Паттăрлăх вырăнне ĕç

Паттăрлăх вырăнне ĕç

«Пĕтĕмпех фронт валли — пĕтĕмпех Çĕнтерÿ валли!» çакăн пек девизпа ĕçленĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче тыл ĕçченĕсем. Ĕç мухтавĕн хулин ятне тивĕçнĕ пирвайхи çирĕм хула çумне кăçал тата вуниккĕ хушăнчĕ. Вĕсен йышĕнче Шупашкар та пур.
Чăваш Енĕн тĕп хули вăрçă вăхăтĕнче эвакуациленĕ пин-пин çынна хăйĕн хÿттине илнĕ. Вун-вун çĕнĕ завод хута янă, вĕсенчен чи пысăкки — Шупашкарти электроаппаратура завочĕ, ăна Харьковран, Мускавран, Ленинградран специалистсемпе пĕрлех куçарса килнĕ. Аманнисене хулари тăватă эвакогоспитальте сипленĕ. Кунтах икĕ стрелковăй дивизи йĕркеленнĕ, вĕсене тÿрех фронта ăсатнă. 250 çын СССР орденĕсемпе медалĕсене тивĕçнĕ, икĕ пине яхăнăшĕ — Чăваш АССРĕн Аслă Канашĕн Хисеп грамотине, çирĕм ытла пин çын «1941—1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медале тивĕçнĕ.
Вăрçă вăхăтĕнчи ĕç паттăрлăхĕ хулашăн промышленноçпа çурт-йĕр строительствине вăйлă аталанмалли пусăм пулса тăнă. Вăрçă хыççăнхи çĕнĕ, телейлĕ пурнăç тума май паракан хула. Эвакуаципе килнĕ специалистсенчен нумайăшĕшĕн Чăваш Ен тăван çĕршыв пулса тăнă, вĕсем яланлăхах кунта пурăнма юлнă. Вăрçăчченхи 1940 çултан пуçласа çирĕм çул хушшинче, 50-мĕш çулсен вĕçнелле хула икĕ хут çурă пысăкланнă.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕн «Ĕç мухтавĕн хули» хисеплĕ ят парасси çинчен калакан Указĕ пирки çапла каларĕ:
— Çĕршыв ертÿçи пирĕн республикăн тĕп хулине — Шупашкара — Раççей Федерацийĕн «Ĕç мухтавĕн хули» ята панишĕн эпир питĕ савăнатпăр. Хулашăн, мĕн пур республикăшăн, фашизма тĕп тума хутшăннă кашни çемьешĕн, пиртен кашниншĕн асăмлă, историллĕ дата çакă.
Президентăн указĕ — Шупашкар хулин вăрçă вăхăтĕнче фронт валли, Çĕнтерÿ валли тунă пархатарлă ĕçне пысăка хурса хаклани. Республикăн тĕп хули Президентăн çакăн пек статусне тивĕçни — чăннипех те унăн чапĕ!
Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунисен ĕç паттăрлăхĕн çулталăкĕнче Президент çакăн пек йышăну кăларни темиçе хут кăмăллăрах. Çак хÿтĕлев чиккисене 80 çул каялла тума пуçланă, унта 200 пине яхăн çын хутшăннă — вăрçăчченхи вăй питти халăхăн пĕрре виççĕмĕш пайĕ. 1941 çулхи октябрьтен пуçласа 1942 çулхи январĕн 21-мĕшĕччен, виçĕ уйăхран та сахалрах тапхăрта, 380 километр окоп чавнă.
Аслă Çĕнтерÿ уявне халалланă мероприятисен программипе килĕшÿллĕн кăçал Шупашкарта пуçласа «Ĕç мухтавĕн паттăрĕсен» вилĕмсĕр полкĕ утрĕ. Ку йышра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă салтаксен несĕлĕсем кăна мар, ĕç фрончĕн паттăрĕсен, çав шутра Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă çынсен тăванĕсем те пулнă.
Владимир Путинăн Указĕ халăх паттăрлăхне сыхласа хăварас тата асăмлă тăвас енĕпе, паллах, пĕлтерĕшлĕ туртăм шутланать.
Ырантан пуçласа «Шупашкар — ĕç мухтавĕн хули» Асăмлă стелăна лартмалли вырăна палăртассипе обществăлла дискусси пуçлатпăр. Татăклă сăмаха калакансем, паллах, çав вăхăтра пурăннă çынсем, станок умĕнче, уй-хирте ырми-канми вăй хунă, юлашки укçи-тенкине пирĕн çара панă ачасемпе çамрăксем, стариксемпе хĕрарăмсем пулĕç.
Пирĕн республикăра пурăнакан мĕн пур çынна чăваш халăхĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенчи паттăрлăхне асра хăварас тата халăх хушшинче сарас тĕлĕшпе пуçарнă юхăма хастар хутшăнма чĕнсе калатăп.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *