Вторник, 16 апреля

Спорта чунтан парăннă

Спортпа туслă пулни сывлăха çирĕплетет, ÿт-пĕве пиçĕхтерет, кăмăл-туйăма хăпартлантарать. Ачаран спорта юратса, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса ÿсекенсенчен чылайăшĕ кайран та, нумай çул иртсен те, спортсăр пурăнаймасть. Спорт вĕсемшĕн сывлăш пекех кирлĕ. Шăпах çакăн пек çынсенчен пĕри — Комсомольскинче пурăнакан Александр Горбунов. Çак кунсенче вăл 80 çул тултарса юбилей кĕрекине ларчĕ. Çулĕ сахал мар пулсан та, Александр Михайлович халĕ те спорта чунтан парăннă. Кашни кунах вăл ирпе ирех физзарядка тăвать, велосипед çине ларса çухрăм хыççăн çухрăм парăнтарать.
Александр Пăрачкав районĕнчи Сыреç ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ялта 7 класлă шкул çеç пулнă. Ăна ăнăçлăн вĕренсе пĕтернĕ хыççăн пĕлÿ патне туртăнакан ача Улатăр районĕнче малалла ăс пухма шутланă. Чылай аякра вырнаçнă пĕлÿ çуртне вăл ăшă çанталăкра велосипедпах çÿренĕ. Ун чухнех спортпа туслашнă çамрăк каччă. Алла аттестат илсен пĕр хушă А.Горбунов электрикре ĕçленĕ, анчах та ăна ытларах та ытларах урăх професси илĕртнĕ. Вăл ачасемпе ĕçлеме, вĕсене пĕлÿ пама ĕмĕтленнĕ. Çавăнпа та Александр И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне биологипе хими факультетне докуменчĕсене кайса панă.
Студент пурнăçĕ пуян та тĕрлĕ енлĕ иртнĕ. Александр лекцисемпе семинарсене пĕр сиктермесĕр çÿренĕ çеç мар, институтăн спорт пурнăçне активлăн хутшăнма вăхăт тупсах тăнă. Вăл бокспа, тĕл перессипе, çăмăл атлетикăпа интересленнĕ. Мĕн пĕчĕкрен кĕлеткине пиçĕхтерсе ÿснĕскер, республика шайĕнче те малти вырăнсене сахал мар йышăннă.
Алла Диплом илнĕ хыççăн Александр Михайлович Канаш районĕнче ачасене вĕрентме тытăннă, кăштахран Комсомольскине куçса килнĕ. Пур енĕпе те пултаруллă педагога пысăк яваплăхлă ĕçсем шанса панă. Вăл учительте пĕр хушă ĕçленĕ хыççăн РОНОри методика кабинечĕн заведующийĕнче вăй хума пикеннĕ. Каярах Çĕнĕ Шăхран тĕп шкулĕн тилхепине ăна шанса панă. Хуть те ăçта вăй хурсан та, Александр Горбунов спортран пăрăнман, ĕç питĕ нумай чухне те спорт валли вăхăт уйăрнах. Ачасене те вăл сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарма, спорта явăçтарма тăрăшнă.
Тивĕçлĕ канăва тухсан Александр Михайлович районти тĕп больницăна хуралçăна вырнаçнă. Унта ĕçленĕ чухне вăл больницăн команди йышĕнче тĕрлĕ шайри спорт ăмăртăвĕсенче хăйĕн пултарулăхне кăтартнă.
А.М.Горбунов — II категориллĕ çăмăл атлетика тренерĕ, бокспа тата полиатлонпа спорт мастерĕн кандидачĕ. Тĕрлĕ çулсенче вăл Чăваш АССРĕн ветерансем хушшинчи çăмăл атлетика чемпионатне, Пушкăртстанра иртнĕ коньки спорчĕн Атăлçи чемпионатне, Пĕтĕм чăвашсен спорт олимпиадине, Раççейĕн çуллахи полиатлон чемпионатне тата ытти ăмăртусене хутшăнса лайăх кăтартусемпе палăрнă.
«Эпĕ чунра халĕ те учитель, çав вăхăтрах физкультурник та. Çавăнпа та ачасемпе çамрăксене спорта явăçтарассине эпĕ мала хуратăп. Тĕрлĕ шайра иртекен ăмăртусене хастаррăн хутшăнма тăрăшатăп. Çамрăксем пирĕн пек ветеран-спортсменсенчен тĕслĕх илччĕр, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса çирĕп сывлăхлă пулччăр тетĕп. Спорта юратни пурнăçра питĕ пулăшса пырать. Çак юратăва манăн çамрăк ăру патне те çитерес килет», — уçать шухăшне спорт ветеранĕ.
Чăнах та, Александр Михайловича тĕрлĕ ăмăртура час-часах курма пулать. Акă, çак кунсенче иртнĕ «Наци кросĕ — 2019» спорт уявĕнче те ветеран старта тăчĕ, çулне кура мар вăр-вар та чăтăмлă пулнине кăтартса пачĕ.
Спорт ветеранне эпир те юбилей ячĕпе ăшшăн саламлатпăр, пире çĕнĕрен çĕнĕ çитĕнÿсемпе савăнтарма сунатпăр. Çакăн пек çирĕп кăмăллă, тĕллев патне ăнтăлма пултаракан спорт тусĕсем пирĕн хушăрах пулни мĕн тери аван. Пирĕн, çамрăк ăрăвăн, вĕсенчен тĕслĕх илмелли пурах.
Александр Горбунов: «Спорт — манăн чун уççи. Чун ыйтнипе кашни кун велосипед çине ларатăп, чупма тухатăп, хĕлле йĕлтĕр сыратăп. 8 теçетке çула çитрĕм, апла пулин те спорта пăрахасшăн мар-ха. Ытларах хускану туни мана вăй-хăват кÿрет, сывлăха çирĕплетет».
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *