Пятница, 26 апреля

Николай Волков: «Çăмха тапса чупасчĕ-ха»

«Лаша пуласси тихаран паллă, çын пуласси — ачаран» — тенĕ ваттисем. Нĕркеç ялĕнче çуралса ÿснĕ Николай Волков та мĕн ачаран спорта юратса, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса ÿснĕ. Шкула кайичченех мечĕк хыççăн чупнă, шкул вăхăтĕнче вара пушшех те спорт вăййисемпе кăсăкланнă. Футболла, волейболла вылянă, çуран, йĕлтĕрпе чупнă.
— Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Алексей Федорович Волков пире мĕн ачаран спортпа туслаштарнă. Физкультура урокĕсенче те, ятарлă секцисенче те спорт вăрттăнлăхĕсене хăнăхса пынă. Мĕн чухлĕ ăмăртăва хутшăнман пулĕ; Республика шайне те сахал мар тухса курнă. Волейболла, футболла, хоккейла вылянă. Пирĕн ялта уйрăмах çак вăйăсем анлă сарăлнă. Выляма юратакансем районти пĕр ăмăртуран та юлман. Акă, Владимир Гладковах илер. Вăл пире, кĕçĕнреххисене, яланах спортпа туслă пулма хавхалантарнă. Ахальтен мар вăл тăрăшнипе эпир чылай ăмăртăва тухса çÿренĕ. Волейболла, футболла вылянă, пĕрремĕш вырăнсене нихăçан та алăран вĕçертмен, — терĕ хавхаланса Николай Васильевич.
Ялан спортпа туслă пулнăскер, Николай паян та сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнать. Вăл уйрăмах футболла выляма кăмăллать. Пĕр ăмăртуран та пăрăнмасть. Хăй хутшăнса вылямасассăн та, вăйăсене курма яланах хавас. Ăсталăхне вара çулран-çул туптать. Кăçал Николай Васильевичăн тахçанхи ĕмĕчĕ пурнăçланнă. Вăл спорт ветеранĕсем хушшинче Сочи хулинче йĕркеленĕ футбол вăййин финалти тупăшăвне хутшăннă.
— Николай Васильевич, Раççей ша-йĕнче выляма пултарни хăех пысăк çитĕнÿ. Мĕнлерех кăмăл-туйăмпа кайса килтĕр; — кăсăкланатăп тĕплĕнрех пĕлес тесе.
— Республика команди йышĕнче выляма пултарниех савăнтарать. Кунта чи маттуррисене, ăста выляма пултараканнисене суйласа илеççĕ. Раççей шайĕнчи ăмăртăва хутшăнни вара ăсталăха татах та ÿстерме май пачĕ. Кунта футбол вăййин çăлтăрĕсемпе выляма, тĕл пулса калаçма пултартăм. Дмитрий Кузнецов, Валерий Чемеров, Александр Шмарко, Андрей Новгородов тата ытти паллă спортсменсем шăпах Мускав хулин командин йышĕнче вылярĕç. Вĕсен ăсталăхне сенкер экран витĕр курса сахал мар тĕлĕнсе ларнă. Сочи хулине кайса килни — пурнăçри чы пысăк та паллă пулăм пек çырăнса юлчĕ. Аса илмелли пайтах, — терĕ футбол вăййин ăсти.
Сăмах май каласа хăварас пулсассăн, Николай Волков сенкер экранпа пур футбол вăййине те пăхма тăрăшать. Вĕсем мĕнлерех вылянине сăнать. Кашни çĕнтерÿшĕн савăнать.
— Урăхла пулма та пултараймасть. Футбол манăн пурнăçра пысăк вырăн йышăнать. Çулсем иртеççĕ пулсассăн та ураран кроссовки тата бутсы хывас килмест. Вăй-хал пур чухне çăмха тапса чупасчĕ-ха, — тет Н.Волков.

А.МАРИЯН.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *