Четверг, 25 апреля

Кĕр! Кĕрлерĕ Сабантуй…

Кĕр! Кĕрлерĕ Сабантуй…

Сабантуй — тутар халăхĕн чи анлă паллă тăвакан уявĕсенчен пĕри. Ăна çурхи ака ĕçĕсем вĕçленсен йышлăн пуçтарăнса, юрласа-ташласа, тĕрлĕ вăйă выляса асра юлмалла уявлаççĕ. Июнĕн 5-мĕшĕнче Урмаел ялĕнче республика шайĕнчи Сабантуй иртрĕ. Ĕçпе юрă уявне халăх кăçал питĕ йышлăн пуçтарăнчĕ.
Уява район пуçлăхĕ — районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ Ремис Мансуров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Чăваш Республикин культура, национальноçсен тата архив ĕçĕсен министрĕн çумĕ Георгий Богуславский, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Краснов, Кияметдин Мифтахутдинов тата Алексей Мурыгин, Урмаел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Минзаит Зайнуллин, тутарсен наципе культура автономийĕн председателĕ Хайдяр Сафиуллин тата Тутарстан Республикинчи Кайпăç районĕн пуçлăхĕ Альберт Рахматуллин хутшăнчĕç. Вĕсем уява пуçтарăннисене ăшшăн саламласа ырлăх-сывлăх сунчĕç.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, Сабантуйра чи маттур ĕçченсене чысларĕç, парнесемпе савăнтарчĕç. Урмаел культура çурчĕн заведующине И.Х.Зиатдинована тата çак культура çурчĕн специалистне В.Г.Гибатдинована ЧР Культура, национальноçсен тата архив ĕçĕсен министерствин Тав хутне пачĕç. Нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн Урмаел ял тăрăхĕн администрацийĕн специалистне А.Г.Гибатдинована ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе наградăларĕç. И.З.Адеева, И.М.Ильясова, Р.Х.Камальдинова, З.М.Сафиуллина район пуçлăхĕн Тав хучĕпе, Ф.Т.Иштякова, Г.Р.Ибрагимована, И.З.Зиганшина, И.Р.Минсафинова район администрацийĕн Тав хучĕпе чысларĕç. И.Х.Зиатдинова тата И.Ф.Хисамов район администраци- йĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕç.
Малалла сцена çине пултарулăх коллективĕсем — тĕрĕк тĕнчин халăхсем хушшинчи «Урмай-Залида» фестивальне хутшăнакансем тухрĕç. Вĕсем куракансене куç тулли ташшисемпе тата чуна пырса тивекен юррисемпе савăнтарчĕç.
Çитĕннисем те, ачасем те тĕрлĕ вăйă выляса савăнчĕç: михĕсемпе, кĕвентепе чупса, алă вăйĕ виçсе тупăшрĕç тата ытти вăйăра хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Чи асра юлмалли, паллах, тутар халăх кĕрешĕвĕ пулчĕ. Хĕрÿ тупăшура çамрăксем хушшинче Наил Ямальдинов мала тухса парнене — такана çĕнсе илчĕ. Çитĕннисем хушшинче Ринас Садаров пурне те çĕнтерсе, 1-мĕш вырăна тухса хаклă парнесене — такана, телевизора тата холодильнике — тивĕçрĕ.
Уява суту-илÿ ĕçченĕсем хастаррăн хутшăнчĕç, çав шутра Комсомольски райповĕн ĕçченĕсем тата уйрăм предпринимательсем хăнасене тутлă апат-çимĕçпе сăйларĕç, тĕрлĕ тавар сĕнчĕç. Хайпăç районĕнчен килнĕ хастарсем пурне те хăйсен хăна çурчĕсене йыхравларĕç, апат-çимĕç йăтăнса тăракан сĕтелсем хушшине лартса хăналарĕç, алĕç ăстисем хăйсем тунă япалисемпе паллаштарчĕç.
Çак кун Урмаел ялĕнче пурăнакансемшĕн çеç мар, тĕрлĕ çĕртен килсе çитнĕ хăнасемшĕн те чăннипех пысăк уяв пулчĕ. Пĕрле пуçтарăнса савăнни халăха тата та туслаштарчĕ, пĕрлештерчĕ. Малашне те çакăн пек уявсем çĕр-çĕр çынна пĕрле пуçтарăнса тулли кăмăлпа канма май паччăр.
Г.ГИНАТУЛЛИНА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *