Понедельник, 6 мая

Cпорт

Çĕнĕ площадка çитĕнÿсем тума пулăшĕ

Спорт — пурнăç тыткăчи, тетпĕр. Спорта юратни, сывă пурнăç йĕркине пăхăнни чир-чĕртен хăтăлма, вăрăм ĕмĕрлĕ пулма пулăшать. Çакна май пирĕн çĕршывра сывă пурнăç йĕркине халăх хушшинче анлăн сарасси тĕп тĕллевсенчен пĕри шутланать. Комсомольскинчи "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕнче Пĕтĕм Раççейри ГТО нормативĕсене тултарма çĕнĕ спорт хатĕрĕсем вырнаçтарма площадка хатĕрлени çинчен нумаях пулмасть çеç çырса пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Ноябрĕн 18-мĕшĕнче çак площадкăна савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов пурне те çак паллă пулăмпа саламларĕ. — Ялта пурăнакансен те хула çыннисемпе танах физкультура тума, спортпа туслашма пур май та пулмалла. Çак тĕллеве тĕпе хурса эпир чылай ĕç туса ирттеретпĕр. Спорт площадкине хута яни район çыннисене хăйсен

Николай Волков: «Çăмха тапса чупасчĕ-ха»

"Лаша пуласси тихаран паллă, çын пуласси — ачаран" — тенĕ ваттисем. Нĕркеç ялĕнче çуралса ÿснĕ Николай Волков та мĕн ачаран спорта юратса, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса ÿснĕ. Шкула кайичченех мечĕк хыççăн чупнă, шкул вăхăтĕнче вара пушшех те спорт вăййисемпе кăсăкланнă. Футболла, волейболла вылянă, çуран, йĕлтĕрпе чупнă. — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Алексей Федорович Волков пире мĕн ачаран спортпа туслаштарнă. Физкультура урокĕсенче те, ятарлă секцисенче те спорт вăрттăнлăхĕсене хăнăхса пынă. Мĕн чухлĕ ăмăртăва хутшăнман пулĕ; Республика шайне те сахал мар тухса курнă. Волейболла, футболла, хоккейла вылянă. Пирĕн ялта уйрăмах çак вăйăсем анлă сарăлнă. Выляма юратакансем районти пĕр ăмăртуран та юлман. Акă, Владимир Гладковах илер. Вăл пире, кĕçĕнреххисене, яланах спортпа туслă п

Хут çĕленсем вĕçрĕç тÿпере

Асанкасси вăтам шкулĕнче вĕренекенсенчен чылайăшĕ технологи кружокне çÿресе тĕрлĕ япаласем ăсталама вĕренет. Нумаях пулмасть вĕсем Муркаш районĕнче А.Г.Николаев космонавт ячĕллĕ Кубока çĕнсе илессишĕн шкул ачисем хушшинче иртекен спортпа техника тата ĕçлев спорт тĕсĕсен XVI спартакиадипе килĕшÿллĕн иртекен "Хут çĕленсем" республика фестивальне хутшăннă. Пурĕ фестивальте 9 команда тупăшнă. Вĕсем хушшинче пирĕн команда хăйĕн пултарулăхне туллин кăтартса панă. Даниил Маргиданов "Демонстраци моделĕ — чăваш эпика персонажĕ" номинацире 1-мĕш вырăн йышăннă, "Ертсе пыма пулакан хут çĕленсем" номинацире 2-мĕш вырăна тухнă. Борис Маштанов "Эксперимент моделĕ" номинацире 2-мĕш пулнă. Владимир Фадеев "Лаптак хут çĕленсем" номинацире 4-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, команда 4-мĕш вырăна тухма пу

Команда малта тухнă

Октябрĕн 12-мĕшĕнче Богородск хулинче акватлонпа Чулхула облаçĕн чемпионачĕ иртнĕ. Унта Нежметдин Сахров тренер ертсе пыракан пирĕн район команди те хутшăннă, тĕлĕнмелле лайăх кăтартусемпе палăрса пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ. Анастасия Сумзина, Ильяс Айзатов, Кирилл Денисов, Элина Тумаланова, Александра Мамуткина, Иван Гончаров, Кирилл Кузьмин дистанцие пĕрремĕшсем вĕçленĕ. Ильнас Шакуров, Анастасия Лепешкина, Иван Кузьмин тата Диас Айзатов финиша иккĕмĕшсем, Рузиля Валитова, Егор Тумаланов тата Никита Лепешкин виççĕмĕшсем çитнĕ. Матвей Романов, Виктория Хораськина, Иван Силанов, Фиршат Рахимзянов хăйсен дистанцийĕсене 4-мĕш вĕçленĕ. — Ăмăртăва хутшăнакансем питĕ йышлăн пулчĕç. Апла пулин те, эпир хамăр район чысне тивĕçлĕн хÿтĕлерĕмĕр. Хăвăрт чупнăшăн тата лайăх ишнĕшĕн пирĕн район командине

Старта тăрса, хăвăрт чупса хаçат парниллĕ пултăмăр

Спорт сывлăхшăн çав тери усăллă пулнине, ÿт-пĕве аталантарнине, чăтăмлăха ÿстернине, кăмăла лайăхлатнине пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ. Çавна май пирĕн районта спортпа туслă çынсем чылайăн пулнине палăртма кăмăллă. Ачасене, çамрăксене физкультура тума явăçтарас, спортпа туслаштарас тĕллевпе те нумай ĕç туса ирттереççĕ. Çавна кура спорт мероприятийĕсене хутшăнакансен йышĕ те çулсерен ÿссе пырать. Октябрĕн 11-мĕшĕнче çăмăл атлетика тусĕсем Комсомольскинчи "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕн стадионне пуçтарăнса "Каçал ен" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ çулленхи ăмăртăва хутшăнчĕç. Кам кăна пулмарĕ-ши спорт уявĕнче? Ача сачĕсене çÿрекенсем, шкул ачисем, организацисемпе предприятисен ĕçченĕсем, спортпа туслă çемьесем, спорт ветеранĕсем старта тăрса финиша чи малтан çитессишĕн ăнтăлса чупр

Кашни куна зарядкăран пуçлар

Çĕнĕ куна зарядкăран пуçлани çав тери усăллă пулнине эпир мĕн пĕчĕкрен пĕлетпĕр. Зарядка вăхăтĕнче эпир пĕтĕмпех вăранса çитетпĕр, мышцăсене вăрататпăр, энергипе пуянланатпăр. Зарядкăна кашни ирех туса пыни ачана йĕркене хăнăхтарать. Çакăн пек туни шăпăрлансене хăйсен кулленхи тивĕçĕсене пурнăçлама та çăмăлтарах. Паянхи кун ача шкулта ĕлкĕрсе пыни çине унăн сывлăх шайĕ чылай витĕм кÿрет. Хальхи вĕренÿ тытăмне илес пулсан, ачан чылай вăхăт уроксем çине тăкаклама тивет. Куна пĕлсе йĕркелемесен организма йывăр килет, ача кулленхи ĕçсене вăхăтра тата туллин пурнăçлайми пулать. Çавăнпа та кашни куна зарядкăран пуçламалла. Çакă нерв тытăмне çирĕплетме те, чир-чĕртен сыхланма та пулăшать. Уроксем пуçланиччен гимнастика туни организм çине лайăх витĕм кÿрет, кĕлеткене, пуç мимине вăратма, юн çаврă

Анжелика Сидорова выиграла «золото» чемпионата мира в Дохе

В минувшее воскресенье прыгунья с шестом Анжелика Сидорова одержала уверенную победу на чемпионате мира по легкой атлетике в Дохе. Свою заслуженную награду подопечная заслуженного тренера России Светланы Абрамовой взяла в секторе прыжков с шестом, где за титул чемпиона боролись 17 сильнейших спортсменов планеты. Шесть из них взяли высоту 4,80 м. Следующую высоту в 4,85 м преодолели трое – с первой попытки Анжелика Сидорова и американка Санди Моррис, со второй попытки – гречанка Екатерине Стефаниди. Планку в 4,9 м Анжелика Сидорова и Санди Моррис снова взяли с первой попытки, а Екатерине Стефаниди сбила планку и перенесла две оставшиеся попытки на 4,95 м. Там она также дважды сбила планку и получила «бронзу». Главное противостояние сектора – между Санди Моррис и Анжеликой Сидо

Сывлăх çирĕп пултăр тесен чупмалла, хусканмалла

Сентябрĕн 21-мĕшĕнче районта "Наци кросĕ — 2019" чупу çав тери анлă иртрĕ. Çак кун, тĕрĕссипе каласан, Пĕтĕм Раççей чупнă, спорт ăмăртăвĕсенче тупăшнă. Асăннă чупу пирĕн район çыннисене те пĕрле пухрĕ. Комсомольскинче тата ялсенче пурăнакансем район центрĕнчи тĕп лапама чылайăн пуçтарăнчĕç: пĕрисем ăмăртрĕç, теприсем вĕсене хавхалантарчĕç. Чупăва тухиччен вара пурте пĕрле зарядка туса кăмăла çĕклерĕмĕр. Пĕрлехи зарядкăна çулсеренех районти фитнес-аэробика федерацийĕн воспитанникĕсем йĕркелеççĕ /тренерĕ Мария Долгова/. "Наци кросĕ" чупăва район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов уçрĕç. — Наци кросĕ вăл — спорт мероприятийĕ кăна мар, çав вăхăтрах социаллă пĕлтерĕшлĕ пулăм та. Массăллă чупăва спорта кăмăллакансемпе пĕрле профессионалсем, спорт вет

Спорта чунтан парăннă

Спортпа туслă пулни сывлăха çирĕплетет, ÿт-пĕве пиçĕхтерет, кăмăл-туйăма хăпартлантарать. Ачаран спорта юратса, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса ÿсекенсенчен чылайăшĕ кайран та, нумай çул иртсен те, спортсăр пурăнаймасть. Спорт вĕсемшĕн сывлăш пекех кирлĕ. Шăпах çакăн пек çынсенчен пĕри — Комсомольскинче пурăнакан Александр Горбунов. Çак кунсенче вăл 80 çул тултарса юбилей кĕрекине ларчĕ. Çулĕ сахал мар пулсан та, Александр Михайлович халĕ те спорта чунтан парăннă. Кашни кунах вăл ирпе ирех физзарядка тăвать, велосипед çине ларса çухрăм хыççăн çухрăм парăнтарать. Александр Пăрачкав районĕнчи Сыреç ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ялта 7 класлă шкул çеç пулнă. Ăна ăнăçлăн вĕренсе пĕтернĕ хыççăн пĕлÿ патне туртăнакан ача Улатăр районĕнче малалла ăс пухма шутланă. Чылай аякра вырнаçнă пĕлÿ çуртне вăл ăшă çан
Ăмăрту пулать

Ăмăрту пулать

Сентябрĕн 28-мĕшĕнче, шăматкун, пĕртăван Сергей Ивановичпа Юрий Иванович Зубаревсене асăнса «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕн стадионĕнче çуллахи полиатлон ăмăртăвĕ иртет. Сергей Иванович полиатлон енĕпе Раççей чемпионĕ ятне илме пултарнă. Юрий Иванович район командинче лапталла выляса темиçе хут та республика чемпионĕ пулнă тата район командинче вăл футболла выляса республикăри «Урожай» ДСО чемпионĕ пулнă. Çак ăмăртăва 10—11-мĕш классенче вĕренекенсенчен пуçласа аслăраххисем пурте хутшăнма пултараççĕ. Полиатлон ăмăртăвĕ виçĕ енпе иртет. Пурин те 400 метра чупмалла, шывра 25 метр ишмелле, 60 çула çитмен арçынсен алăпа туртăнмалла, хĕрарăмсен тата 60-тан иртнĕ арçынсен отжимани тумалла. Ăмăрту 10 сехетре пуçланать. Çакăн пек ушкăнсем пулаççĕ: шкул ачисем, 30 çула çитичченхисем, 30—39