Пĕрле ĕçлеме çăмăлрах

Çулталăкĕпе тăрăшса ĕçленĕ хыççăн хирти ĕçсем вĕçленчĕç. Пÿлмесем туп-тулли, вĕсенче «сарă ылтăнпа» «иккĕмĕш çăкăр» упранаççĕ. Хĕлле выльăхсене апатлантарма ĕçченсем сенаж-силос янтăланă, сĕтеклĕ çемçе уттипе улăмĕ те туллиех.
Ял хуçалăхĕнче ял хуçалăх продукцине çителĕклĕ хатĕрлени, выльăх-чĕрлĕх пуçне шута илсе, техника юсавлă пулнине пĕлсе ĕçлени пысăк витĕм кÿрет. Унсăрăн малашлăха палăртма, çулталăка пĕтĕмлетме, аталанма йывăртарах. Хуçалăхра кашни япала, паллах, шутра пулмалла. Ахальтен мар ял хуçалăх производство кооперативĕнче тăрăшакан бухгалтерсем ĕçе пĕлсе йĕркелеççĕ. Ĕç укçи тÿлесси, налуксене хывасси, субсидисемпе усă курасси, кредитсене вăхăтра тÿлесси тата ытти шут ĕçĕ пĕтĕмпех вĕсен çинче-çке. Акă, «Восток» ял хуçалăх производство кооперативĕнче тăрăшакансем те шаннă вырăнта ĕçченлĕхпе палăраççĕ. Мария Семеновна Романова тĕп бухгалтер шут ĕçĕнче 22 çул тăрăшать, Алеся Ильинична Михеева çак ĕçре 2011 çултанпа. Кадрсен уйрăмĕн специалисчĕ Людмила Васильевна Трофимова ĕçе кÿлĕннĕренпе те 12 çул çитнĕ. Виçĕ специалист пĕр- пĕринпе килĕштерсе ĕçлеççĕ. Пур ĕçе те вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлаççĕ. Аслисем çамрăксене пулăшса пыраççĕ, пуян опытпа паллаштараççĕ.
— Вĕсем паян пурнăçламалли ĕçе ырана хăвармаççĕ. Яланах палăртнă вăхăтра тăваççĕ, пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлеççĕ, — терĕ Валерий Михеев председатель.
Хуçалăхра ĕç кал-кал пырасси чăннипех те кашни çынран килет.
А.МАРИЯН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *