Вторник, 23 апреля

Cпорт

Спартакиадăна хатĕрленер

Спартакиадăна хатĕрленер

ЧР Спорт министерстви тата Раççей пенсионерĕсен союзĕн вырăнти уйрăмĕ кăçал пенсионерсем хушшинче "Спортивное долголетие" спартакиада ирттерме палăртнă. Ăна Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 75 çул тата Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнине халалласа йĕркелеççĕ. Спартакиада тĕллевĕ — пенсионерсем хушшинче физкультурăпа спорта анлăн сарасси, тивĕçлĕ канурисене спортăн тĕрлĕ тĕсĕсене явăçтарасси, çамрăксене ырă тĕслĕх кăтартса парасси. Ку спартакиадăна 60 çултан иртнĕ арçынсемпе 55 çултан иртнĕ хĕр-арăмсем хутшăнма пултараççĕ. Командăра 4 арçынпа 4 хĕрарăм пулмалла. Кăçалхи спартакиада январь уйăхĕнчех пуçланать. Çак уйăхра сĕтелçи теннисла, шахматла тата шашкăлла выляс енĕпе ăмăртусем иртеççĕ. Вĕсене пĕр хĕрарăмпа пĕр арçын хутшăнать. Февраль уйăхĕнче винтовкăран тĕл пере

СПОРТИВНЫЕ МЕРОПРИЯТИЯ В ПРАЗДНИЧНЫЕ РОЖДЕСТВЕНСКИЕ ВЫХОДНЫЕ ДНИ

Уважаемые жители Комсомольского района, а также наши дорогие гости!!! Желаем с пользой провести праздничные рождественские выходные дни!!! Помимо услуг, предоставляемые нашим учреждением, предлагаем посетить, а также принять участие на спортивных мероприятиях проводимые в праздничные рождественские дни!!! 3 января - Турнир по волейболу памяти Е. Петрейкиной 4 января - Турнир по мини-футболу среди юношей 5 января - Турнир по волейболу памяти Ф. Мамуткина 6 января - Турнир по волейболу на призы ООО «Агрофирма «Слава картофелю» 7 января - Турнир по мини-футбол среди женских команд Подробно ознакомится с программами проведения соревнований вы можете на официальном сайте ДЮСШ «Кетне»

Кĕлеткене хускатса сывлăха çирĕплетер-и?

Паянхи кун спорт çынсен пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнать. Кам утать, чупать, тĕрлĕ вăйăра вылять, тепри бассейнра ишет тата тренажер залне çÿрет. Çакна пурнăçлама çыннăн кăмăл çеç кирлĕ. Сывлăха çирĕплетес тесен вара районта услови çителĕклех. "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплекснех илер-ха. Кунтан нихăçан та çын татăлмасть. Стадионта та каçсерен çын чылай. Çамрăксем çеç мар, ватăрах çулхисем те утаççĕ. Питĕ аван. Иртнĕ шăматкун вара 50, 60 çултан иртнисем валли "Кĕтне" ФСК-ра чăн-чăн спорт уявĕ йĕркелесе пачĕç. Çакна пĕтĕмпех " Фитнес-Star! Долголетие в наших руках" социаллă проектпа килĕшÿллĕн пурнăçларĕç. Асăннă проект федераци шайĕнчи гранта тивĕçнĕ. Проектпа тĕплĕнрех паллаштарас тесе района Чăваш Республикинчи фитнес-аэробика федерацийĕн президенчĕ Оксана Вербина, И.Н.Ульянов ячĕллĕ
Мини-футболла выляççĕ

Мини-футболла выляççĕ

Хальхи вăхăтра шкул ачисен вĕренÿ çине питĕ нумай тимлĕх уйăрма тивет. Çавна май вĕсен чупма-выляма, тĕрлĕ хускану тума вăхăчĕ сахал юлать. Çак çитменлĕхе пĕтерес тĕллевпе Раççей футбол союзĕ тата Мини-футбол ассоциацийĕ "Мини-футбол — шкула" проект хатĕрленĕ. Вăл çĕршывра футбол вăййине аталантарас программăпа килĕшÿллĕн пурнăçланать. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекенсем çак проектран айккинче тăрса юлас темен. Вĕсем хăйсен командине проектра регистрациленĕ. Çак проектпа килĕшÿллĕн шкул ачисем мини-футболла выляс ăсталăхне аталантараççĕ.  

Малти вырăнсене йышăннă

Нумаях пулмасть Çĕнĕ Шупашкарта автомоделировани спорчĕпе тата бронетанк техникин радиотехника мелĕсемпе тытса пыракан автомоделĕсен республика ăмăртăвĕсем иртнĕ. Асанкасси вăтам шкулĕнче вĕренекенсем вĕсене хутшăнса малти вырăнсене йышăннă. Автомоделировани спорчĕн "RC DRIFT" класĕнче Даниил Маргиданов — 2-мĕш вырăна, Борис Маштанов 3-мĕш вырăна тухнă. "Кольцевые гонки" номинацире Даниил Маргидановпа Борис Маштановăн моделĕсем 2-мĕш вырăнта пулнă. "Танк биатлонĕ" номинацире Даниил Маргиданов — 1-мĕш вырăна, Борис Маштанов 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Çĕнтерÿçĕсене чун-чĕререн саламлатпăр. В.САЛАЕВ.  
Шахматла вылянă

Шахматла вылянă

Урмаел вăтам шкулĕнчи "Ÿсĕм вырăнĕ" центрта информатика, технологи, ОБЖ предмечĕсене туллин вĕрентме тăрăшаççĕ. Унсăр пуçне кунта класс тулашĕнчи ĕçе те йĕркелеççĕ. Нумаях пулмасть проект ĕçĕн кабинетĕнче ветерансемпе шкул ачисем хушшинче шахмат турнирĕ иртнĕ. Турнира йĕркелес тесе Н.Г.Тукаев педагог чылай тăрăшнă. Шахмат вăййи мĕн авалтан сарăлнă вăйăсен шутне кĕрет. Апла пулин те, вăл паян та хăйĕн пĕлтерĕшне çухатмасть. Шахматла выляни ăс-тăна аталантарма пулăшать, ĕçе тăвиччен тĕплĕн шухăшлама вĕрентет. Турнира А.И.Турханов, В.И.Пундяков, В.Н.Батюков ветерансем хутшăннă. Шкул ачисем те хăйсен ăсталăхне туллин кăтартса панă. Вăйăпа пурте кăмăллă юлнă. Г.ГИНАТУЛЛИНА.  
Сывлăха çирĕплетме васкăр

Сывлăха çирĕплетме васкăр

Чăваш Республикин Фитнес-аэробика федерацийĕ Президент гранчĕсен фончĕ пулăшнипе "Фитнес-Star! Долголетие в наших руках" проекта пурнăçа кĕртет. Çавна май декабрĕн 14-мĕшĕнче Комсомольскинчи "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕнче фитнес-аэробикăпа семинар, лекци тата ăсталăх класĕ иртет. Унта вĕренÿ организацийĕсен 50 çултан иртнĕ специалисчĕсем, тренерсем, хушма вĕрентĕвĕн педагогĕсем, волонтерсем тата кăмăл пур кашни çын хутшăнма пултараççĕ. Мероприяти 10 сехетре пуçланать. Тĕплĕнрех 8-962-321-44-49 телефонпа шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать. М.ДОЛГОВА.  

Хăтлă, тирпейлĕ вырăнта пурăнма кăмăллă

«Каçал ен" хаçатăн иртнĕ номерĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пурăнмалли вырăнсен хăтлăлăхне лайăхлатмалли хушма мерăсене пурнăçа кĕртме 1,5 миллиард тенкĕ уйăрма йышăнни пирки вулакансене пĕлтернĕччĕ. Республика Пуçлăхĕн çĕнĕ Указĕ малашлăха ырăпа пăхма хистет. Унпа килĕшÿллĕн пирĕн районта та хăш урамри патшалăх çурчĕ таврашĕнчи çулсене юсаса çĕнетмеллине, ăçта хунарсем вырнаçтармаллине е спорт, ача-пăча лапамĕ тумаллине тата ыттине те — пĕтĕмпех халăх сĕнĕвĕсене шута илсе йĕркелĕç. Патшалăх укçи-тенкипех социаллă пĕлтерĕшлĕ çуртсем патне пыракан тротуарсене те хута яма май килĕ. Паянхи куна илес пулсассăн вара республикăн "Инициативлă бюджет" программине хутшăнса чылай ĕç пурнăçлама май килнĕ. Ялсенче ача-пăча площадкисем хута кайрĕç, урамсенче лампочкăсем вырнаçтарчĕç, çÿп-çап п

Вĕренÿре маттур, спортра хастар

Спортпа туслă çын нимĕнле йывăрлăх умĕнче те пуçне усмасть. Спортсăр пĕр кун та пурăнайман çынсем пирки илтнĕ-и эсир? Вĕсенчен пĕринпе паян паллаштарăп. Кирилл Денисов Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренет. Маттур яш чупать, хĕлле хоккей лапамĕнче вылять, йĕлтĕрпе ярăнать. Унсăр пуçне ишекенсен секцине çÿрет, баскетбола юратать, волейболла вылять. Кирилăн спортри çитĕнĕвĕсем пысăк, вăл — малтисен ретĕнче. Районти ăмăртусенче яланах çĕнтерÿçĕсен йышĕнче пулнăран, республика тата унăн тулашĕнчи ăмăртусене те вăл пайтах хутшăнать. Ăнтăлни, малтан малта пулма тăрăшни те хăйĕн çимĕçĕпе савăнтарать. Кирилл кăçал Крым республикинче иртнĕ спорт фестивальне хутшăннă. Октябрĕн 18-мĕшĕпе ноябрĕн 4-мĕшĕсенче Крымра, "Артек" кану лагерĕнче шăпах шкулта вĕренекенсем хушшинче Пĕтĕм Раççейри «Ĕçпе х

Акватлонра – малтисем

Декабрĕн 1-мĕшĕнче Хусанта акватлонпа ăмăрту иртнĕ. Пирĕн районти "Кĕтне" ача-пăча спорт шкулне çÿрекенсем унта хутшăнса лайăх кăтартусемпе палăрнă. Акватлон енĕпе ăмăртакансем тĕрлĕ дистанцие чупса тата ишсе тупăшаççĕ. Пирĕн район спортсменĕсем ку енĕпе уйрăмах маттур. Вĕсем чылай ăмăртура мала тухса Дипломсене, парнесене тивĕçеççĕ. Хальхинче те Александра Мамуткина Тутарстан Республикин чемпионки пулса тăнă. Элина Тумаланова, Диас Айзетов, Ильнас Шакуров дистанцие иккĕмĕш парăнтарнă. Анастасия Сумзина, Иван Кузьмин, Рузиля Валитова финиша виççĕмĕш çитнĕ. Çавăн пекех Диас Айзетов, Никита Лепешкин, Иван Кузьмин тата Анастасия Сумзина спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçлама пултарнă. Элина Тумаланова, Анастасия Лепешкина, Рузиля Валитова тата Иван Гончаров çитĕннисен 1-мĕш разряч