 2020 çул пандемипе палăрса юласси çинчен каларĕ: Раççейшĕн кăна мар — пĕтĕм тĕнчешĕн. Тупăш чакни, ĕç вырăнĕ сахалланни... Çапах «çивĕч ыйтусем тинĕс пек» пулин те Раççей çак йывăрлăхсемпе кĕрешме пултарнине ĕнентерсе пачĕ. Çĕршыв ертÿçин шучĕпе, пандеми тапхăрĕ кăткăс пулин те йывăрлăхра халăх пĕтĕçни палăрать, социаллă ыйтусене татса парассине пăрахăçламан — çакă чи пĕлтерĕшли. Коронав

Вăрман та каснă, çул та тунă…

— Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă чухне эпĕ 10 çултаччĕ, — тесе пуçлать хăйĕн аса илĕвĕсене Хирти Мăрат ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Тăманлă Выçли ялĕнче пурăнакан Вера Михайловна Краснова. — 1941 çулхи август уйăхĕнче атте вăрçа тухса кайсан аннепе тата икĕ кĕçĕн шăллăмпа тăрса юлтăмăр. 1942 çулхи Хĕрарăмсен кунĕнче çут тĕнчене йăмăк килсен ман ачалăхăм вĕçленчĕ. Çанталăк кăшт ăшăтсанах анне ака ĕçĕсене хутшăнса пĕчĕк пепкипе икĕ шăллăма мана шанса хăварса ĕçе çÿреме пуçларĕ, — аса илет кинемей. Пĕчĕккисем кăшт аталансан Вера та колхоз ĕçĕ çумне çыпăçнă. Акара вăрлăх хатĕрлеме пулăшнă, çĕрулми касма пĕчĕкрех пулнă пулсан та аслисем каснă çĕрулми витрисене йăтнă. Çу кунĕ çитсен çум çумланă, пучах пуçтарнă, хĕл сиввинче молотилкăпа тырă çапнă çĕрте кĕлте йăтнă. 1946 çулта çемье пуçĕ вăрçă

Мăнукĕсемпе савăнаççĕ

Аслă Чурачăк хĕрне, Елена Замковăна /халĕ Волкова/ яла юлма никам та ÿкĕтлемен. Тантăшĕсем тĕрлĕ хуласене вĕренме тухса кайнă пулсан, вăтам шкул пĕтернĕ хыççăнах Елена Чĕчкенти сĕт-çу фермине çул тытнă. Унти ĕçсем çĕнĕлĕх, вăрттăнлăх пулман уншăн. Ара, уроксем хыççăн сахал-и вăл амăшне пулăшма фермăна васканă. Унти йывăр ĕçе хăй куçĕпе курнă, хăй астивсе курнă. Апла пулин те мĕн пĕчĕкрен ĕçре пиçĕхсе ÿснĕ хĕре çакă пĕрре те хăратман. Çапла вара 1983 çултан пуçласа унăн пурнăçĕ «Заветы Ильича» /халĕ «Труд»/ хуçалăхăн выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе тачă çыхăннă. 40 çула яхăн такăрлатать вăл фермăналла выртакан сукмака. Малтанхи çулсенче, паллах, çăмăл килмен ăна. Пĕрле ĕçлекенсен пулăшăвĕ, сĕнÿ-канашĕ вăй парса тăнă. Тивĕçлĕ канăва кайнă Валентина Иванова пăхакан ушкăнри ĕнесене шанса параççĕ çамр