Суббота, 27 апреля

Культура

Çÿп-çап машини çула тухнăранпа – икĕ çул

Çÿп-çап машини çула тухнăранпа – икĕ çул

Ялсенче унта та кунта çÿп-çап куписем выртни, вĕсем кунран-кун тата та ÿссе пыни темиçе çул каялла чи çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăчĕ. Çак ыйтăва республика ша- йĕнче татса парас тĕллевпе йăлари хыт каяша пуçтарса тирпейлеме регионаллă оператора çирĕплетрĕç. Кăçал июнĕн 25-мĕшĕнче «Экоцентр» регионаллă операторпа йăлари хыт каяша турттарса тухма килĕшÿ тунă «Чистый город» организацин пĕрремĕш машини пирĕн район тăрăх çула тухнăранпа 2 çул çитет. Çавна май çак организацин Комсомольскинчи участокĕн начальникне Александр Степанова хаçатăн тĕпелне йыхравласа ĕçĕн хăйнеевĕрлĕхĕсене сÿтсе яврăмăр. — Александр Михайлович, «Чистый город» тин çеç ĕçе пикеннĕ пекчĕ. Халĕ вара, сисмерĕмĕр те, унтанпа икĕ çул та иртрĕ. Çак хушăра мĕнле улшăнусем пулса иртрĕç; — Районти экологи лару-тăрăвĕ мана тахç

Уявра кашни маттур, шавлăн иртрĕ Акатуй

Акатуй — çураки ăнăçлăн вĕçленнине сăнарлакан, авалтан пыракан савăнăçлă уяв. Мĕн ĕлĕкренех çураки вăхăтĕнче ырми-канми тăрăшса ĕшеннĕ çĕр ĕçченĕсем ака ĕçĕсем пĕтсен çăмăллăн сывласа ярса Акатуйра чун каниччен савăннă. Халĕ те çак йăла хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман. Паянхи кун та Акатуй тĕрлĕ ÿсĕмри, тĕрлĕ професси çыннисемшĕн çулталăкри чи кĕтнĕ уявсенчен пĕри. Ĕçпе юрă тата спорт уявĕ кăçал июнĕн 12-мĕшĕнче Комсомольскинчи вăрман хĕрринче иртрĕ. Уяв вырăнне çитсенех таврари илем куç умне пулчĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, кашни ял тăрăхĕ ялсенчи пурнăçа сăнлакан хăна çурчĕ хатĕрленĕ. Мĕн кăна çук пулĕ вĕсенче;! Аваллăхра кил таврашĕнче усă курнă япаласем, савăт-сапа, чăваш халăх тумĕсем, тĕрĕсем... Сĕтелĕсем тутлă та техĕмлĕ апат-çимĕçпе иртен-çÿренсене илĕртеççĕ. Çакăнтах вырăнти ăстасен ĕçĕсемпе
Халăх пĕрлĕхĕнче — вăй

Халăх пĕрлĕхĕнче — вăй

Ялта пурăнакансем мĕн ĕлĕкренех пĕрле пуçтарăнса, пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлеме хăнăхнă. Пурте пĕрле тăрăшса ĕçленине ниме тенĕ. Çак йăла-йĕрке мĕн авалтанах пырать, паянхи кун та вăл пĕлтерĕшлĕ-ха. Ял халăхĕ пысăк ĕçе пĕрле пурнăçлама хăнăхнă. Никĕс ямалла-и, çурт лартмалла-и, çул тумалла-и, тирпей-илем кÿмелле-и, йывăç лартмалла-и — пĕрле пуçтарăнса ĕçленĕ. Нимелле пурнăçламалли ĕçе вара чи малтанах палăртса хураççĕ. Хăш кун тата мĕн пурнăçлассине те пĕлтереççĕ. Арçынсем çеç мар, хĕрарăмсем те çак ĕçе хастар хутшăнаççĕ. Ялта пурăннă май ниме ĕçне кашниех хутшăннă пулĕ, çурт, никĕс янă çĕре те тÿпе хывнах. Чăннипех те пысăк ĕç пурнăçлаççĕ ниме туса. Анчах та çак йăла-йĕрке пур çĕрте те упранса юлнă теме çук-ха. Юлашки вăхăтра хăшĕ-пĕрисем пысăк ĕçе çынсене пуçтарса, укçа-тенкĕ тÿлесе пурнăçлат
Кĕр! Кĕрлерĕ Сабантуй…

Кĕр! Кĕрлерĕ Сабантуй…

Сабантуй — тутар халăхĕн чи анлă паллă тăвакан уявĕсенчен пĕри. Ăна çурхи ака ĕçĕсем вĕçленсен йышлăн пуçтарăнса, юрласа-ташласа, тĕрлĕ вăйă выляса асра юлмалла уявлаççĕ. Июнĕн 5-мĕшĕнче Урмаел ялĕнче республика шайĕнчи Сабантуй иртрĕ. Ĕçпе юрă уявне халăх кăçал питĕ йышлăн пуçтарăнчĕ. Уява район пуçлăхĕ — районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ Ремис Мансуров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Чăваш Республикин культура, национальноçсен тата архив ĕçĕсен министрĕн çумĕ Георгий Богуславский, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Краснов, Кияметдин Мифтахутдинов тата Алексей Мурыгин, Урмаел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Минзаит Зайнуллин, тутарсен наципе культура автономийĕн председателĕ Хайдяр Сафиуллин тата Тутарстан Республикинчи Кайпăç районĕн пуçлăхĕ Альберт Рахматуллин хутшăнчĕç. В
Ĕçре — хастар, канура — маттур

Ĕçре — хастар, канура — маттур

Июнĕн 5-мĕшĕнче Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче юрăпа ташă, ĕç тата спорт уявĕ _ Акатуй иртрĕ. Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă ĕç паттăрĕсене халалланă, халăхăн йăли-йĕркине упраса хăварас, культурине аталантарас тĕллевпе йĕркеленĕ мероприяти ял тăрăхĕнчи Хирти Сĕнтĕр, Хирти Ĕнел, Нĕркеç, Янкасси, Çĕнĕ Кипеç, Тĕвенеш ялĕсенче пурăнакансене тата тĕрлĕ çĕртен килнĕ хăнасене, организацисен тата фермер хуçалăхĕсен пуçлăхĕсене илемлĕ çĕрте вырнаçнă лапама пуçтарчĕ. Уява район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ Геннадий Волков тата Комсомольски райпо совечĕн председателĕ Светлана Грачева хутшăнчĕç. Вĕсем пуçтарăннисене çурхи ака ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленĕ ятпа тата уя
Конкурсра çĕнтернĕ

Конкурсра çĕнтернĕ

Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнчи вулавăш республикăра иртнĕ «Чăваш Енри чи лайăх информаципе библиотека центрĕ — 2021» конкурсра çĕнтернĕ. Çак конкурса информаципе библиотека центрĕсен концепцине аталантаракан мероприятисен планĕпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ. Конкурса тăратнă материалсем шкулта тăрăшакан    библиотекарьсен  вулав  облаçĕнчи  ĕçĕн  чи  лайăх  практикипе  паллаштарнă — темăсене  суйласа  илнинчен  пуçласа  хальхи  мультимедиа  технологийĕсемпе /видеороликсем, презентацисем/ усă курса ачасене кĕнеке вулас ĕçе явăçтарасси таранах. Ĕçсене пĕтĕмлетнĕ чухне чи малтанах библиотека тата библиотекарь ĕçĕ-хĕлĕ çинчен ачасем, вĕрентекенсем мĕн пĕлнине, тĕрлĕ паха информацие сайтсем, хаçатсем, стена хаçачĕсем, стен
Çăлкуçа илемлетнĕ

Çăлкуçа илемлетнĕ

Нумаях пулмасть Урмаел ялĕнче пурăнакансемшĕн паллă пулăм пулса иртрĕ _ тирпей-илем кĕртес енĕпе ĕçсем ирттернĕ хыççăн илемлетнĕ çăлкуçа савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Урмаел ялĕнчи ватă çынсем палăртнă тăрăх, ку çăлкуç çĕр çул ытла ĕнтĕ кунта тапса тăрать. Ăна пĕрре мар тирпейленĕ. Çăлкуç таврашĕ — ялта пурăнакансен чи юратнă вырăнĕ. Шăпах кунта вĕсем çулсерен Сабантуй йĕркелеççĕ. Тинех ял çыннисен кĕтнĕ ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ: çăлкуç таврашĕ тĕпрен улшăнса илемленчĕ. Халĕ çак вырăн пурне те хăй патне илĕртет. Уявра Урмаел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Минзаит Зайнуллин, ялти тĕн çыннисем, строительсем, культура ĕçченĕсем тата ытти хăнасем те тухса калаçрĕç. Минзаит Минзагирович ял çыннисене çăлкуçа упрама, унпа типтерлĕн усă курма ыйтрĕ. Чи малтан ăснă пĕр витре шывпа сăмаварта чей вĕретрĕç. Унпа уява п
Библиотека вулакансене яланах хапăл

Библиотека вулакансене яланах хапăл

Библиотека вăл — кĕнекесен илĕртÿллĕ тĕнчи. Унта пырса кĕретĕн те — хăйне евĕр асамлăха лекетĕн. Сентресем çине речĕпе лартса тухнă кĕнекесене часрах алла илсе геройсемпе паллашас, вĕсен тĕнчине лекес килет. Районти централизациленĕ библиотека тытăмĕн директорĕ И.П.Ядрова вулавăшри ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ. — Инна Петровна, паянхи куна районта миçе библиотека ĕçлет? Мĕнле пулăшусем кÿреççĕ вĕсем халăха? — Пирĕн централизациленĕ библиотека тытăмне пурĕ 18 вулавăш кĕрет, çав шутра Комсомольскинчи тĕп тата ача-пăча библиотекисем, тĕрлĕ ялсенче вырнаçнă 16 уйрăм. Вĕсенче пуринче те хăйсен ĕçне лайăх пĕлекен, аслă тата вăтам библиотека пĕлĕвĕллĕ çынсем ĕçлеççĕ. Библиотека, паллах, чи малтанах район çыннисене тĕрлĕ кĕнекесемпе, çĕнĕ хаçат-журналпа паллашма май туса парать. Кунта ача садне çÿрекенс
Пурнăçне музыкăпа çыхăнтарас ĕмĕтпе

Пурнăçне музыкăпа çыхăнтарас ĕмĕтпе

Тăманлă Выçли тĕп шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен пултаруллă каччă — Никита — Ирина Алексеевнăпа Ярослав Николаевич Ильинсен туслă çемйинче çитĕнет. Çак çемьере ачисене ашшĕ-амăшĕ вĕрентсе каланине ăса хывма, çемье чысне çÿлти шайра тытма, ума лартнă тĕллевсене тивĕçлĕ пурнăçлама хăнăхтараççĕ. Никита вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пырать. Унсăр пуçне, музыка пултарулăхне аталантарма тăрăшаканскер, çĕнĕ кĕвве итлесе тÿрех ăса хываяканскер, ача-пăча пултарулăх шкулĕнче 2-мĕш çул вĕренет. Унта вăл эрнере пĕр кун çÿрет, тĕрлĕ музыка инструменчĕсемпе нотăсене вуласа выляма вĕренет. Унсăр пуçне пултарулăхне килте хăй тĕллĕн те туптать. — Киле тĕрлĕ заданисем пурнăçлама парса яраççĕ. Шкулта ăс пухнипе çеç лăпланса лармалла мар, вĕрентекен парса яракан ĕçсене хам тĕллĕн пурнăçлани пултарулăха тивĕçлĕ ат
Паттăрлăх вырăнне ĕç

Паттăрлăх вырăнне ĕç

«Пĕтĕмпех фронт валли — пĕтĕмпех Çĕнтерÿ валли!» çакăн пек девизпа ĕçленĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче тыл ĕçченĕсем. Ĕç мухтавĕн хулин ятне тивĕçнĕ пирвайхи çирĕм хула çумне кăçал тата вуниккĕ хушăнчĕ. Вĕсен йышĕнче Шупашкар та пур. Чăваш Енĕн тĕп хули вăрçă вăхăтĕнче эвакуациленĕ пин-пин çынна хăйĕн хÿттине илнĕ. Вун-вун çĕнĕ завод хута янă, вĕсенчен чи пысăкки — Шупашкарти электроаппаратура завочĕ, ăна Харьковран, Мускавран, Ленинградран специалистсемпе пĕрлех куçарса килнĕ. Аманнисене хулари тăватă эвакогоспитальте сипленĕ. Кунтах икĕ стрелковăй дивизи йĕркеленнĕ, вĕсене тÿрех фронта ăсатнă. 250 çын СССР орденĕсемпе медалĕсене тивĕçнĕ, икĕ пине яхăнăшĕ — Чăваш АССРĕн Аслă Канашĕн Хисеп грамотине, çирĕм ытла пин çын «1941—1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар