Вӑрӑм ӗмӗрлисене саламларӗҫ

Вӑрӑм ӗмӗрлисене саламларӗҫ

Ҫак кунсенче Аслӑ Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗнче пурӑнакан вӑрӑм ӗмӗрлӗ ватӑсем ҫавра ҫулӗсене паллӑ турӗҫ.

Аслӑ Ҫӗрпӳел ялӗнче пурӑнакан Анастасия Максимовна Сапожникова апрелӗн  19-мӗшӗнче 95 ҫул тултарчӗ.

Няна аппа (ялта ҫапла чӗнеҫҫӗ ӑна) Хирти Шӑхасан ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн хаяр ҫулӗсенче вӑл аслисемпе танах иртен пуҫласа каҫченех хирте тӑрӑшнӑ. Вӑрман касма та тивнӗ унӑн. Ача кӑна пулсан та Ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшнӑ. Темӗнле йывӑр пулсан та хастар хӗр ялти ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкула пӗтерме май ҫитернӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи йывӑр ҫулсенче те юхӑннӑ хуҫалӑха ура ҫине тӑратас тесе нумай ӗҫлеме тивнӗ. Малтан ҫамрӑк Красин ячӗллӗ колхозӑн  ферминче сурӑхсем пӑхнӑ.          

1957 ҫулта Аслӑ Ҫӗрпӳел каччипе Порфирий Алексеевич Сапожниковпа ҫемье ҫавӑрнӑ. Вӗсем  виҫӗ ывӑлпа тӑватӑ хӗр пӑхса ӳстернӗ. Порфирий Алексеевич тӑван хуҫалӑхра ӗмӗр тӑршшӗпех механизаторта ӗҫленӗ, таврари ӑста комбайнер пулнӑ. Хастар ӗҫӗпе районта кӑна мар, республикӑра та малтисен ретӗнче пынӑ. Вӑл  Октябрьти Революци тата Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗсене тивӗҫнӗ.

Анастасия мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухичченех «Красный Октябрь» колхозра пахча-ҫимӗҫ бригадинче тӑрӑшнӑ, кулленхи ӗҫре ырӑ ята ҫӗнсе илнӗ.  Ӑна нумай хутчен медальсем, Хисеп хучӗсем парса чыс тунӑ. Вӑл «Ӗҫ ветеранӗ» ята тивӗҫнӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ырми-канми ӗҫленӗшӗн Анастасия Максимовнӑна 1946 ҫулта медальпе наградӑланӑ,  ытти наградӑсем те чылай унӑн.  

Паянхи кун ветеран  хӗрӗн ҫемйипе пурӑнать. Ӑшпиллӗте тарават кукамай-асаннене 6 мӑнук тата вӗсен 12 ачи  савӑнтараҫҫӗ.

«Ачалӑхӑм вӑрҫӑн йывӑр ҫулӗсенче иртрӗ, тӑраниччен ҫисе те кураймарӑмӑр. Ҫӑва тухсан вӗлтӗрен яшки нумай ҫинӗ, ҫавӑнпа нумай пурӑнтӑм пуль, — куҫҫульпе аса илет иртнӗ йывӑр вӑхӑта ветеран — хӑлхам илтет, куҫӑм курать, пурӑнасчӗ-ха».

Ҫак кунах тепӗр хисеплӗ ӗҫ ветеранӗ 90 ҫул тултарчӗ. Вӑл — Алексей Дмитриевич Малинин. Аслӑ Ҫӗрпӳел ялӗнче кун ҫути курнӑ. Шкулта 7 класс кӑна вӗренме май килнӗ.  Хаяр вӑрҫӑн йывӑр ҫулӗсенчи нушаллӑ пурнӑҫа  паян кун та манаймасть вӑрҫӑ ачи.

Ҫитӗнсе ҫитсен ял хӗрӗпе Анфисӑпа ҫемье ҫавӑрнӑ. Ҫамрӑк мӑшӑр уйрӑлса тухса  ҫурт-йӗр ҫӗкленӗ, икӗ ывӑлпа пӗр хӗр ҫуратса ӳстернӗ, вӗсене вӗрентсе кӑларса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑратнӑ. Алексей тетепе Анфиса аппан ачисем те,  кинӗсем те хӑйсен пурнӑҫне сывлӑха сыхлас ӗҫпе ҫыхӑнтарнӑ. Мӑнукӗсем те ашшӗ-амӑшӗсен  пархатарлӑ ӗҫне малалла тӑсаҫҫӗ.

Алексей Дмитриевич мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухичченех «Красный Октябрь» колхозра токарь пулса ӗҫленӗ. Хӑйӗн ӑсталӑхӗшӗн «Ӗҫре палӑрнӑшӑн В.И.Ленин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа» медаль,  социализмла ӗҫре палӑрнӑшӑн тӗрлӗ паллӑсем, Хисеп хучӗсем илме тивӗҫ пулнӑ.

Хисеплӗ ватӑсене  Аслӑ  Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗн начальникӗ Александр Орешкин, Комсомольски округӗн депутачӗ Александр Тихонов ӑшшӑн саламларӗҫ, ҫирӗп сывлӑх, ҫемьере килӗшӳ, канлӗ ватлӑх сунчӗҫ, парнесемпе чысларӗҫ. Александр Васильевич Анастасия Максимовна патне Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн саламне илсе ҫитерчӗ.

Александр Иванов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *