Çĕнĕ çул çитнине мĕн систерет?

Çĕнĕ çул çитнине мĕн систерет?

Чи малтанах урамсемпе парксенчи, культура çурчĕсемпе учрежденисен, суту-илÿ лавккисен умĕнчи капăр чăрăшсем, йăмăхакан тĕрлĕ тĕслĕ çутăсем уяв çывхарнине систереççĕ.
Кашни çулах Çĕнĕ çула кĕтсе çуртсене, чăрăшсене илемлĕрех те илемлĕрех капăрлатас килет. Акă, район центрĕнче вырнаçтарнă Тĕп елкăнах илер-ха. Вăл çулсерен хитререх те илĕртÿллĕрех пек туйăнать. Кăçал ăна район администрацийĕн çурчĕ умне вырнаçтарнă. Капăр елка таçтан инçетрен курăнать, каçхине тĕрлĕ тĕслĕ çутăпа ялкăшаканскер пушшех те куçа илĕртет.
— Тĕлĕнмелле хитре вăл, — тесе çыраççĕ пире социаллă сетьсенчи постсенче.
Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова пĕлтернĕ тăрăх, капăр чăрăша вăрманта чылай шырама тивнĕ.
— Чăрăш çÿллĕ тата лăссисем хитре те пуян пулмаллине шута илсе вун-вун йывăçа хакларăмăр. Хитре чăрăш кÿрсе килтĕмĕр пулĕ тетĕп. Халĕ вăл капăрлатнă хыççăн пушшех те илемлĕ, çакна эпĕ çеç мар, пурте çирĕплетеççĕ. Вăл пире январь уйăхĕчченех хăйĕн илемĕпе савăнтарĕ, — терĕ Мария Илларионова.
Кану паркĕ, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ умĕнчи лапам тата мĕнлерех хитрен ялкăшаççĕ. Ĕненместĕр пулсассăн килсе курăр.
Уйрăм çуртсенче пурăнакансем те уява хатĕрленме тытăнни сисĕнет, чылайăшĕ çуртсене, хваттер чÿречисене тĕрлĕ тĕслĕ гирляндăсемпе илемлетнĕ. Хальлĕхе пурте мар-ха. Кăшт вăхăт иртсессĕн татах та илемлĕрех пулĕ. Маттур та хастаррисем вара конкурса хутшăнма пултараççĕ.
Çынсене çак ырă ĕçе хавхаланса хутшăнтарас, район сăн-сăпатне татах та илемлетес тĕллевпе район администрацийĕ декабрĕн 21-мĕшĕччен «Çĕнĕ çул серпантинĕ» конкурс ирттерме палăртнă. Унта организацисемпе предприятисем, уйрăм хуçалăхсем, ял тăрăхĕсем хутшăнма пултараççĕ. Заявкăсене çак адреспа йышăнаççĕ: Комсомольски ялĕ, Завод урамĕ, 57-мĕш çурт, 20-мĕш пÿлĕм. Телефон 8/83539/ 5-12-65. Çĕнтерÿçĕсене Хисеп грамотисемпе тата укçан парнепе хавхалантараççĕ.
А.ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *