Çăлкуçа илемлетнĕ

Çăлкуçа илемлетнĕ

Нумаях пулмасть Урмаел ялĕнче пурăнакансемшĕн паллă пулăм пулса иртрĕ _ тирпей-илем кĕртес енĕпе ĕçсем ирттернĕ хыççăн илемлетнĕ çăлкуçа савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç.
Урмаел ялĕнчи ватă çынсем палăртнă тăрăх, ку çăлкуç çĕр çул ытла ĕнтĕ кунта тапса тăрать. Ăна пĕрре мар тирпейленĕ. Çăлкуç таврашĕ — ялта пурăнакансен чи юратнă вырăнĕ. Шăпах кунта вĕсем çулсерен Сабантуй йĕркелеççĕ. Тинех ял çыннисен кĕтнĕ ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ: çăлкуç таврашĕ тĕпрен улшăнса илемленчĕ. Халĕ çак вырăн пурне те хăй патне илĕртет.
Уявра Урмаел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Минзаит Зайнуллин, ялти тĕн çыннисем, строительсем, культура ĕçченĕсем тата ытти хăнасем те тухса калаçрĕç. Минзаит Минзагирович ял çыннисене çăлкуçа упрама, унпа типтерлĕн усă курма ыйтрĕ. Чи малтан ăснă пĕр витре шывпа сăмаварта чей вĕретрĕç. Унпа уява пынă кашни çынна сăйларĕç.
ХАМĂР ИНФ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *