Суббота, 27 апреля

Конкурсра çĕнтернĕ

Конкурсра çĕнтернĕ

Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнчи вулавăш республикăра иртнĕ «Чăваш Енри чи лайăх информаципе библиотека центрĕ — 2021» конкурсра çĕнтернĕ.
Çак конкурса информаципе библиотека центрĕсен концепцине аталантаракан мероприятисен планĕпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ. Конкурса тăратнă материалсем шкулта тăрăшакан    библиотекарьсен  вулав  облаçĕнчи  ĕçĕн  чи  лайăх  практикипе  паллаштарнă — темăсене  суйласа  илнинчен  пуçласа  хальхи  мультимедиа  технологийĕсемпе /видеороликсем, презентацисем/ усă курса ачасене кĕнеке вулас ĕçе явăçтарасси таранах.
Ĕçсене пĕтĕмлетнĕ чухне чи малтанах библиотека тата библиотекарь ĕçĕ-хĕлĕ çинчен ачасем, вĕрентекенсем мĕн пĕлнине, тĕрлĕ паха информацие сайтсем, хаçатсем, стена хаçачĕсем, стендсем урлă кăтартса панине шута илнĕ. Шкулти библиотека тĕрлĕ енлĕ ĕçленине тĕслĕхсемпе çирĕплетсе панă, вăл конкурсра 1-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Вулавăшра ачасен кăмăлне тивĕçтерекен кĕнекесем чылай, Елена Савельева библиотекарь тăрăшнипе сахал мар мероприяти иртет.
Т.ДОЛГОВА,
вăтам шкул директорĕн çумĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *