Четверг, 25 апреля

Халăх пĕрлĕхĕнче — вăй

Халăх пĕрлĕхĕнче — вăй

Ялта пурăнакансем мĕн ĕлĕкренех пĕрле пуçтарăнса, пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлеме хăнăхнă. Пурте пĕрле тăрăшса ĕçленине ниме тенĕ. Çак йăла-йĕрке мĕн авалтанах пырать, паянхи кун та вăл пĕлтерĕшлĕ-ха. Ял халăхĕ пысăк ĕçе пĕрле пурнăçлама хăнăхнă. Никĕс ямалла-и, çурт лартмалла-и, çул тумалла-и, тирпей-илем кÿмелле-и, йывăç лартмалла-и — пĕрле пуçтарăнса ĕçленĕ. Нимелле пурнăçламалли ĕçе вара чи малтанах палăртса хураççĕ. Хăш кун тата мĕн пурнăçлассине те пĕлтереççĕ. Арçынсем çеç мар, хĕрарăмсем те çак ĕçе хастар хутшăнаççĕ. Ялта пурăннă май ниме ĕçне кашниех хутшăннă пулĕ, çурт, никĕс янă çĕре те тÿпе хывнах. Чăннипех те пысăк ĕç пурнăçлаççĕ ниме туса. Анчах та çак йăла-йĕрке пур çĕрте те упранса юлнă теме çук-ха. Юлашки вăхăтра хăшĕ-пĕрисем пысăк ĕçе çынсене пуçтарса, укçа-тенкĕ тÿлесе пурнăçлаттараççĕ. Çавна май пирĕн хаçат тусĕсене нимелле ĕçлекенсем пирки каласа парас килет. Эсир нимелле ĕçлетĕр-и? Пурте пĕрле пуçтарăнса мĕн пурнăçлама май килчĕ? Çырса е шăнкăравласа пĕлтерĕр пире, сирĕн шухăш-кăмăлăра пĕлме питĕ кăсăклă.
А.АНТОНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *