Вторник, 22 октября

Cпорт

Егорова асӑнса – футбол турнирӗ

Пӗр синкерлӗ кун Чечен Республикинче служба командировкинче пулнӑ ентешсем инкеке лекнӗ. РФ ШӖМ уйрӑмӗн территорине кӗме тытӑннӑ террорист хӑйне хӑй сирпӗтсе янӑ. Унпа пӗрле Чӑваш Енри полицин икӗ ӗҫченӗн — Александр Егоровӑн тата Валерий Пучковӑн пурнӑҫӗсем татӑлнӑ.  Ҫак кунсенче Анат Тимӗрчкасси ялӗнче Чечен Республикинче  пуҫне хунӑ Александр Егорова асӑнса футбол турнирӗ ирттернӗ. А.Егоров аслӑ сержант 2013 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вилнӗ хыҫҫӑн ӑна Хӑюлӑх орденӗпе наградӑланӑ. Мероприятие Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, РФ Ш,Мӗн полицин патрульпе пост службин Шупашкарти батальон командирӗ Ярослав Игнатьев, Чӑваш Республикинчи обществӑлла йӗркене хӳтӗлекен управленин начальникӗ Николай Григорьев, ШӖМ управленийӗн канашӗн ветеранӗ Сер
Спорт уявӗ хавхалантарнӑ

Спорт уявӗ хавхалантарнӑ

Нумаях пулмасть аслӑ ӑрӑвӑн «Кӗмӗл ӳсӗм» хутшӑну центрне ҫӳрекенсем «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн стадионне пуҫтарӑнса РФ Патшалӑх ялавӗн кунне халалланӑ спорт уявне хутшӑннӑ. Хастарсем тренажерсем ҫинче тӗрлӗ хусканусем туса хӑйсен вӑй-халне аталантарнӑ, баскетбол ункине ҫӑмха ывӑтас, футбол мечӗкне хапхана тапса кӗртес енӗпе ӑмӑртнӑ. Пӗр сӑмахпа каласан, вӑхӑта усӑллӑ та интереслӗ ирттернӗ. Мероприятие хутшӑнакансене ҫанталӑкӗ те савӑнтарнӑ, ӑмӑр кунсем хыҫҫӑн ӑшӑ хӗвел тухни лайӑх кӑмӑл парнеленӗ. «Патшалӑх ялавӗ — ҫӗршывӑн пӗрлӗхӗн, унӑн историйӗпе паянхи кунӗн символӗ. Чи кирли вара — вӑл халӑхӑн пӗрлӗхне кӑтартать. Аслӑ ӑрӑва пӗрлештерекен, хавхалантаракан ҫакӑн пек мероприятисем ирттерме пултарнӑшӑн эпир питӗ хавас», — палӑртнӑ «Кӗмӗл ӳсӗм» центра ҫӳрекенсем. 

Паттӑр ячӗпе турнир

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнса пирӗн ҫӗршывӑн пуласлӑхӗшӗн пуҫӗсене хунӑ ентешсене асра тытса тӑрасси — пирӗн тивӗҫ. Ҫак кунсенче паттӑррӑн пуҫне хунӑ Димитрий Степанова асӑнса Асанкассинче волейбол турнирӗ ирттернӗ. Кӑҫалхипе вӑл виҫҫӗмӗш хут пулнӑ. Мероприятие уҫса муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Альберт Кузьмин сӑмах каланӑ, паттӑрсене яланах асра тытмаллине палӑртнӑ, командӑсене ӑнӑҫу суннӑ. Турнира волейбол вӑййине юратакансем   йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Пурӗ 6 команда ӑмӑртӑва хутшӑнса пултарулӑхне кӑтартса панӑ, хӗрӳ тупӑшура ҫӗнтерӳ патне ӑнтӑлнӑ. Куракансем волейболистсене вӑйӑ тӑршшӗпех хавхалантарса пынӑ.  Шупашкартан килнӗ спортсменсен «Вымпел» команди пысӑк ӑсталӑх кӑтартса турнирӑн ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ. Пьедесталӑн иккӗмӗш картлашки
Спорт тусӗсем тӗрлӗ енлӗн ӑмӑртнӑ

Спорт тусӗсем тӗрлӗ енлӗн ӑмӑртнӑ

Пирӗн ҫӗршывра йӑлана кӗнӗ тӑрӑх августӑн иккӗмӗш шӑматкунӗнче Физкультурник кунне уявлаҫҫӗ. Ҫак уяв пире спорт пурнӑҫра питӗ пысӑк вырӑн йышӑнни ҫинчен аса илтерет, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнма, кӗлеткене аталантарма хистет. Уяв спортӑн вӑл е ку тӗсӗнче пысӑк ҫитӗнӳсем туса мухтава тивӗҫнисене ҫеҫ мар, кулленхи пурнӑҫра физкультурӑпа туслисене те пӗрлештерет. Ҫак кунсенче Комсомольскинчи «Кӗтне» спорт комплексӗнче Физкультурник кунне халалласа уяв ирттернӗ, спорта юратакансем тӗрлӗ ӑмӑртусене хутшӑннӑ. Чи малтанах пуҫтарӑннисем ҫӑмӑл атлетика енӗпе спорт мастерӗпе Алевтина Биктимировӑпа пӗрле ирхи зарядка ирттернӗ. Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин спорта юратакансене уяв ячӗпе ӑшшӑн саламланӑ, спорт ветеранӗсене Вениамин Белкова, Николай Ятманова, Геннадий Петухова, Евгений Ти
Спорт сывлӑха ҫирӗплетет, ҫитӗнӳсем тума хавхалантарать

Спорт сывлӑха ҫирӗплетет, ҫитӗнӳсем тума хавхалантарать

Пирӗн округра сывӑ пурнӑҫ  йӗркине тытса пыракансем сахал мар. Вӗсем ялти, округри, республикӑри, Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртусене  хутшӑнаҫҫӗ, япӑх мар кӑтартусем тӑваҫҫӗ. Кӑҫал ирӗклӗ майпа кӗрешекен Е.Давыдов, Д.Чумаков, Д.Маргиданов, А.Зейнетдинов тата ытти кӗрешӳҫӗсем хӑйсен виҫе категорийӗсенче ӑмӑртса  республика шайӗнче пӗрре мар малти вырӑна тухрӗҫ. Патӑрьелӗнчи 14—15 ҫулхи арҫын ачасемпе хӗр ачасем хушшинче армрестлинг енӗпе  иртнӗ ӑмӑртура пирӗн округ команди 2-мӗш вырӑн йышӑнчӗ. А.Сафиуллинпа И.Шакуров хӑйсен  виҫе категорийӗсемпе чемпионсем  пулчӗҫ. Пирӗн округри футболистсен «Исток» команди республикӑри 2-мӗш лигӑра  ӑмӑртса малти вырӑн йышӑнчӗ. Волейболистсен «Кубня» команди те регион шайӗнче палӑрчӗ. ГТО нормативӗсене пурнӑҫлас енӗпе 2023
Паттӑра асӑнса – турнир

Паттӑра асӑнса – турнир

Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе хӑйсен пурнӑҫне шеллемен паттӑрсене асра тытасси — пирӗн тивӗҫ. Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫӗсене хунӑ ентешсене асӑнса округра час-часах спорт ӑмӑртӑвӗсем иртеҫҫӗ. Ҫакӑн пек мероприятисем ҫитӗнекен ӑрусене те ҫирӗп кӑмӑллӑ, хӑюллӑ, ҫӗршыва юрӑхлӑ пулма хистеҫҫӗ. Июлӗн 20-мӗшӗнче Янкасси ялӗнче Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫне хунӑ Анатолий Логинова асӑнса мини-футболпа тата волейболпа турнир ирттернӗ. Анатолий Логинов 2023 ҫулта хӑй ирӗкӗпе ятарлӑ ҫар операцине тухса кайнӑ, Клещеевка ҫывӑхӗнче ҫапӑҫнӑ. Пӗлтӗрхи июлӗн 20-мӗшӗнче нацистсен «Азов» ушкӑнӗпе тан мар ҫапӑҫура Анатолий тата унпа пӗр ушкӑнра ҫапӑҫакансем паттӑррӑн пуҫӗсене хунӑ. Анатолий Викторовича вилнӗ хыҫҫӑн Хӑюлӑх орденӗпе наградӑланӑ. Мероприятие уҫса Хирти Сӗнтӗр территори у
126 километр парӑнтарчӗҫ

126 километр парӑнтарчӗҫ

Физкультурӑна пропагандӑлас, халӑха спорта тата сывӑ пурнӑҫ йӗркине явӑҫтарас тӗллевпе республикӑра кашни ҫулах профсоюзсен велочупӑвне йӗркелеҫҫӗ.  Июлӗн 6-мӗшӗнче профсоюзсен V «Потому чТо мы Вместе» велочупӑвӗ иртрӗ. Ку вӑл профсоюзсем йӗркелекен чи интереслӗ, нумай ҫынна илӗртекен спорт мероприятийӗсенчен пӗри. Унта пирӗн ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗсенчен велоспорта юратакансем пуҫтарӑнаҫҫӗ. Мероприятие йӗркелекенсем кӑҫалхи юбилейлӑ маршрута тата та интереслӗрех тума тӑрӑшнӑ. Профсоюзсен пиллӗкмӗш велочупӑвне хутшӑнма ҫӗршывӑн 22 регионӗнчен пурӗ 200 ытла спортсмен пуҫтарӑннӑ. Ирхине вӗсем Комсомольски ялӗнче старта тухрӗҫ. Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин велочупӑва пуҫтарӑннисене саламласа ҫак физкультура мероприятийӗ профсоюз юхӑмӗн пӗрлӗхне кӑтартса пани ҫинчен кал

Асӑну каҫӗсем, тӗрлӗ ӑмӑртусем иртнӗ

Иртнӗ эрнере пирӗн округра пурӑнакансем Асӑнупа хурлӑх кунне (июнӗн 22-мӗшӗ Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ пуҫланнӑ кун) паллӑ турӗҫ. Июнӗн 23-мӗшӗ Троица уявӗ пулчӗ. Ҫынсем вилнисене асӑнма масарсем ҫине ҫитрӗҫ. Ҫав кунсенче округри территори уйрӑмӗсенчи ялсенче культура тата спорт мероприятийӗсем те нумай  иртнӗ. Кашни ҫемьенех пырса тивнӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи. Чылай ҫын фронтран яла таврӑнайман. Ҫапӑҫу хирӗсенче пуҫ хунисене асӑнса «Асӑну ҫуртисем» ҫутнӑ. Аслӑ   Отечественнӑй вӑрҫа хутшӑннисем ячӗпе лартнӑ палӑксем патне чечек ҫыххисем хунӑ. Культура ҫурчӗсенче Асӑну каҫӗсем йӗркеленӗ. Троица умӗн ялсенче спорт ӑмӑртӑвӗсем те чылай пулнӑ.  Акӑ, Аслӑ Чурачӑк, Анат тата Тури Тимӗрчкасси, Ҫӗнӗ Мӑрат ялӗсенчи ҫамрӑксем футбол уйӗнче тупӑшнӑ. Аслӑ Чурачӑк ялӗнче ирт
Спартакиада иртнӗ

Спартакиада иртнӗ

«Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче округри вӗрентӳ учрежденийӗсенче ӗҫлекенсем хушшинче спартакиада иртнӗ. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине юратакансене профсоюзӑн вырӑнти комитечӗн председателӗ В.Макарова саламланӑ, ӑмӑртусенче ӑнӑҫу суннӑ. Округри 12 вӗрентӳ учрежденийӗнчи 100е яхӑн спорт тусӗ  ҫуран чупассипе, дартспа тупӑшнӑ, хаваслӑ стартсенче тата ытти енсемпе мала тухассишӗн ӑнтӑлнӑ. Ӑмӑртусем чӑннипех те хаваслӑ та кӑсӑклӑ ҫав вӑхӑтрах хӗрӳ иртнӗ. Чи пултаруллисем ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Пӗрремӗш вырӑна «Кӗтне» спорт шкулӗн ӗҫченӗсем ҫӗнсе илнӗ. Иккӗмӗш вырӑнта Комсомольски 2-мӗш шкулӗнче тӑрӑшакансем. Виҫҫӗмӗшӗнче «Рябинушка» ача сачӗн коллективӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсем наградӑсене тивӗҫнӗ. Шкул ачисем ҫеҫ мар, вӗсене вӗрентекенсем те «Спорт — пурнӑҫ норми» девизпа  пурӑнаҫҫӗ, ӗҫлеҫҫӗ. Ҫ
Командирсем маттур та пултаруллӑ

Командирсем маттур та пултаруллӑ

«Зарница» тата Орленок ҫарпа спорт вӑййисем    ӳсекен ӑрӑва  патриотизмла  воспитани парас енӗпе пысӑк пӗлтерӗшлӗ.  Кӑҫал вӗсем пирӗн округра 55-мӗш хут иртрӗҫ.    Шкулсенчи ҫамрӑк армеецсем  майӑн 13—17-мӗшӗсенче хӑйсен пултарулӑхӗпе ӑсталӑхне кӑтартрӗҫ. Командӑпа ӗҫлесси — кӑткӑс та хӑйне май интереслӗ. Командир пултарулӑхӗнчен, вӑл хӑй хыҫҫӑн ертсе пыма пӗлнинчен нумай килет.  «Орленок» ҫарпа спорт вӑййисене хутшӑнакансемшӗн те ҫакӑ питӗ пӗлтерӗшлӗ. Ҫавӑнпа та «Командир малта пырать» конкурс питӗ хӗрӳ иртрӗ. Унта командӑсен ертӳҫисем хӑйсен пултарулӑхне тӗрлӗ енсенче кӑтартса пачӗҫ. Тӗл пересси енӗпе Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн командирӗ Кирилл Кузьмин мала тухрӗ. Данияр Хамдеевпа (Урмаел вӑтам шкулӗ) Виктория Зуева (Нӗркеҫ вӑтам шкулӗ) та лайӑх кӑтартусемпе палӑ