Библиотека вулакансене яланах хапăл

Библиотека вулакансене яланах хапăл

Библиотека вăл — кĕнекесен илĕртÿллĕ тĕнчи. Унта пырса кĕретĕн те — хăйне евĕр асамлăха лекетĕн. Сентресем çине речĕпе лартса тухнă кĕнекесене часрах алла илсе геройсемпе паллашас, вĕсен тĕнчине лекес килет. Районти централизациленĕ библиотека тытăмĕн директорĕ И.П.Ядрова вулавăшри ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ.
— Инна Петровна, паянхи куна районта миçе библиотека ĕçлет? Мĕнле пулăшусем кÿреççĕ вĕсем халăха?
— Пирĕн централизациленĕ библиотека тытăмне пурĕ 18 вулавăш кĕрет, çав шутра Комсомольскинчи тĕп тата ача-пăча библиотекисем, тĕрлĕ ялсенче вырнаçнă 16 уйрăм. Вĕсенче пуринче те хăйсен ĕçне лайăх пĕлекен, аслă тата вăтам библиотека пĕлĕвĕллĕ çынсем ĕçлеççĕ. Библиотека, паллах, чи малтанах район çыннисене тĕрлĕ кĕнекесемпе, çĕнĕ хаçат-журналпа паллашма май туса парать. Кунта ача садне çÿрекенсенчен пуçласа тивĕçлĕ канури хисеплĕ ватăсем таран çÿреççĕ. Ача-пăча тĕрлĕ юмах, сăвă-калав савăнсах вулать пулсан, çитĕннисем повеç-романсем, ятарлă литература тата хаçат-журнал суйлаççĕ. Çавăн пекех эпир интернет урлă кирлĕ информацие тупас, документсене сканерлас, текстсене наборласа пуçтарас, видеороликсемпе презентацисем хатĕрлес тата ытти енсемпе пулăшу кÿретпĕр.
— Библиотекăра час-часах тĕрлĕ мероприяти, конкурс-викторина иртни çинчен те пĕлетпĕр ĕнтĕ…
— Çапла, кашни уяв, çыравçăсемпе сăвăçсен юбилей кунĕсем тĕлне эпир тĕрлĕ мероприятисем йĕркелетпĕр. Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ-и, Çĕнĕ çул-и, Çемье кунĕ-и — пирĕн библиотекарьсем яланах халăхпа пĕрле интереслĕ уяв туса ирттереççĕ. Пĕлтĕр районĕпе пурĕ 843 культурăпа çутĕç мероприятийĕ йĕркелерĕмĕр. Асăнупа Мухтав çулталăкне халалласа 37 мероприяти ирттертĕмĕр. Çав шутра — вăрçă çинчен сăвă вулакансен, сочинени çыракансен, ÿкерекенсен конкурсĕсем, тĕпчев ĕçĕсен «Манăн герой» конкурсĕ, онлайн-викторинăсем. Пандемие пула чылай ĕçе шăпах инçет мелпе йĕркелеме тиврĕ. Апла пулин те, вĕсене хутшăнакансем йышлă пулчĕç. Çавăн пекех библиотекарьсем тĕрлĕ темăсемпе кĕнеке куравĕсем йĕркелеççĕ. Вĕсемпе кашни вулаканах паллашма пултарать.
— Халĕ кашни килте тенĕ пекех компьютер пур, çавăн пекех кирлĕ кĕнекене телефон урлă та тупса вулама пулать. Çакă вулакансен шучĕ çине витĕм кÿрет-и?
— Интернет уçлăхĕ аталанса пынинчен ытла пĕлтĕрхи коронавирус лару-тăрăвĕ вулакансен шутне чакарчĕ. 2019 çулта кашни библиотека ĕçченĕ çине вăтамран 650 вулакан лекнĕ пулсан, пĕлтĕр çак кăтарту 554 çынпа танлашнă. Кашни çынна çулталăкра вăтамран панă кĕнекесен шучĕ те кăштах чакнă. Пандеми вăхăтĕнче библиотека алăкĕсем вулакансемшĕн чылай вăхăт хупă тăчĕç. Апла пулин те, электрон мелпе библиотекăран пулăшу ыйтакансем йышлă пулчĕç. Малашне вулакансен йышĕ ÿсессе питĕ шанатăп.
— Кĕнеке вулас текенсем йышлăланччăр тесен фонд пуян пулни паха. Ку енĕпе ĕçсем мĕнлерех-ши?
— Пирĕн библиотекăсенче пурĕ 229827 экземпляр пичет кăларăмĕ упранать. Эпир вулавăш фондне куллен çĕнетсе пыма тăрăшатпăр. Кашни çулах пирĕн пата çĕнĕ кĕнекесем килеççĕ. Сăмахран, пĕлтĕр библиотекăсем пурĕ 3644 экземпляр пичет кăларăмĕпе пуянланнă, çав шутра 258 кĕнекене вулакансем парнеленĕ. Çав вăхăтрах кивелнĕ, юрăхсăра тухнă кĕнекесене шутран кăларса пыратпăр. Çавăнпа та çитес çулсенче фонда тата та ытларах пуянлатма май килсен питĕ аван пулмалла. Пĕтĕмлетсе каласан, малашнехи тĕллевсене çирĕппĕн палăртса вĕсене пурнăçлама ăнтăлатпăр. Библиотекăсен пуласлăхĕ çутă пуласса шанса çанă тавăрса тăрăшатпăр.
— Тавтапуç калаçушăн, ăнăçу Сире.
Н.КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *