Пятница, 19 апреля

Ĕçне кура – хисепĕ

Ĕçне кура – хисепĕ

Ашшĕ, Рафакат Тимергалеев, «Заветы Ильича» колхозра автомашинăпа ĕçленипе-ши, е чĕри техника енне туртăннипе, Решит ача чухнех хуçалăхăн машинăпа трактор паркĕ çывăхĕнче пулма юратнă. Ун хапхинчен тухакан хăватлă кĕрлевлĕ тракторсем ĕçе тухса кайнине, ăна тытса пыракансем кабинăра мăнаçлăн ларса пынине курсан, тен, ун чухнех хăйĕн те тракторист пулас ĕмĕчĕ çуралнă пулĕ.
Ял ачи хирте гусеницăллă тракторсем суха тунине, акнине, комбайнсем тырă вырса çапнине пĕрре мар курнă, паллах. Механизаторсем хирте çĕрĕпе ĕçлесе пархатарлă ĕç тунине пĕчĕккĕллех тĕшмĕртеймен пулин те, вĕсем çине ăмсанса пăхнах. Ÿсерехпе, хăй те комбайнер, тракторист пулăшаканĕ пулса ĕçлесе пăхнă хыççăн, вĕсен ĕçĕ мĕн тери йывăр пулнине ăнланса илнĕ. Анчах та çакă ăна тракторист пулас ĕмĕтрен пистермен. Район центрĕнчи «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕ çумĕнчи курсра вĕренсе тракторист-машинист правине илсен Минрешит Рафакатовичăн пурнăçĕ тăван хуçалăхпа çыхăннă. Тăван тенĕрен, пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 40 çултан та иртнине, кулленхи ĕç кунĕ çулсеренех пĕрлешÿллĕ хуçалăхра пуçланнине шута илсен, чăннипех те тăван тесе çирĕплетсех калама пулать. Вăл ĕçлемен хир, вăл çитмен вырăн юлман та пулĕ çак çулсенче. Малтанлăха, паллах, çăмăл пулман çамрăка. Трактор кабининче техникăна тытса пынипе çеç мар, вансан ăна юсама та пĕлмелле! Вăл е ку агрегат мĕнле ĕçленине ăнкармалла. Хире тухсан кăкарса ĕçлемелли техникăна та лайăх пĕлмелле. Малтанхи çулсенче пĕрле ĕçленĕ Минетулла Кадыров, Василий Кириллов опытлă трактористсенчен нумай вĕренсе пынă вăл. Тырпул е ытти культура тухăçĕ çĕрпе пĕлсе ĕçленинчен нумай килнине пĕлсе çитнĕ. Çул хыççăн çул иртнĕ. М.Тимергалеевăн хăйĕн те опычĕ ÿссех пынă. Ара, тăватă теçетке çул ытла техникăпа тăрăшса вăл хирте туман ĕç те юлман пулĕ. Колхоз правленийĕ мĕн хушнине вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлама тăрăшнă.
Техникăна яланах юсавлă тытнинчен ĕç тухăçлăхĕ нумай килнине ăнланать механизатор.
Çавăнпа та шанса панă трактора тимлĕ пăхса тăрать. Кăçал вăл çурхи ака-суха ĕçĕсем пуçлансанах хире тухнă. 490 гектар çине пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсем акса хăварнă. Калчасем шăтса тухсан вĕсене çум курăкран, чир-чĕртен, сиенлĕ хурт-кăпшанкăран им-çамсем сапнă. Утçи вăхăтĕнче курăксене ворошилкăпа тавăрнă, утта пресланă. Кĕр тыррисем акнă çĕрте те тăрăшнă. Çак ĕçе 270 гектар çинче пурнăçланă. Сухалакан тракторсем хире тухсан, дисклă сÿресемпе ĕçленĕ. Хăнăхнă йăлипе пур ĕçе те пахалăхлă тума тăрăшнă. Кăçал çеç-и, ытти çулсенче те çав ĕçсенчех вăй хунă вăл.
Механизатор ĕçĕ çăмăл мар: шăрăх çанталăкра кабинăра пĕçерет, тусан вĕçет… Кунĕпе трактор кĕрлевĕ, чĕтренĕвĕ… Çĕрлене юлса ĕçлесси те пулать. Чăтăмлăх, тÿсĕмлĕх кирлĕ. Минрешит Рафакатовича пуласси пăшăрхантарать. Хăй вăл 60 çула çитрĕ. Ял хуçалăх предприятийĕнчи ытти механизаторсем те ватăлсах пыраççĕ. Çитĕнекен ăру вĕсен вырăнне йышăнма хатĕр-и? «Унччен вăтам шкулта «Трактор» предметне вĕрентетчĕç. Паян ял хуçалăх кооперативĕнче ĕçлекен механизаторсем — пурте унтан машинист-тракторист правине илсе тухнисем. Шăпах шкул çулĕсенче вĕсем хăйсен пулас профессине суйласа илнĕ, техника патне ăнтăлнă. Паян та çав предмета тепĕр хут вĕрентмелле тума пулмасть-ши?» — терĕ вăл чăннипех те пăшăрханса. Ун шучĕпе шăпах аслă классенче вĕреннĕ чухне ачана техника енне туртăнма май памалла. Тĕрĕс ыйту хускатать механизатор. Çак ыйту пĕр «Труд» ял хуçалăх кооперативĕнче çеç мар, районти ытти хуçалăхсенче те çивĕч тăрать. Вĕсенче те, тĕпрен илсен, шкул çулĕсенче права илнĕ механизаторсем ĕçлеççĕ.
Минрешит Рафакатовича ăнланма пулать. Аслăрах ăрури механизаторсем çамрăксене хăйсен пĕлĕвне, опытне парса хăварма пултараççĕ. Çĕрпе паян çеç ĕçлемелле мар-çке. Малашне камсем сухаласа, акса, пуçтарса тăрĕç?
Нумаях пулмасть М.Р. Тимергалеев Шупашкарта, ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен республикăри уявĕнче пулчĕ. Унта ăна савăнăçлă лару-тăрура РФ Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине пачĕç. Ку вăл — ун ĕçне тивĕçлипе хаклани. Пысăк наградăна механизатор тăрăшулăхĕпе, чăтăмлăхĕпе, хастарлăхĕпе тивĕçнĕ. Малашне те пултаруллă механизатора ăнăçу, сывлăх, ÿсĕмсем тума вăй-хал сунатпăр.
Ю.ГАВРИЛОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *