Пятница, 26 апреля

Хут çĕленсем вĕçрĕç тÿпере

Асанкасси вăтам шкулĕнче вĕренекенсенчен чылайăшĕ технологи кружокне çÿресе тĕрлĕ япаласем ăсталама вĕренет. Нумаях пулмасть вĕсем Муркаш районĕнче А.Г.Николаев космонавт ячĕллĕ Кубока çĕнсе илессишĕн шкул ачисем хушшинче иртекен спортпа техника тата ĕçлев спорт тĕсĕсен XVI спартакиадипе килĕшÿллĕн иртекен «Хут çĕленсем» республика фестивальне хутшăннă.
Пурĕ фестивальте 9 команда тупăшнă. Вĕсем хушшинче пирĕн команда хăйĕн пултарулăхне туллин кăтартса панă. Даниил Маргиданов «Демонстраци моделĕ — чăваш эпика персонажĕ» номинацире 1-мĕш вырăн йышăннă, «Ертсе пыма пулакан хут çĕленсем» номинацире 2-мĕш вырăна тухнă. Борис Маштанов «Эксперимент моделĕ» номинацире 2-мĕш пулнă. Владимир Фадеев «Лаптак хут çĕленсем» номинацире 4-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, команда 4-мĕш вырăна тухма пултарнă.
— Кружока çÿрекенсем тĕрлĕ модельсем, çав шутра хут çĕленсем те, ăсталама питĕ юратаççĕ. Çавăнпах эпир ку енĕпе иртекен республика ăмăртăвĕсене яланах хутшăнма тăрăшатпăр. Командăпа призерсен шутне кĕме кăшт çеç çитмерĕ. Тепрехинче тата та тăрăшарах хатĕрленĕпĕр, — уçрĕ шухăшне технологи кружокне ертсе пыракан Вячеслав Салаев.
Ачасем лайăх кăтартусемпе палăрнинче унăн тÿпи çав тери пысăк. Кружока çÿрекенсене интереслентерме, хăйсен аллипе тĕрлĕ модельсем ăсталама вĕрентме, паллах, çăмăл мар. Республика шайĕнчи ăмăртусенче лайăх кăтартусемпе палăрни вара ачасене савăнтарать, малалла та пултарулăхне аталантарма хистет.

Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *