Четверг, 25 апреля

Старта тăрса, хăвăрт чупса хаçат парниллĕ пултăмăр

Спорт сывлăхшăн çав тери усăллă пулнине, ÿт-пĕве аталантарнине, чăтăмлăха ÿстернине, кăмăла лайăхлатнине пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ. Çавна май пирĕн районта спортпа туслă çынсем чылайăн пулнине палăртма кăмăллă. Ачасене, çамрăксене физкультура тума явăçтарас, спортпа туслаштарас тĕллевпе те нумай ĕç туса ирттереççĕ. Çавна кура спорт мероприятийĕсене хутшăнакансен йышĕ те çулсерен ÿссе пырать.
Октябрĕн 11-мĕшĕнче çăмăл атлетика тусĕсем Комсомольскинчи «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕн стадионне пуçтарăнса «Каçал ен» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ çулленхи ăмăртăва хутшăнчĕç. Кам кăна пулмарĕ-ши спорт уявĕнче? Ача сачĕсене çÿрекенсем, шкул ачисем, организацисемпе предприятисен ĕçченĕсем, спортпа туслă çемьесем, спорт ветеранĕсем старта тăрса финиша чи малтан çитессишĕн ăнтăлса чупрĕç. Йышлăн пуçтарăннă куракансем спортсменсене кăшкăрса хавхалантарса тăчĕç.
Ăмăртăва хутшăнма кăмăл тунисене чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов ăшшăн саламларĕ, районта спорта кăмăллакансен йышĕ çулсерен ÿссе пынипе кăмăллă пулнине палăртрĕ, пурне те ăнăçу сунчĕ. «Каçал ен» хаçатăн тĕп редакторĕ Алевтина Ефремова тата «Кĕтне» ФСК директорĕ Евгений Тихонов çăмăл атлетсене тупăшура çĕнтерме, финиша пуринчен малтан çитме хавхалантарчĕç.
Старта тухас умĕн, йăлана кĕнĕ тăрăх, пурте пĕрле кĕвĕ çеммипе зарядка турĕç. Ăна районти фитнес-аэробика федерацийĕн президенчĕ, «Кĕтне» ФСК-н преподаватель-тренерĕ Мария Долгова ирттерчĕ. Зарядка туса кăмăла хăпартлантарнă хыççăн ăмăрту пуçланчĕ. Чи малтанах старта ача садне çÿрекенсем тухрĕç. Кăçал 5 ача сачĕн шăпăрланĕсем ăмăртăва хутшăнма кăмăл турĕç. Ачасене ашшĕ-амăшĕ, воспитательсем тата ытти куракансем те чунтан хавхалантарма тăрăшрĕç, финиша чи малтан çитме хистерĕç. Тукай Мишер ялĕнчи ача садне çÿрекенсем çĕнтерĕве алăран ямарĕç. Иккĕмĕш вырăна — Комсомольскинчи «Радуга» ача сачĕн, виççĕмĕш вырăна Комсомоль-скинчи «Рябинушка» ача сачĕн шăпăрланĕсем тивĕçрĕç. «Лейсан» тата «Колосок» ача сачĕсем 4-мĕшпе 5-мĕш вырăнсене тухрĕç.
Малалла старта спорт çем-йисем тухрĕç. Кăçалхи эстафетăна икĕ çемье çеç хутшăнма кăмăл турĕ. Ыттисен те ĕçрен ыйтса ăмăртăва çитме май килмен, те урăх сăлтава пула спорт уявне хутшăнассинчен пăрăнма тивнĕ — питĕ шел. Районти спортпа туслă çемьесем хастартарах пулнă пулсан тупăшу хĕрÿрех пулнă пулĕччĕ. Комсомольскинчи Басниковсен çемйи финиша пĕрремĕш çитрĕ. Палăртса хăварар: вĕсем эпир йĕркелекен ăмăртăва кашни çулах хутшăнаççĕ, çĕнтерĕве алăран вĕçертмеççĕ. Янкасси ялĕнчен килнĕ Федотовсем пьедесталăн иккĕмĕш картлашкине йышăнчĕç.
Вăтам тата тĕп шкулсене илес пулсассăн, кăçал вĕсем чăннипех те питĕ маттур та хастар пулнине палăртмалла. Шкул ачисем хушшинчи тупăшу питĕ хĕрÿ пулчĕ. Тĕп шкулсенче пĕлÿ пухакансем икĕ ушкăнра вăй виçрĕç. Пĕрремĕш ушкăнра Хирти Явăшсем финиша чи малтан çитрĕç. Тăманлă Выçли тĕп шкулĕн команди — иккĕмĕш, Чĕчкен тĕп шкулĕн команди виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Иккĕмĕш ушкăнра Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн командине çитекенсем пулмарĕç. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн команди — иккĕмĕш вырăнта. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн спортсменĕсем пьедесталăн виççĕмĕш картлашкине йышăнчĕç. Вăтам шкулсем хушшинче Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн команди çĕнтерĕве алăран ямарĕ. Шурут вăтам шкулĕн çăмăл атлечĕсем — иккĕмĕшсем, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн спортсменĕсем виççĕмĕшсем пулчĕç.
Районти ял тăрăхĕсемпе организацисен специалисчĕсем те эстафетăран пăрăнса юлманни, старта тухма вăхăт тупни савăнтарать. Кăçал, халиччен кун пекки пулман, 8 команда старта тăчĕ. Вĕсем: Комсомольски 1-мĕш, Кĕçĕн Çĕрпÿел, Тукай Мишер вăтам шкулĕсен, «Лейсан» ача сачĕн, Шурут ял тăрăхĕн, районти 2-мĕш номерлĕ федераллă налук инспекцийĕн, районти тĕп больницăн, культура ĕçченĕсен командисем. Кăçалхи ăмăртура районти 2-мĕш номерлĕ федераллă налук инспекцийĕнче тăрăшакансем финиша чи малтан çитрĕç. Пьедесталăн иккĕмĕш картлашкине районти тĕп больницăн команди йышăнчĕ. Виççĕмĕш вырăна Шурут ял тăрăхĕн команди тивĕçрĕ. Специалистсем ĕçре çеç мар, спортра та питĕ пултаруллă пулнине палăртма уйрăмах кăмăллă. Ĕçченсемпе пĕрле организацисен ертÿçисем те старта тухрĕç. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн директорĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Ирина Соловьева, Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕн директорĕ Светлана Антонова, Тукай Мишер вăтам шкулĕн директорĕ Наиль Зарипов командăпа пĕрле чупрĕç. Вĕсем ĕçтешĕсемшĕн, вĕренекенсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Ертÿçĕсем хăйсен тĕслĕхĕпе хавхалантарса пынине пулах ĕнтĕ командăсем кĕске хушăрах финиша çитме пултарчĕç. Вăхăт тупса спорт уявне хутшăнма кăмăл тунă организацисен ĕçченĕсем малашне те пирĕнпе çирĕп çыхăну тытасса шанатпăр.
Спорт ветеранĕсем те старта тухса дистанцие çăмăллăнах парăнтарчĕç. Анатолий Давыдов, Вячеслав Скворцов, Александр Гаврилов ачасене тĕслĕх кăтартса пачĕç. Спорт тусĕсем Дипломсене тата сертификатсене тивĕçрĕç.
Кăçал чи лайăх кăтартупа дистанцие парăнтарнă икĕ спортсмена «Надежда» суту-илÿ çурчĕн ятарлă парнисемпе савăнтартăмăр. Данияр Тазетдинов /Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ/ тата Ильвина Алимова /Шурут вăтам шкулĕ/ хаклă парнесен хуçисем пулса тăчĕç.
Кашни ушкăнра мала тухнă командăсем Дипломсене, пылак парнесене, футбол мечĕкĕсене тивĕçрĕç. Пĕрремĕш вырăна тухнă командăсене редакци «Каçал ен» хаçата 2020 çулăн пĕрремĕш çурçулне çырăнса парать.
Çанталăк çумăрлăрах пулнине пăхмасăр ăмăртăва хушăнма кăмăл тунисене пурне те тав сăмахĕ калатпăр, малашне те вĕсем спорт уявĕсенчен айккинче пăрăнса юлмасса шанатпăр.
Н.КАЛАШНИКОВА,
Г.ГИНАТУЛЛИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *