Тӗрлӗ енлӗн аталанма пулӑшать
Ачасем мӗн пӗчӗкрен сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыччӑр, спортпа ытларах туслашччӑр тесе округри шкулсенче физкультура учителӗсем тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсен ӗҫне вӗренекенсем тӗрлӗ ӑмӑртусенчи ҫитӗнӳсемпе ҫирӗплетсе параҫҫӗ.
Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче физкультура учителӗ пулса А.А.Тихонов 2015 ҫултанпа тӑрӑшать. Хӑйӗн ӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа туса пыни унӑн вӗренекенӗсем ӑмӑртусемпе конкурссенче ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче пулни аван кӑтартса парать. Алексей Александрович ачасене ОБЗ (Основы безопасности и защиты Родины) предмечӗпе те пӗлӳ парать. Апла пулсан вӑл ачасем сывлӑх енчен тӗреклӗ, вӑй-халпа ҫирӗп ҫитӗнччӗр тесе вӑй хунипе пӗрлех Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме пур енӗпе те хатӗр пулччӑр тесе тӑрӑшать. Вӗренекенсене ҫарпа патриотизмла воспитани парасси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрать. Ахальтен мар ӗнтӗ
















































































































